Алешкин Саплăк ялне телей кайăкӗ вӗçсе кӗнӗнех туйăнать халӗ
Пӗрлехи вăйпа, ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Петр Артемьев, депутатсем, предпринимательсем тăрăшуллă пулнипе ял кунран кун чиперленсе, аталанса пырать. Туса панă илеме упрама пӗлесчӗ, хамăр ачасем, мăнуксем валли те савăнмалăх, ыр курмалăх пуянлăх пултăрччӗ.
Эпир пурăнакан ял хăйне кура пӗчӗк утрав пекех ларать. Кунта пурăнакан тӳрӗ кăмăллă кашни çын хăй тӗпленнӗ вырăна тирпей-илем кӗртессишӗн тăрăшать, пурăнмашкăн хăтлă мелсем тăвать. Ял пуçлăхӗ яваплăха çирӗп туйни те яла аталанма лайăх витӗм кӳрет.
Паянхи пек астăватăп: Петр Николаевич Артемьев 2008 çулта ял хутлăхӗн пуçлăхӗн «тилхепине» тытрӗ. Ун чухне Алешкин Саплăк хальхи пек аталанманччӗ-ха, вăл вăхăтра ялсене пит тимлӗх уйăрман пуль тесе шутлатăп. Кӗрхи йӗпе-сапаллă вăхăтра яла тракторсăр кӗрсе тухма та çукчӗ. Шкул ачисене çӳреме пит кансӗрччӗ. Аслă классенче вӗренекенсем кăна мар вӗт-ха, кулленех шăпăрлансем ача садне, кӗçӗн класс ачисем шкулалла утнă çак пылчăклă çулпа.
Пуçлăхран нумай килет
Юлашки 7-8 çул хушшинче вара ял сăн-сăпачӗ палăрмаллах улшăнчӗ. Хулари пек илемлӗ те çутă ача сачӗ, асфальтлă çул, спорт площадкисем, çӗнӗ ФАП ял çыннисен пурнăçне самаях çăмăллатрӗ. Паллах, Тутарстан Президентне Рустам Минниханова та питӗ пысăк тав сăмахӗ калас килет. Вăл республикăна ертсе пыма пуçланăранпа республикăри ялсем самаях аталанчӗç. Анчах та вырăнти ял хутлăхӗн ертӳçи те шанса панă тивӗçне тӳрӗ кăмăлпа пурнăçлани ял халăхне пурăнмалли лайăх условисем туса пачӗ. «Пуçлăх пуканне» йышăннă тени вăл кунӗ-кунӗпех ларать тенине пӗлтермест. Пачах урăхла, Петр Николаевич пӗр вырăнта лара-тăра пӗлмен çын тесен те йăнăш пулмӗ. Ялта çын вилет-и е тата кӗтмен пăтăрмах сиксе тухать – ял ертӳçисӗр пӗр ӗç те пурнăçланмасть. Тӗрлӗ çын пур, паллах, хăшӗ-пӗри ертӳçӗ çине хăй çылăхне çакса хума та тăрăшкаласа пăхать. Тав сăмахӗ калас вырăнне хура сăрăпа хуплама тăрăшакансем те тупăнаççӗ. Эпӗ, нумай ача амăшӗ пулнă май, Петр Николаевич пирки ыррине анчах калама пултаратăп. Ялта тирпей-илем тумалла пулсан та çынпа пӗр чӗлхе тупса халăха ӗçлеттерме пӗлет.
Предпринимательсен тӳпи пысăк
Ял аталаннинче вырăнти предпринимательсен тӳпи те пысăк. Вӗсем яла пысăк усă параççӗ. Пуçару бюджетне пуянлатма укçа-тенкӗ енчен пулăшу кирлӗ пулсан пӗрре те кутăнлашса тăмаççӗ, ырă тума васкаççӗ. Пулăшнине кура ӗçӗсем те ăнса пыраççӗ вӗсен, аталанса, вăй илсе çеç пыраççӗ. Ырă кăмăллисене ятранах палăртса хăварас килет. Вӗсем: Виктор, Александр, Владимир Марковсем, Виктор Артемьев, Алексей Шадриков.
Туслăх кӗперӗ
Нумаях пулмасть ялта «Туслăх кӳлли» ят панă кану паркӗ уçăлчӗ. Тăпăлкка ларакан кафе, часавай, туслăх кӗперӗ кашни иртен-çӳрене илӗртеççӗ. Унччен ишӗлсе выртнă çырма-çатра халӗ чăн-чăн музей кӗтесӗ пулса тăчӗ. Кама-тăр килӗшмест те çакă. Кӗпере сӳтсе пăрахмалли пирки те сас-хура çӳрерӗ. Халăх вăйӗпе тăрăшса тунă илеме мӗншӗн ватас? Çӗмӗрме пӗр кун кирлӗ, çӗнӗрен тума çеç вăхăт самай иртет. Е камăн-тăр кӗвӗçлӗх туйăмӗ вăраннă? «Кӗвӗç чуна кӗве çиет», – темеççӗ-и-ха? Тутар Саплăк тата Алешкин Саплăк ялӗсене пӗрлештерсе тăракан кӗпере тунă çӗре кашни предприниматель, ял халăхӗ пысăк пай кӗртнӗ.
Кӗпер хывас ӗçе хӗл кунӗнче пуçларӗç. Çуллапа çуркунне тума май çук. Шыв шăнасса кӗтмелле. Рабочисем хӗл кунӗнче çырмара темиçе метр тăсăлакан кӗпер тăвассине кӗске вăхăт хушшинчех вӗçлерӗç. Алексей Клементьев, Александр Григорьев, Сергей Скворцов, Петр Скворцов пек ӗçченсене уйрăмах палăртмалла. Паянхи кун кӗпер çирӗп ларать. Хӗлӗн-çăвӗн миçе çын хăрамасăр каçса çӳрет пуль çак кӗпер урлă? Канма килекенсем те илемпе киленеççӗ, тӳррӗн каçма та пит меллӗ. Ку çеç те мар, çак кӗпер чăвашсемпе тутарсен хушшинчи туслăх паллийӗ те. Çак ялта ӗмӗртен икӗ наци халăхӗ килӗштерсе пурăннă. Чăвашӗ тутар юррине, тутарӗ чăваш юррине шăрантарнă. Акатуй уявӗсенче те пӗрле савăнаççӗ. Саплăк халăхӗ ӗçлеме çеç мар, культурăллă канма та пӗлет. Клуб ертӳçи Виктория Кузьмина, çамрăк пулин те, пурнăçне ялпа çыхăнтарнă. Ялти артистсене тăтăшах хăй йӗри-тавра пуçтарать. Сăвă шăрçалакан та, юрă шăрантаракан та, кулăш ăстисем те пур Саплăкра! Тӗслӗхрен, Николай Порфирьев уявсенче ӗлӗкхи юрă юрласа нумай çамрăка тӗлӗнтерет. Паянхи пек астăватăп-ха, творчество каçӗнче жюри Николай Порфирьев юррисене пысăк хак пачӗ.
Тӗслӗхлӗ çемьесем йышлă
Илемлӗ çуртсем, 3-4 апат-çимӗç лавкки пурри те ял çынни пирки нумай калама пултарать. Нумай çамрăк малашнехи пурнăçне ялпа çыхăнтарать. Пурăнма йăва çавăраççӗ, ача-пăча çуратса ӳстереççӗ. Нумай ачаллă çемьесем те сахал мар кунта. 5-6 пепкеллисене те курма пулать. Вӗсем пурте ашшӗ-амăшӗн тивӗçне çирӗп пурнăçлаççӗ. Çакă мар-и-ха ял илемӗ, пуянлăхӗ? Çемье –пӗчӗк патшалăх, ял пуласлăхӗ çирӗп чăмăртаннă çемьесенчен тăрать. Обществăна пысăк витӗм кӳрет çемье. Александрпа Кристина Максимовсен (çемьере 6 ача çитӗнет), Андрейпа Алена Журавлевсен (3 ача), Владимирпа Светлана Яковлевсен (3 ача), Бориспа Олимпиада Борисовсен (4 ача), Сергейпе Светлана Кузьминсен (3 ача) çемйисене кăна илер. Вӗсем пирӗншӗн ырă тӗслӗх пулса тăраççӗ. Кун пек çемьесем тата та нумай ялта.
Илемлӗх енӗпе Викторпа Елена Марковсем пултаруллă. Капăр çурт Чапаев урамне илем кӳрет. Уйрăмах çуллахи вăхăтра пахчара ешерекен чечексем чуна тыткăнлаççӗ, куçа илӗртеççӗ. Елена Федоровна, ача сачӗн заведующийӗнче вăй хураканскер, садик территорине те хӗрлӗ, сарă, шурă чечексемпе илемлетет. «Теремок» садике пырса кӗрсен юмах тӗнчине лекнӗн туйăнать. Йӗри-тавра тирпейлӗх те илемлӗх хуçаланать кунта
Пӗрлехи вăйпа
Вырăнти предпринимательсене илес пулсассăн, уйрăмах Виктор Артемьев фермера ырăпа асăнас килет. Пыл хурчӗ пек ӗçчен çын тесе каласан та йăнăш пулмӗ ун пирки: 500-600 гектар çӗр çинче тыр-пул акса ӳстерет, икӗ лавкка тытать. Çавăн пекех Виктор Марков, Александр Марков, Владимир Журавлев усламçăсем те хăйсен ӗçӗсемпе чăннипех те мухтанма пултараççӗ. Вӗсем тăрăшнипех ялта планланă нумай ӗç пурнăçланать.
Алешкин Саплăк ялне телей кайăкӗ вӗçсе кӗнӗнех туйăнать халӗ. 2019 çулта, акă, ӗçмелли таса шывпа тивӗçтерме пуçларӗç. Ку ӗçе питӗ кирлӗ тесе шутлатăп. Юлашки вăхăтра пусăсенче шыв чакни те ял çыннисем умне нумай пăтăрмах кăларса тăратать. Çурта шыв кӗртни ял халăхӗшӗн питӗ пысăк çăмăллăх.
Çапла, пӗрлехи вăйпа, ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Петр Артемьев, депутатсем, предпринимательсем тăрăшуллă пулнипе ял кунран кун чиперленсе, аталанса пырать. Туса панă илеме упрама пӗлесчӗ, хамăр ачасем, мăнуксем валли те савăнмалăх, ыр курмалăх пуянлăх пултăрччӗ.
Наталья КЛЕМЕНТЬЕВА.
Сăнӳкерчӗксем «Тăван ен» хаçатăн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев