Алия КАРУСЕВА: «КОНКУРСА ХРЕСНАННЕ ТӖСЛӖХӖПЕ ХУТШĂНТĂМ»
«Раççей Чăваш пики – 2022» конкурсра «Вице Раççей Чăваш пики» титула тивӗçнӗ пике Шупашкарта вӗренет
Пӗлтӗрхи декабрӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарта «Раççей Чăваш пики – 2022» илемпе пултарулăх конкурсӗ иртрӗ. Тутарстан чăвашӗсен чысне «Тутарстан Чăваш пики – 2021» çӗнтерӳçи, Çӗпрел районӗнчи Алёшкин Саплӑк ялӗн пики Алия Карусева хӳтӗлерӗ.
21 конкурсантран пирӗн Алия иккӗмӗш вырăн йышăнса «Вице Раççей Чӑваш пики» номинацие тивӗçрӗ. Унпа эпир конкурс хыççӑн курса калаçрӑмӑр.
– Алия, сана «Вице Раççей Чӑваш пики» титула çӗнсе илнӗ ятпа саламлатпӑр.Пирӗн вулакансене хӑвӑнпа паллаштарсам.
– Эпӗ Çӗпрел районне кӗрекен Алёшкин Саплăк ялӗнче çуралса ӳснӗ. Мӗн пӗчӗкренех ялти, шкулти тӗрлӗ мероприятие хутшӑннӑ, юрлама тата ташлама юратнӑ, тӗрлӗ олимпиадӑсене те тăтăш хутшӑннӑ. Тӑван ялти шкула ылтӑн медальпе пӗтертӗм. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн истори, филологи, управлени тата право факультетӗнче вӗренетӗп.
– Хӑвӑн çемйӳ пирки каласа пар-ха.
– Анне Людмила ятлӑ, вӑл хамӑр ялти лавккара вăй хурать. Аттене Николай тесе чӗнеççӗ, вӑл пӳрт тӑрри витес енӗпе ӗçлет. Йӑмӑк Даша ятлӑ, хальхи вӑхӑтра 11-мӗш класра вӗренет, тӑрӑшса пӗрлехи патшалăх экзаменне хатӗрленет.
– Сана мӗншӗн Алия ят панӑ? Редакцие çакӑн пек ыйту час-часах параççӗ.
– Атте çапла ят хунӑ мана. Эпӗ çураличчен вӑл Алия ята хаçатра курнӑ. Вара аннене: «Алия ят илемлӗ, хӗре çак ята паратпӑр», – тенӗ. Çуралсан вара чӑнах та мана атте Алия тесе çыртарнӑ.
– Алия, санӑн каччу пур-и?
– Каччӑ çук.
– Мӗншӗн конкурса хутшӑнма шутларӑн?
– 2006 çулта манӑн хреснанне Нина Казакова «Тутарсан чăваш пики» конкурса хутшӑннӑ. Эпӗ вӑл вӑхӑтра пӗчӗк ача çеç пулнӑ-ха. Çапах та конкурса хреснаннен тӗслӗхӗпе килтӗм, пӗчӗкренех çакӑн пирки ӗмӗтленнӗ теме те пулать.
– Конкурса мӗнле хатӗрлентӗн? Кам пулӑшрӗ?
– «Раççей чӑваш пики – 2022» конкурса хатӗрленме мана нумай çын пулӑшрӗ, пурне те шутласа пӗтерме те çук пулӗ. Конкурсӑн тапхӑрӗсем валли хатӗрленме районти культура ӗçченӗсем, район пуçлӑхӗ Марат Ринатович Гафаров, «Тутарстан Чăваш пики» конкурс дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Николаевна Чаркина, аннепе атте, çавӑн пекех Çӗпрел районӗнчи ытти çынсем те питӗ нумай пулӑшрӗç. Пурне те чӗререн тав тăватăп, ку вӑл пирӗн пысӑк ушкӑнӑн çӗнтерӗвӗ пулчӗ.
– Конкурсӑн хӑш тапхӑрӗ чи кăткăссиччӗ? Вӑйлӑ хумхантӑн-и?
– Кашни тапхӑрта питӗ хумхантӑм, апла пулсан та пӗтӗм вӑя пухса заданисене пурнӑçлама тӑрӑшрӑм.
– Репетицисенче ытти хӗрсемпе паллашрӑн-и?
– Шупашкарта репетицисем 2 кун кӑна иртнипе пирӗн пӗр-пӗринпе паллашма вӑхӑт пулмарӗ.
– «Раççей Чӑваш пикипе» «Тутарстан Чӑваш пики» конкурссем мӗнпе уйрӑлса тӑраççӗ? Мӗн улӑштарнӑ пулӑттӑн эс вӑл конкурсра?
– Иккӗшӗнче те мана питӗ килӗшрӗ. Çак конкурссен йӗркелӳçисем, директорӗсем вӑй хурса ӗçлени палӑрать. Мана веç кӑмӑла кайрӗ, анчах та «Тутарстан Чӑваш пики» вӑйлӑрах пек туйӑнать.
– Чи малтан кам саламларӗ сана?
– Чи малтан саламлакансем, паллах, залра маншӑн хумханса ларакансем, мана пулӑшакансем пулчӗç: Сильвия Николаевна Чаркина, Марат Ринатович Гафаров, Çӗпрел районӗнчи Культура çурчӗн ӗçченӗсем, хамӑр ял çыннисем, çывӑх тӑвансем, тус-юлташ, «Сувар» хаçат ӗçченӗсем. Результатсене каласанах вӗсем мана сцена çине хӑпарса саламларӗç, чечек çыххисем парнелерӗç.
– Конкурсран мӗнле шухӑшсемпе таврӑнтӑн?
– Конкурса хутшӑнма пултарнӑшӑн питӗ савӑнтӑм, хама хам ытларах шанма пуçларӑм. Хам тавра лайӑх çынсем нумай пулнине ӑнлантӑм, вӗсем мана яланах пулӑшма хатӗр.
– Çӗнӗ çула мӗнле ӗмӗтсемпе, тӗллевсемпе кӗтсе илтӗн?
– Манӑн тӗп тӗллев – тӑрӑшса вӗренесси, экзаменсене лайӑх парасси, тӗрлӗ мероприятие хутшӑнасси.
– «Чӑваш пики» конкурса малашне хутшӑнас текен хӗрсене мӗнле сӗнӳ парăттӑн?
– Чи малтан ӑнӑçу сунас килет. Хутшӑнӑр, ан хӑрӑр, ан вӑтанӑр, сцена çинче, жюри умӗнче çухалса ан кайӑр, хӑвӑра хӑвӑр шанӑр. Чӑваш хӗрӗсем – чи илемлисем, чи сӑпайлисем.
Ксения РОМАНОВА калаçнă.
А.Карусева архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев