АЛИНА МАЙОРОВА
Алина Майорова – Чăваш кӗнеке издательствин редакторӗ. Вăл Çӗмӗрле районӗнче çуралса ӳснӗ, Хутарти вăтам шкул-гимназие пӗтернӗ
«Шкула кайиччен питӗ вулама вӗренес килетчӗ. Ял лавккин вывески çине мӗн çырнă-ши тесе пăхса иртеттӗм яланах. Вулама вӗренсен вара кӗнеке хыççăн кӗнеке шӗкӗлченӗ. Шкулта диктант çырма питӗ юрататтăм. Диктантпа ытларах «пиллӗксем» илнӗрен-ши, вӗрентекен ман тетраде тӗрӗслетчӗ те хама та ыттисен ӗçӗсене тӗрӗслеме шанатчӗ. Çулсем иртсен, тӗлӗнмелле те, çак ӗçе малалла тăсрăм: аслă пӗлӳ илсен пӗр вăхăт шкулта тăрăшрăм, унтан пурнăçăма кӗнекепе çыхăнтартăм. Малтанах корректор пулса ӗçлерӗм, халӗ вара, вунă çул ытла ӗнтӗ, вӗренӳ кӗнекисемпе пособийӗсен редакторӗнче вăй хуратăп. Кашни ача илемлӗ те лайăх пахалăхлă кӗнекесемпе вӗрентӗр тесе тăрăшать пирӗн коллектив», – каласа парать вăл.
– Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
– Мӗн пӗчӗкрен кӗнеке нумай вуласа ӳснӗрен тата юратнă ӗç те кӗнекепех çыхăннăран пулӗ, литература маншăн – пурнăç. Литература мана пурăнма вӗрентет, çутçанталăк, тӗнче, истори вăрттăнлăхӗсемпе паллаштарать. Хам литература хайлавӗсем çырмастăп пулин те, çыравçăсемпе куллен тӗл пулса тачă çыхăнса ӗçлетпӗр. Литература пултарулăха, шухăшлава аталантарать. Çапла майпа ман пурнăçра вăл пысăк вырăн йышăнать.
– Мӗн хавхалантарать сире ӗçре?
– Интереслӗ проектсем, кăсăклă алçырусем, пултаруллă авторсем, кăмăллă тӗлпулусем, йывăрлăхсене парăнтарса пыни, ӗçтешсемпе алла-аллăн ӗçлесе пыни, типографи сăррин шăрши çапакан вӗр çӗнӗ кӗнекене алла илни…
– Юратнă поэт, прозаик.
– Чăваш çыравçисенчен Юрий Сементерӗн, Николай Исмуковăн тарăн шухăшлă сăввисем килӗшеççӗ; Сергей Есенинăн, Андрей Дементьевăн сăввисем чуна пырса тивеççӗ; Илпек Микулайӗн, Александр Артемьевăн пуян та сăнарлă чӗлхи тыткăна илет.
– Юратнă кӗнеке.
– Вӗсем чылай. Ытларахăшӗ çапах та ачаллах вуласа тарăн йӗр хăварнисем. Никифор Мранькан «Ӗмӗр сакки сарлака», Илпек Микулайӗн «Хура çăкăр», Александр Артемьевăн «Салампи» кӗнекисене 6-7-мӗш классенче каçса кайсах вуласа тухнăччӗ. Михаил Шолоховăн «Лăпкă Дон», Маргарет Митчелăн «Унесенные ветром» романӗсем кăмăла витереççӗ.
– Май пулнă-тăк, мӗнле çыравçăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
– Çыравçăсем пурте интереслӗ çынсем пулнăран кирек хăшӗнпе тӗл пулни те – телей.
– Пурнăç девизӗ.
– Çын пулма ан вăтанăр. Сана йывăр-тăк – эппин эсӗ тăвалла хăпаратăн; енчен те сана çăмăл – апла тӗпсӗр çырманалла чăматăн.
– Ӗçри чи асра юлнă самант.
– Шкулта вӗреннӗ çулсенче эпӗ чӗрӗ çыравçăсене курман та. Лаврентий Таллеровăн кӗнекине редакцилеме парсан малтанах питӗ хумханса тӗл пулнăччӗ чăваш халăх писателӗпе. Чăваш кӗнеке издательствинче тăрăшма тытăнсан куллен паллă писательсемпе, поэтсемпе, художниксемпе тӗл пулса пӗрлехи ӗçе туни питӗ мăнаçлантарать.
Ольга ИВАНОВА хатӗрленӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев