«Алтын минбар» кинофестивалӗн кинопроектсен питчингне Чăваш Ен режиссерӗ хутшăнчӗ
Хусанти халӑхсен хушшинчи «Ылтӑн минбар» кинофестивалӗн кинопроектсен Пӗтӗм тӗнчери питчингӗ иртрӗ. Кăçал унта Чăваш Республикинчен истори наукисен кандидачӗ, режиссер Сергей Щербаков тата ЧПУ журналистика факультечӗн 2-мӗш курс студентки Дарья Рыбкина «Ӗмӗрсем витӗр» («Через века») проектпа хутшăнчӗç.
Сентябрӗн 7-мӗшӗнче Хусанти патшалӑх культура институтӗнче Хусанти халӑхсен хушшинчи «Ылтӑн минбар» кинофестивалӗн кинопроектсен Пӗтӗм тӗнчери питчингӗ иртрӗ.
Кăçал питчинга Чăваш Республикинчен те хутшăнчӗç. Истори наукисен кандидачӗ, режиссер Сергей Щербаков тата ЧПУ журналистика факультечӗн 2-мӗш курс студентки Дарья Рыбкина «Ӗмӗрсем витӗр» («Через века») проектпа хутшăнчӗç. Пулас кинофильм сюжечӗ Аслă Пăлхар историйӗпе çыхăннă. Паллă ӗнтӗ, тема çивӗч, тавлашуллă, пурнех те ун çумне çулăхтарасшăн мар. Истори теми çăăмл мар. Çакă та тытса тăчӗ пулӗ жюрие вӗсен енне суйлав тума. Çавăнпа питчингра ăна çӗнтерӳçӗсен йышне кӗртесси теветкелли тӳрех палăрчӗ.
Çапах чăвашсем килни, хутшăнни савăнтарчӗ. Ку опыт. Кунта тӗрлӗ çӗршывсен кинематографисчӗсемпе паллашма, вӗсен ӗçӗпе хăвăн ӗçне танлаштарма пулать. Ку ӳсме пулăшакан фактор. Сергей Щербаковпа тата Дарья Рыбкинапа калаçма та илтӗмӗр. Вӗсен ӗçӗ пирки «Сувар» хаçатра тухакан интервьюра вуласа пӗлме пулӗ çитес номерте.
Тӗрлӗ çӗршывсен продюсерӗсенчен тăракан жюри Тутарстан режиссерӗн Рифат Миндубаевăн «Шамакай» проектне суйларӗ.
2025 ҫулта халӑхсен хушшинчи кинопроектсен питчингӗ хусанти XXI халӑхсен хушшинчи «Ылтӑн минбар» кинофестивалӗн Ӗҫлӗ программипе килӗшӳллӗн улттӑмӗш хут иртрӗ. Шорт-листа хӑйне евӗрлӗ тата тӗрлӗ енлӗ 14 проекта кӗртнӗ. Программа шайӗнче Тутарстан копродукцийӗ Египет, Ирак, Иран, Сири, Турци, Узбекистан, Казахстан, Беларуҫ çӗршывӗсем хутшăннипе палăрчӗ. Раҫҫей регионӗсенчен те йышлăн килнӗ. Заявка материалӗсен жанрӗсем анлӑ: истори пулӑмӗсем, социаллӑ драмӑсем, ҫемьепе романтика сюжечӗсем, детективсемпе триллерсем, комедисем, наука фантастикипе мыскарасем, фэнтезипе юмахсем.
Презентацисене эксперт комиссийӗ итленӗӗ Çавсен шутӗнче продюсер, «Вега фильм» кинокомпанин генеральнӑй директорӗ Катерина Михайлова (Раҫҫей), «Хорошо Продакшн «Продюсер Центрӗ» тулли мар яваплăхлă общество ертӳҫи Наталья Иванова (Раҫҫей), «Саха фильм» кинокомпанин генеральнӑй директорӗ Алексей Егоров (Раҫҫей), Инди фильмӗсен кинодистрибуци компанийӗн генеральнӑй продюсерӗ тата харпӑрҫи Карен Мирзоян (Раҫҫей), «Алма Пикчерс» тулли мар яваплăхлă общество генеральнӑй директорӗ Алмагуль Тлеуханова (Казахстан), актер, продюсер, Шарм-эль-Шейхри араб тата Европа кинофестивалӗн директорӗ Ашраф Сархан (Египет), «Тӗн паян» кино, тӗн тата общество фестивалӗн директорӗ Андреа Морген (Итали), режиссер, продюсер, «Дамаскри кино кунӗсем» фестивалӗн директорӗ Алмоханнад Кальсом (Сири), продюсер, Иран фильмӗсемпе телепрограммисен дистрибьюторӗ, ИРИБ MEDIA TRAD компанин ӗҫ тӑвакан директорӗ Алиреза Шахрохи (Иран), сценарист, режиссер, «The one film» кино шкулӗн преподавателӗ, халӑхсен хушшинчи фестивальсен жюри членӗ Дарья Елена Дашунина (Раҫҫей), анимаци фильмӗсен Babylon кинофестивалӗн директорӗ Aмер Cабах (Ирак).
Кинопроектсен Пӗтӗм тӗнчери питчингӗн гран-прине Рифат Миндубаев режиссерӑн «Шамакай» (Тутарстан Республики) проекчӗ ҫӗнсе илчӗ. Ҫӗнтерӳҫе проекта пурнăçа кӗртме 500 пин тенкӗлӗх сертификат парнелерӗç. Унсăр пуçне режиссера Алмагуль Тлеуханова Казахстанри питчинга хутшăнма сертификат, Катерина Михайлова та пулăшу пама шантарса сертификат тыттарчӗ. Андреа Моргена та проект хумхантарнă курăнать, пулăшма пулчӗ.
Социаллӑ драма икӗ ача пурнăçӗ тата вӗсен шăписем тӗлӗнмелле майпа ҫыхăнса кайни пирки. Аутизмпа аптракан арҫын ачапа тӑлӑх хӗр ача ыттисемшӗн курăнман тӗнчене çакланса пӗр-пӗрне пулăшнисӗр пуçне хӑйсем патне çул та тупаҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев