Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Америкăри чӑвашсем пӗрлешӳ тума тӗлпулнӑ

Пӗр-пӗринпе шакӑлтаттарса чӑвашла калаҫни мӗне тӑрать! 

Нью-Йоркри Манхеттен районĕнчи "Трамп Тауэр" текен 200 метр ҫӳллӗш 58 хутлӑ хӑна ҫурчӗ патӗнче чӑвашла тумланнӑ ҫынсем юрласа тӑнине сайра курма пулать.

Нумай пулмасть океан леш енчи чӑвашсем шӑпах унта тӗлпулма мехел ҫитернӗ. Вӗсем Америкӑри чӑвашсен культура пӗрлешӗвне ник ӗҫленӗ. Хальлӗхе 4-5 ҫын кӑна-ха, малашне, тен вӗсен йышӗ ӳсӗ те.

Вӗсем эмиграцине чӑваш тумӗсемпе ялавне илсе кайни ҫак ҫынсенче тӑван халӑх, тӑван ҫӗршыв туртӑмӗ пысӑк пулнине кӑтартать.

Ҫак тӗлпулу паллӑ спортсменка Надежда Сандркина пуҫарнипе йӗркеленнӗ. Маями штатӗнче 187 халӑхран пӗри – чӑвашсем. 

Пӗр-пӗринпе шакӑлтаттарса чӑвашла калаҫни мӗне тӑрать! 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев