Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ҪАМРӐКСЕМ ЛЕНИНГРАД ПАТТӐРЛӐХНЕ ЧЫСЛАҪҪӖ

Январӗн 28-мӗшӗнче Пискарев масарӗ ҫинче Ленинграда фашистсенчен ирӗке кӑларнӑранпа 78 ҫул ҫитнӗ ячӗпе чечек хуракан хурлӑхлӑ церемони иртрӗ

Национальноҫсен ҫуртӗнчи ҫамрӑксен совечӗн представителӗсем Ленинграда хӳтӗлекенсене асӑнса чысларӗҫ. Унта Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçӗнчи чăваш ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗн ячӗнчен пӗрлешӳ председателӗн ҫумӗ Николай Гаврилов хутшӑнчӗ. Каччӑн мӑн аслашшӗ Мирон Иванович Иванов Ленинград фронтӗнче ҫапӑҫса хулана хӳтӗленӗ. 1942 ҫулти октябрь уйӑхӗнче блокадӑна хирӗҫ пыракан операци вӑхӑтӗнче "Невский пятачок" ҫинче йывӑр аманнӑ та госпитальте пурнӑҫран кайнӑ. Мирон Ивановича Пискарев масарӗ ҫинче ушкӑнлӑ вилтӑпринче пытарнӑ.

Ытти наципе культура пӗрлӗхӗсенчи ӗҫтешӗсемпе пӗрле "Мать-Родина" палӑкӗ умне чечек хунӑ. Ун хыҫҫӑн делегаци паттӑрлӑхӑн национальноҫӗ ҫуккине аса илтерсе астӑвӑм аллеи патне кайса килнӗ.

Пӗрле тӑрӑшнипе ҫеҫ пуҫ тӑрринче мирлӗ тӳпе тата несӗлсемшӗн ҫутӑ пуласлӑх тума пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев