Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

​ ĂНА ХУТЬ ХĂШ ХАЛĂХ ТА ТĂВАН ПЕК ЙЫШĂНАТЧӖ

Иртнӗ эрнере Тутар халăх поэчӗ ӗмӗрлӗхех пиртен уйрăлса кайрӗ

Иртнӗ эрне вӗçӗнче Тутарстанпа Пушкăртстан​ халăхӗ пысăк çухату тӳсрӗ – ТР халăх поэчӗ Роберт Миннуллин йывăр чирпе вăрах чирлесе тăнă хыççăн ӗмӗрлӗхех куçне хупрӗ. Çакă пуриншӗн те чуна ыраттаракан кӗтменлӗх пулчӗ. Ара, Роберт Мугаллимович юлашки кунӗччен тенӗ пек халăхпа пӗрле пулчӗ, тӗрлӗ мероприятисене хутшăнчӗ. Ак, тӗслӗхрен, март уйăхӗн пуçламăшӗнче вăл Хусанти массăлла хыпар хатӗрӗсен редакцийӗсем вырнаçнă «Татмедиа» çуртне килнӗччӗ, «Сабантуй» журнал редколлегийӗн ларăвне хутшăннăччӗ. Вăхăтӗнче вăл чылай çул хушши «Сабантуй» хаçатăн (темиçе çул каялла ăна журнал туса хунă) тӗп редакторӗнче тăрăшнă. Паллах, асăннă пичет кăларăмӗнче халь ӗçлекенсем сумлă, аслă ӗçтешне кун пек мероприятие чӗнмесӗр хăварма пултарайман, мӗншӗн тесен Роберт Мугаллимовича хăй нумай çул ертсе пынă кăларăмăн пуласлăхӗ яланах кăсăклантарнă, вăл çамрăк журналистсене хуть хăçан та канаш-сӗнӳпе пулăшма хатӗрччӗ.

«Инстагрампа» туслăскер


Тата çакна палăртса хăвармалла: аслăрах çулти çыравçăсенчен ытларахăшӗ интернетпа усă курма пӗлменнипе социаллă сетьсемпе туслă мар темелле. Роберт Миннуллин вара питӗ хастарччӗ ку енӗпе. Саманапа тан утакан поэтăн «Инстаграмра» 45 пин ытла подписчик (сăмах май, эпӗ те, çак йӗркесен авторӗ, çавсен йышӗнче). Р.Миннуллин час-часах вăрăм мар, анчах тарăн шухăшлă постсем çыратчӗ, хăйӗн çӗнӗ сăввисемпе паллаштаратчӗ. Çак тапхăрта пӗтӗм тӗнчипе алхасакан коронавирус пирки те сăвă çырса ӗлкӗрнӗ вăл... «Вконтакте» ытларах çамрăксем валли, «Фейсбук» ăслă шухăшсем çыракансемшӗн, «Инстаграм» вара мана пур енчен те тивӗçтерет. Кунта сăнӳкерчӗк лартатăн та кăшт текст çыратăн. Сăн ӳкерме эпӗ ачаранах юрататăп. «Инстаграмра манăн туссем нумай, вӗсем манăн куракан-итлекенсем вӗт. Эпӗ халь тивӗçлӗ канура, вăхăт – вакун пек, апла-тăк мӗншӗн манăн хальхи тӗнче туса панă мелсемпе усă курса хамăн вулакансемпе хутшăнмалла мар?» – тенӗччӗ вăл нумай пулмасть «Татарстан» журнала панă интервьюра.

Айгиз Баймухаметов – Роберт пиччӗшӗ çинчен


Сăмах май, «Сувар» хаçатра халӗ пичетленекен «Юмахсăр ачалăх» калавсен ярăмӗн, пӗлтӗр кун çути курнă «Ан хăвар, анне» повеçӗн авторӗпе Айгиз Баймухаметовпа та эпӗ Роберт Миннуллинăн «Инстаграмри» ăна халалласа çырнă постне вуласан паллашрăм. Пушкăртсен çамрăк çыравçи Тутар халăх поэчӗпе питӗ туслăччӗ, унпа куллен çыхăну тытсах тăратчӗ. Акă мӗн терӗ пирӗн тусăмăр, февраль уйăхӗнченпе Пушкăртстанри çамрăксен «Шонкар» журналӗн тӗп редакторӗ пулса тăрăшакан Айгиз Гиззатович Баймухаметов хăйӗн аслă тусне аса илсе:
– Роберт Миннуллин пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайни – çав тери пысăк çухату. Вăл пирӗншӗн вӗрентекен пекехчӗ. Роберт пиччене хуть хăш халăх та хăйӗн тăванӗ, йăхташӗ пек йышăнатчӗ. Вăл пур çӗрте те «хамăрьялччӗ». Эп, ак тӗслӗхрен, Шупашкарта Чăваш халăх поэчӗ Юрий Сементер патӗнче час-час хăнара пулатăп. Вăл Роберт Мугаллимовичпа та туслăччӗ. Аслă поэтсем пире, хальхи çамрăк çыравçăсене, хăйсенчен тӗслӗх илсе тӗрлӗ халăх ывăлӗ-хӗрӗпе туслă пулма, пӗр-пӗрин литературипе культурине пӗрле аталантарма вӗрентеççӗ. Роберт пичче çакна пире хăйӗн тӗслӗхӗпе кăтартатчӗ. Ак, февраль уйăхӗнче кăна-ха вăл мана: «Айгиз, Хусана килес çула нихçан та ан ман, килкелесех тăр кунта. Калем енӗпе тусусемпе çыхăнăва ан тат. Сирӗн, çамрăксен, пирӗн ӗçе малалла тăсмалла», – терӗ. Çавăнпа ăна тутарсем те, пушкăртсем те, чăвашсем те, удмуртсем те, ыттисем те юрататчӗç. Вăл çав тери пысăк – ахаль сăмахсемпех тарăн шухăш палăртма пултаракан поэт. Паллах, халь эпир ăна ӗмӗрлӗхех çухатнине туллин ăнланмастпăр-ха. Çулсем иртнӗçем вăл пирӗн хушăра çукки ытларах та ытларах палăрма пуçлӗ, паллах... Эп унпа куллен телефонпа калаçсах, çырсах тăраттăм. Манăн пӗрремӗш кӗнеке тутарла пичетленнӗ чух вăл умсăмах çырса пачӗ. Пысăк плансемпе пурăнатчӗ Роберт пичче. Кăçал хăйӗн тăван районӗнче амăшне халалланă музей уçасшăнччӗ...

Пушкăртстанран тухнă
Роберт Мугаллимович Миннуллин 1948 çулхи августăн 1-мӗшӗнче Пушкăртстан​ Республикинчи Илиш районӗнчи Назяде ялӗнче çуралнă. Ачалăхӗпе яшлăхӗ Сюнь ятлă юханшыв хӗрринче ларакан Шаммет ялӗнче иртнӗ.
Роберт Миннуллин – 70 ытла кӗнеке авторӗ, унăн кӗнекисем Мускавра, Ӗпхӳре, Бакура, Шупашкарта, Йошкар-Олара, Ижевскра, Минскра тата Подгорицере (Черногори) пичетленнӗ.
Тутар литературине аталантарас тӗлӗшпе нумай ӗçленӗшӗн тата общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн Р.М.Миннуллина Тутар çыравçисен пӗрлӗхӗн А.Алиш ячӗллӗ премине тата Тутарстанăн Г.Тукай ячӗллӗ Патшалăх премине парса чысланă. Роберт Миннуллин – Тутарстан халăх поэчӗ, Тутарстан Республикин искусствăсен тава тивӗçлӗ деятелӗ, Тутарстан, Пушкăртстан тата Марий Эл культурисен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ. Кунсăр пуçне вăл – Ф.Карим тата Н.Наджми (Пушкăртстан) ячӗллӗ премисен лауреачӗ.
Тӗрлӗ çулсенче паллă сăвăç, публицист тата обществăпа патшалăх деятелӗ «Казан утлары» журналăн яваплă секретарӗ, Тутар телевиденийӗн​ тата «Яш ленинчы» («Сабантуй») хаçатăн тӗп редакторӗ, Тутарстанăн ача-пăча фончӗн председателӗ, Тутарстан​ Аслă Канашӗн Президиумӗн пайташӗ, Тутарстан Республикин Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ пулса ӗçленӗ, ытти яваплă вырăнсенче вăй хунă.

Валери Туркай: «Пархатарлă ӗçрен юлмарăм»
«Роберт Мугаллимович чăваш çыравçисемпе туслă та ӗçлӗ çыхăну тытатчӗ, Шупашкарта час-часах пулатчӗ, чăваш литературине Тутарстанра çине тăрса халăх хушшинче саратчӗ. 2018 çулхи май уйăхӗнче вăл ЧР Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен​ министерствипе Çеçпӗл Мишши фончӗ йӗркелесе ирттернӗ Раççейри халăхсен поэзийӗн «Атăл асамачӗ» фестивалӗн хисеплӗ хăни пулчӗ. 2016 çулта Р.М.Миннуллин çине тăнипе​ Хусанта, «Магариф-Вакыт» издательствăра, чăваш поэзийӗн «Чуваш йыры» (Чăваш юрри) ятлă пысăках мар антологийӗ пичетленчӗ. 2011 çулта Шупашкарта, Чăваш кӗнеке издательствинче, Роберт Миннуллинăн Юрий Сементер чăвашла куçарнă «Пылак сапантуй» кӗнеки кун çути курнăччӗ. Тăванла тутар халăхӗн паллă та сумлă поэчӗн сăввисене çавăн пекех чăвашла Раиса Сарпипе Аристарх Дмитриев та куçарнă. Çак пархатарлă ӗçрен эпӗ те юлас темерӗм – хисеплӗ те сумлă юлташăмăн сăввисене чăвашла куçарса поэзи тусӗсене савăнтарас терӗм», – терӗ Чăваш халăх поэчӗ Валери Туркай тусне аса илсе.
Çын çут тӗнчерен уйрăлни – яланах пысăк çухату. Уйрăмах çывăх çыннисемшӗн. Роберт Миннуллин хăйӗн «Инстаграмри» страницинче юлашки постне мартăн 16-мӗшӗнче çырнă. Телее, паллă поэтăн​ страницине унăн хӗрӗ малалла илсе пырать халӗ, мӗншӗн тесен халăх ыйтать. Халăх ыйтать-тӗк, поэт пирӗн чун-чӗресенче ӗмӗр-ӗмӗр пурăнӗ.

Вера АЛЕКСАНДРОВА.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев