Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Анастасия КОНДРАТЬЕВА: «КИТАЙРА ПУРĂНĂП ТЕСЕ НИХÇАН ТА ШУТЛАМАН»

Нумай пулмасть эпир Анастасия Кондратьевăпа паллашрăмăр. Анат Камăра çуралса ӳснӗ чăваш хӗрӗ вуннăмӗш çул Китайра пурăнать. 29 çулта кăна пулин те Настьăн çитӗнӗвӗсем самай пысăк. Çак çулсенче унти темиçе компанире ӗçлесе ӗлкӗрнӗ – лайăх должноçра. Малтанласа Харбинри хăна çуртӗнче, çакăнта вăл китайла тăван чӗлхерен кая мар калаçма тытăннă. Кайран пысăк корпорацире – бутик-отельре ӗçленӗ. Унта управляющи тивӗçӗсене пурнăçланă. Шанхайпа та ӗç опычӗ çыхăннă. Хальхи вăхăтра «Русклиматра» ӗçлет.

Пандеми вăхăтӗнче Настьăн тăван çӗрне килме май пулман. Халӗ тин кăштах ашшӗ-амăшӗ патӗнче хăналанма май килнӗ. Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн ертӳçи Сильвия Чаркина ку хыпара илтсен унпа тӗлпулу ирттерме шутларӗ. Настя тӗлпулăва амăшӗпе тата тăванӗсемпе пӗрле килчӗ. Интереслӗ каласа пачӗ вăл хăй пурăнакан çӗршыв пирки. 

– Настя, мӗнле майпа эсӗ Китая пурăнма куçрăн, мӗнпе илӗртрӗ сана çак çӗршыв? Хăв çинчен каласа пар-ха кăштах.   

– Китайра хăйсен культурине, историне питӗ юратаççӗ, сума сăваççӗ. Вӗсене кура манăн та хамăр çынсемпе, халăхпа мăнаçланас килет. Çавăнпа киле таврăнсан хăвна кунта кӗтнине, юратнине туйма питӗ кăмăллă. Китайра пурăннă вăхăтра хам кам пулнине ытларах хаклама пуçларăм. Чăвашсем эпир йышпа пит нумайăн мар, китайсемпе танлаштарма çук. Çавах пирӗн хамăрăн хăйнеевӗр культура, чӗлхе пур. Эпир ытти тӗрӗксенчен уйрăлса тăратпăр, тӗнпе те. Çакна килес ăрусене те парса пыма тăрăшмалла. 

Хам эпӗ Анат Кама хулинчен, Хусанта вӗренмен, нихăçан та пурăнман. Шкулта вӗреннӗ чух олимпиадăсене тăтăш хутшăнаттăм, уйрăмах географипе. Вӗренме Мускава, Халăхсен туслăхӗн университетне, РУДНа, кӗтӗм, бюджета. Çавăнта китай чӗлхине вӗренме пуçларăм. Ку ман специальноçа кӗместчӗ. Ман специальность – туризм тата хăна çурчӗсен бизнесӗччӗ. Иккӗмӗш курсра китайла вӗренме пуçларăм. Тӗрӗссипе Китая пурăнма мар, курма каясси çинчен те ӗмӗтленмен. Халӗ унта саккăрмӗш çул пурăнатăп. 

– Настя, презентацие эсӗ хăв пирки цифрăсемпе палăртнă, мӗне пӗлтереççӗ вӗсем?

– Вӗсем ман пурнăçăн тӗрлӗ енӗпе çыхăннă. 6 – эпӗ Китайра мӗн чухлӗ регионта пурăннине кăтартать. Пӗрремӗш хут Китая чӗлхе курсӗсене çурçӗрти Харбина кайрăм. Майпен кăнтăр енне анса пытăм, халӗ эпӗ Гуантунра пурăнатăп. 5 – шăп çакăн чухлӗ компанире ӗçленӗ эпӗ. Раççейри ӗç опычӗ сахал, аспирантурăра кăштах ӗçлесе илнӗччӗ. Асăннă компанисенче акăлчан ертӳçӗпе те, китаецпа та ӗçленӗ, халӗ пӗрремӗш хут вырăс ертӳçӗпе. 18 – çакăн чухлӗ регионта пулнă эп, ку Китайăн ытларах пайӗ. 

– Китай чӗлхине вӗренме йывăр пулмарӗ-и?

– Китай чӗлхине 19-та вӗренме пуçланă, акăлчанла виççӗренех. Çапах китайла лайăхрах калаçатăп. Вăл маншăн иккӗмӗш тăван чӗлхе. Унпа калаçнă чух хама мӗнле туйнине шута илсен пӗрремӗш теме те пулать. Китай грамматики те йывăр мар. Чи йывăрри – тӗрӗс интонаципе каласси. Çав тери илемлӗ чӗлхе. Тӗлӗнмелле те, питӗ хăвăрт вӗрентӗм ăна. Мӗншӗн? Тен, чăвашсем тахçан Азирен куçса килнипе? Тен, пирӗн йăх-тымарсем пӗр? Чӗлхе пӗлӗвне практикăра çирӗплетрӗм. 

– Настя, эсӗ хăрамасăрах ют çӗршыва тухса кайнă. Аçу-аннӳ мӗнле кăларса ячӗ ют çӗре?

– Пурнăçра мана вӗрентекенсен енчен питӗ ăнчӗ. Уйрăмах атте-аннепе. Пурнăçăн кашни тапхăрӗнче хăйсен опычӗпе пайланма хатӗр профессионалсем, специалистсем тупăнса пычӗç. Анне çине тăнипе «Макс» конкурса хутшăнтăм, ун чухне 13-реччӗ. Конкурс Халăхсен хушшинчи авиаципе космос салонӗ хӳттинче, Мускав çумӗнчи Жуковскинче иртет. Унта Раççейӗн ытти регионӗсенчен те атьсем килнӗччӗ. Эпӗ декоративлă прикладной творчество номинацийӗнче хутшăнтăм. Ачаран çыхассипе аппаланаттăм. Анне ача-пăча творчество центрӗнче ӗçлетчӗ те мана тӗрлӗ кружоксене çӳрететчӗ. Эп самолет копине çыхса патăм. Çавăнта мана Раççей Президенчӗ умӗнче палăртрӗç, кашнин ун пек май пулмасть. Камăн ӗçӗ килӗшнӗ, çавсене кăна ăнать. Паллах, кашни ăнăçу хыçӗнче нумай ӗç. Раççей Президенчӗ мана алă тытсах саламларӗ, эпӗ вара Владимир Владимировича хамăн çыхнă самолета парнелерӗм. Çак самант  пӗтӗм пурнăç тăршшӗне хавхалантарчӗ. Таврăнсан Анат Кама хаçат-журналӗсен тимлӗхне лекрӗм тӳрех. Пӗрле вӗренекенсем те саламларӗç. Тепӗр икӗ çултан 2009 çулта каллех хутшăнтăм –  самолетсен тӗрлӗ моделӗсен паркнех çыхса хатӗрлерӗм. Суперджет разработка шайӗнче кăначчӗ-ха, халӗ вăл вӗçет ӗнтӗ. Конкурса хутшăннисӗр пуçне МАКС иртекен вырăнсене – Королев, Монин тăрăх кăтартса çӳрерӗç, космонавтсемпе, летчик-испытательсемпе паллаштарчӗç. Çавăн чухне эпӗ 7-8-мӗш класс хӗрачи пурнăçра майсем пуррине, пулассине ăнланса илтӗм, хамăн çеç тăрăшмалла. Ку мана университета вӗренме кӗме, ӗçе вырнаçма – пӗтӗмлетсен, пурнăç çулӗпе утма пулăшрӗ. 

– Çапах мӗн хавхалантарчӗ ют çӗршыва тухса кайма?

– Ачаран историлле хулара пурăнас килетчӗ. Анат Кама çӗнӗ хула,  ăмсанаттăм ватă хуласенче пурăнакансене. Çавăнпа Мускава вӗренме кӗрес терӗм. Май килнӗ кашни олимпиадăна хутшăнма тăрăшаттăм. 10-11-мӗш классенчи пек мӗнпур вăйран тăрăшса урăх эпӗ вӗренмен те, ӗçлемен те пулӗ. Мӗншӗн тесен çак тапхăр чи кирлине ăнланаттăм. Хăрани ман нихăçан та пулман. Манра çул çӳрес, çӗнӗ çынсемпе паллашас туйăм тарăн ларать. Килсе тухнă майпа ялан усă курма тăрăшатăп. Çав вăхăтрах малашлăха  нихăçан та маларах палăртса хуман. Палланă çынсем, юлташсем: «Настя, çакăн пек май пур, тен, тытăнса пăхан», – тесе сӗнсен, вăл мана тивӗçтерсен тытăнса пăхаттăм. Китай чӗлхине вӗренеп тесе те нихçан шутламан. 

– Маларах историлле хулара пурăнас килни çинчен каларăн, ку енӗпе Китай туллинех тивӗçтерет пулӗ?

– Ултă хулара пурăнса пăхрăм. Раççейре миллионшар çын пурăнакан хуласем вуннăран ытла мар, Китайра вӗсем питӗ нумай. Унта пӗр хула теприне куçать, вӗсен хушшинче уйсем çук. Машинапа пӗр мегаполиспа пынă чух сисмесӗрех тепӗр хулана лекетӗн. 

– Эсӗ Шупашкара кайса килнине асăнтăн. Мӗн тӗллевпе?

– Эп халиччен Шупашкарта пулса курман. Çавăнпа çемьепе кайрăмăр. Тӗрӗсен музейӗнче пултăмăр. Унта пӗр слайдра  чăвашсен нумай тӗрри Китай иероглифӗсемпе пӗр пекрех пулни, вӗсенчен нумайăшӗ çавăнтан пуçланса кайни пирки çырнăччӗ. Маншăн ку интереслӗ пулчӗ. Тӗрӗс те, нумай эреш иероглифа аса илтерет, вӗсене лайăх пӗлетӗп. Чăваш халапӗсен кӗнекисенче акă  юмах вӗçӗнче ялан пӗр паллăна лартаççӗ. Китай чӗлхипе илсен «така» тенине пӗлтерет. Мӗншӗн çак паллăна лартаççӗ юмах вӗçне? Тен, чăн та, çыхăну пур? 

– Китайра эсӗ çурçӗр регионсенче те, кăнтăрта та пурăннă. Уйрăлса тăраççӗ-и вӗсем? Çыннисем?

– Китайсем хăйсем çурçӗрте пурăнакансене пирӗнпе танлаштараççӗ. Çурçӗрте ытларах лапша, пельмень, кăнтăрта – рис çиеççӗ. Пельмень вырăс апачӗ тесе каласан та, çук, пирӗн теççӗ. Çурçӗртисем çӳллӗшпе пысăкрах, кăнтăртисем – лутра. Çурçӗрте пурăнакансене тӗнпе пурăнакансем теме çук, кăнтăртисен  ӗненӗвӗ çирӗп. Ку историпе те çыхăннă пулӗ. Кăнтăрта хула-портсем нумай. Ишеве тухас умӗн кӗлтунă. Кунта католик храмӗсем те, буддистсен те пур. Кӗлтумалли çуртсем кашни компанийӗн пур. Эпӗ ӗçлекен çӗрте те, компани вырăссен пулсан та. Ресепшн çумӗнче укçа турри вырнаçтарнă кӗлӗ çурчӗ ларать. Китай çыннисем апата юратни палăрать. Темиçе çул хушшинче манăн та апат патне кăмăл улшăнчӗ. Шкулта, университетра вӗреннӗ чух апат пурăнма кирлӗ ресурс пулнă. Китайра вăл культ тесен те юрать. Сăмахран, Мускавран тытăнса Владивосток таран эпир, наци апачӗсене шута илмесен,  пӗрпекрех апат çиетпӗр, унта пач расна. «Сан хобби мӗнле?»  – тесе ыйтсан кашни китаец: «Эп çиме юрататăп», – тесе хуравлӗ. Наци палăрăмӗ ку. Ӗçлӗ калаçусем те ялан çавра сӗтел тавра иртеççӗ. Ку чухне хăнана мӗнле вырăна лартасси пӗлтерӗшлӗ. Чи чаплă вырăн алăка хирӗç, çавăнпа хаклă хăнана шаларах, алăка хирӗç лартаççӗ. Кӗнӗ çӗрте никам та лармасть, вăл хăна пăхакансене çӳреме кирлӗ. Пуш вырăн айккинче хуçа е кӗтсе илекен ларать. Чи чаплă апат – пулă. Пулă пуянлăх сăмахпа тачă çыхăннă. Пирӗн чӗлхере те акă пӗр пек çырăнакан, пӗр пек илтӗнекен, анчах ăнлавӗ енчен расна сăмахсем пур. Вӗсен те çаплах, интонаци енчен çеç кăшт урăхларах каланаççӗ. Çамрăк мăшăра акă туйра финик сунаççӗ. Çак сăмах ача-пăча сăмахпа пӗр евӗр илтӗнет, çырăнать. Китайсен Çӗнӗ çул, çуралнă кун, ытти уявра та пулă тӗп апат. Анчах ăна нихăçан та тепӗр енне çавăрса çимеççӗ, пӗр енне кăна. Ку туслăх киммине çавăрса çапнине, хутшăнусене татнине пӗлтерет. Çавăнпа Китая каяс пулсан пулла пӗр енчен çеç çийӗр. Килте çын курман чух юрать. 

– Унта мӗнле майпа вӗренме кӗтӗн?

– Вӗрентӳ министерстви урлă, документсене хамах кайса патăм. Университетран ятарласа яман. Министерствăна пырсан ман куç умӗнче пӗрин хучӗсене урнăна пăрахрӗç. Вӗренӳ паллисем япăх иккен, манăн аванччӗ, çапла мана суйласа илчӗç. Вӗренме Харбина суйларăм, мӗншӗн тесен унта юлташсем пурччӗ. Тата Харбинра Совет Союзне халь те астуса хисеплеççӗ, Раççее питӗ юратаççӗ. Уйрăмах аслă çултисем. Урамра хуть хăш çынна чарса  ыйтсан та çавна çирӗплетӗ. Китайсем питӗ калаçма юратаççӗ. Палламан çын та чарса эсӗ миçе çултине, ăçтан килнине, упăшку е арăму кам иккенне, ӗç укçи таранчченех ыйтма пултарать. Ку йӗркеллӗ пулăм вӗсемшӗн. Вӗсем питӗ уçă. Эпир акă укçа çинчен калаçма юратмастпăр. Китайра ку сумлă шутланать. Укçа пирки сăмах хускатан-тăк, апла эсӗ хисеплетӗн, çапла пуйма та çул уçăлӗ. Пӗтӗм общество аталанушăн тăрăшать. Пӗри укçа-тенкӗллӗ пулсан теприне ура çине тăма пулăшать. Танлаштарма, Раççейре патриотизм чысра. Китайра Си Цзиньпин чухне çӗршыв политикине палăртакан нумай сăмах йышăннă, çав шутра патриотизма та, анчах ун никӗсӗнче те пуянлăх тăрать.  Паллах, йăлт идеаллă мар унта та, сăмахран, экологи пирӗннипе танлаштарсан япăхрах. Халӗ ку енӗпе ӗçлеççӗ. Менталитетра ытлă-çитлӗ пурнăç патне туртăнни пурриех çӗршыв экономикине çирӗпленме пулăшнă. 

– Чăвашсем пекех ӗçчен ӗнтӗ?

– Шутсăр ӗçчен халăх. Раççейре ытларах чухне ӗç кунӗнчен  тухмасăр ӗçлесен Китайра канмалли  кунсемсӗр те ӗçлееççӗ. Çакна çемьене, обществăна тӳпе хывнипе ăнлантараççӗ, йӗрмӗшмеççӗ. Çав вăхăтрах Раççейре пурнăçпа ӗç шайлашуллă тесе хăйсем те çавăн пек пурнăç патне ăнтăлаççӗ. Китайра пӗрлешӳлӗх çав тери çирӗп йӗркеленнӗ. Тата унта çемье канма кайсан хăйпе пӗрле ваттисене илни килӗшет. Пикникра ялан асанне-кукамайсем юнашар. Çемье уявӗсене мӗнпур тăванӗ пуçтарăнать.

– Малашне Китайрах юлма шутлатăн-и? Тен, унта савнă тус та пур?

– Хальхи вăхăтра тус çук. Юласси, таврăнасси пирки шутламан. Юлас пулсан та Китай гражданствине памаççӗ, китаеца качча кайсан та, ачасене кăна. Сăлтавӗ – Китайра халăх çав тери йышлă пулни. Хутăш çемьесенче (мăшăрсенчен пӗри ют çӗршыв çынни) ашшӗ-амăшӗ ачисене ют çӗршыв гражданствине илтерме тăрăшать. Ку вӗсене урăх çӗршывра вӗренме кӗме çул уçать. Китайра аслă шкула кӗме конкуренци çав тери пысăк. Çурма китаецăн шанăçӗ пысăкрах. Малашне мӗнле пулса тухасса пӗлместӗп. Раççее те питӗ тунсăхлатăп. Анчах Китай яланах чӗрере юлӗ – хам ăçта кайсан та. Унта ман юлташсем питӗ нумай.      

– Аçу-аннӳ хăнара пулнă-и сан патра? 

– Çук-ха, ӗлкӗреймерӗç. Шăллăм вун виççӗре кăна-ха. Ача сачӗ, шкул пуçланчӗ. Кайран пандеми чăрмантарчӗ. Вера аппа (Вера Юнусова, ЧНКА пайташӗ – Авт.) кăна икӗ хутчен Китая килсе кайрӗ. 

– Светлана Михайловна (Настьăн амăшӗ – Авт.), хӗрӗрӗн çитӗнӗвӗсенче сирӗн йӗр те пур, паллах. Çавăнпа сиртен çакна ыйтса пӗлес килет: мӗнлерех воспитани памалла ачасене вӗсем хăрамасăр пурнăçра хăйсене вăл е ку ӗçре, тытăнура тӗрӗслесе пăхчăр тесен? Мӗнле майпа çакăн пек пултаруллă хӗре çитӗнтерме пултартăр?

– Профессипе эп педагог. Çавăнпа тӗп вырăна ача хăй те уйрăм çын пулнине хуратăп. Ача чухне тем те тытăнса пăхмалла. Анчах вăйпа хăв ирӗкне йышăнтармалла мар. Ашшӗ-амăшӗн йăнăшӗ – вăйпа мӗне те пулин вӗрентесси. Капла ачан туртăмӗ çуралмасть, пач урăхла – вăл хирӗçлеме тытăнать. Хам эпӗ нихăçан та хистемен, Настя унпа та, кунпа та интересленнине кура: «Тен, пăрахатăн, вăхăт нумай кирлӗ-çке», – теттӗм. Вăл хăй çине тăрса çук ку мана кирлӗ тетчӗ. Ирӗклӗх патăм ăна. Мӗне те пулин суйласан – тӗрев параттăм, мӗн-тӗр пулса пӗтмесен ним хăрушши те çук тесе урăххине тупăн тесе лăплантараттăм. 

– Тунсăхлатăр пулӗ? 

– Паллах. Ывăл çурални кăна шухăшсенчен хăтăлма пулăшрӗ. Настя мӗнле вӗренсе тухнине те сиссе юлаймарăм ывăла ӳстернӗ вăхăтра. Тата çакна та каласа хăварас килет, ачасене хăвăр çумран яма ан хăрăр. Ашшӗ-амăшӗн харпăрла юратăвне кăшт инçерех пытарса ачасене çунат сарма чăрмантармалла мар, ирӗк памалла вӗсене. Атте-анне хăрани – ачасен татăлнă ӗмӗчӗсем. Вӗсене хамăр çумра тытсан вӗçеймеççӗ вӗсем, çитӗнӳсем тăваймаççӗ. 

– Тавах сире калаçушăн! Ăнăçу сана, Настя! 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество