Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АНАТ КАМĂРИ 34-МӖШ ГИМНАЗИ-ИНТЕРНАТРА ПУРНĂÇ ВӖРЕСЕ ТĂРАТЬ

Пурне те пирӗн пата вӗренме килме сӗнетпӗр

Анат Кама хулинчи 34-мӗш номерлӗ гимнази-интернат пирки «Сувар» хаçатра çырсах тăратпăр. Çак вӗрентӳ учрежденийӗ тулли пурнăçпа пурăнать: ачасене вӗрентес тӗлӗшпе çӳллӗ шайра ӗçлет, тӗрлӗ мероприятисем ирттерсех тăрать. Кунта ӗçлекен вӗрентекенсем те, вӗренекенсем те республика, регионсен хушшинчи тӗрлӗ конкурс-ăмăртусене хутшăнса тивӗçлӗ вырăнсем йышăнаççӗ. Туслă коллектива нумай çул ӗнтӗ Галина Анатольевна Ляхова ертсе пырать. Вăл ăнăçлă ертсе пынипех коллектив пысăк çитӗнӳсем тăвать. 

Республикăри хулара чăвашла вӗрентекен пӗртен-пӗр гимназире пулса иртекен мероприятисем пирки пӗлме яланах интереслӗ. Хальхинче ак Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернатра тăрăшакан вӗрентекенсем хăйсем материалсем хатӗрлесе ярса пачӗç «Сувара».

 

Пӗр çемьери пек туслă 

Тутарстан Республикинчи пӗр­тен-пӗр чăваш гимназийӗ çинчен каласа парас килет сире, хаклă вулаканăмăрсем. Анат Кама хулинчи 34-мӗш гимнази-интернат пирки пырать сăмахăмăр. 

Кунта ачасем вӗренеççӗ кăна мар, çӗр те каçаççӗ. 2023 – 2024 вӗренӳ  çулӗнче пирӗн йыша 27 ача хушăнчӗ. Ирхине 7.30 сехетре столовăйне ирхи апата пухăнаççӗ ачасем. 8 сехетре уроксем пуçланаççӗ. 3-мӗш урок вӗçленсен кăнтăрлахи апат çиеççӗ. 

Уроксем пӗтсен те ӗçсӗр аптраса çӳремеççӗ пирӗн вӗренекенсем: кам репетитор патне васкать, теприсем кружоксене çӳреççӗ. Унтан вара кашни хăйӗн пӳлӗмне васкать. Унта вӗcене интернат воспитателӗсем кӗтсе илеççӗ. 

Ачасем интернат режимӗпе пурăнма хăнăхса çитнӗ ӗнтӗ. Киле панă ӗçceне туса пӗтерсен каçхи апат хыççăн урама уçăлма тухаççӗ. Хӗлле гимнази территорине юртан, кӗркунне çулçăсенчен  тасатаççӗ. Вăйă­сем выляççӗ. 

Интернатра пурăнакан ачасене пилӗк хутчен апатлантараççӗ. Кашни кунах кукăль тавраш, улма-çырлапа пахча çимӗç параççӗ. Ачасемпе икӗ воспитатель, икӗ каçхи няня тата медсестра ӗçлет. 

Вӗренекенсем гимнази планне кӗртнӗ тӗрлӗ конкурссене хутшăнса унта хăйсене лайăх енчен кăтартаççӗ, дипломсемпе сертификатсем çӗнсе  илеççӗ. 

Ачасене гимнази-интернат­ра пурăнма питӗ интереслӗ. Кашни кун пӗрле пухăнса тӗрлӗ темăпа калаçаççӗ вӗсем, пӗр-пӗрне хăйсен интереслӗ пурнăçӗ çинчен каласа параççӗ. Пӗр çемьери пек туслă 34-мӗш гимнази-интернатра вӗ­ренекенсем. 

Пурне те пирӗн пата вӗренме килме сӗнетпӗр.

 

Йăва, йăва, йăваланчăк...

Пирӗн гимназири 2-мӗш «б» класра вӗренекенсем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗпе, класс ертӳçипе Светлана Владимировна Козловăпа, музыка учителӗпе Татьяна Анатольевна Носевичпа пӗрле чăвашла пултарулӑх номерӗсем кӑтартма юратаççӗ. 

Çапла нумай пулмасть вӗсем пӗрле тӑрӑшса «Йăва» юмах тăрăх хатӗрленӗ инсценировка кӑтартрӗç. Пӗчӗк артистсем юрларӗç те, ташларӗç те, хӑйсен актер ӑсталӑхне куракансене кӑтартрӗç. Лешсем те парӑмра юлмарӗç – пулас артистсене нумай юрату парнелерӗç. 

Уйрӑмах вӗренекенсем акцентсӑр чӑвашла калаçни, юрлани чӗрене савӑнтарать. Вӗсен хушшинче тутарсем те, вырӑссем те пур, вӗсемшӗн ку чӗлхе тӑван мар. Анчах вӗсем унпа пурпӗрех лайӑх калаçаççӗ.

 

Тăван чӗлхе 

декадинче викторина ирттертӗмӗр

Чӗлхе вăл тӗрлӗ çынсемпе хутшӑнмалли инструмент кӑна мар. Тӑван чӗлхе пӗлтерӗшӗ этем пурнӑçӗнче тарӑнрах та пӗлтерӗшлӗрех. Ку вӑл культура, йӑла-йӗрке, кашни халӑх историйӗ. 

Кашни çулах пирӗн гимназире тӑван чӗлхе декади иртет. Декада шайӗнче 4-мӗш класра ӑс-хакӑл викторини иртрӗ. Викторина вӗренекенсене вырӑс чӗлхипе литературине вӗренме, кӑткӑс та кӑсӑклӑ тӗнчене кӗме май пачӗ. 

Викторина савӑнӑçлӑ иртрӗ. Унта хутшӑнакансем пурте питӗ кӑмӑллӑ пулчӗç.

 

Епле лайăх 

уçă сывлăшра!

Хӗл – ачасемшӗн çулталăкри чи юратнă вăхăтсенчен пӗри. Уроксем пӗтнӗ хыççăн уçă сыв­лăшра çӳрени питӗ аван кăна мар, сывалмалли питӗ лайăх меслет те.

Ачасем уçă сывлăшра пулни вӗсен ӳт-пӗвне аталантарассинче пысăк пӗлтерӗшлӗ. Уçăлса çӳрени ачасен организмне пиçӗхтермелли пӗрремӗш тата чи лайăх май пулса тăрать. Вăл шăнса пăсăласран упранма,  тӳсӗмлӗхпе çирӗплӗхе ӳстерме пулăшать.

Уçăлса çӳренӗ чухне пирӗн ачасем выляççӗ, нумай утаççӗ, хăюллă, чăтăмлă пулаççӗ. Вӗсен хускану пӗлӗвӗпе хăнăхăвӗсем йӗркеленеççӗ, мышцăсен сис­теми çирӗпленет, хастарлăхпа лайăх кăмăл-туйăм зарячӗ илет. Вăйă вăхăтӗнче пӗрле ӗçлени социаллă хăнăхусене аталантарать, туслăха, яваплăха туйма вӗрентет. 

Уçăлса çӳрени ăс-хакăла аталантарма та пулăшать, мӗншӗн тесен ачасем тавралăх çинчен нумай çӗннине пӗлеççӗ. Уçăлса çӳреме тухсан  эпир ачасемпе вӗçен кайăксене, йывăçсене, çанталăка сăнатпăр.     

Мӗн чухлӗ савăнăç кӳрет ачасене сăртсем çинчен ярăнни, юрпа выляни, юр хӳсе лартнă çуртсем туни!

Хӗлле уçăлса çӳреме пурне те килӗшет: ачасене те, çитӗннисене те!

 

Ачасемпе Н.А.Атряскин ячӗллӗ музее çитсе куртăмăр

Тӑван чӗлхе декадинче 2-мӗш класра вӗренекен ачасемпе класс тулашӗнчи мероприяти ирттертӗмӗр – Н.А.Атряскин ячӗллӗ музейра экскурсире пултӑмӑр. Вӗренекенсемпе чӑваш халӑхӗн авалхи тумӗпе тата чӑваш тӗррин пуянлӑхӗпе паллашрӑмӑр. Ачасем чӑваш тӗрри халӑх историйӗпе çыхӑнса тӑнине тата чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗсем çинчен те пӗлчӗç. Ӑстаçӑсен опычӗ ӑруран ӑрӑва куçса пыни çинчен те сӑмах пычӗ. Тумтирсене, йӑла-йӗрке хатӗрӗсене ачасем кӑсӑклансах пӑхрӗç. Тӗрленӗ япаласем хитре те илемлӗ пулнипе ачасен кӑмӑлӗсене кайрӗç.

– Ачасем, тӗрӗçӗ мӗнпе тӗрлет-ши? – тесе ыйту патӑм вӗсене.

– Йӗппе тата тӗрлӗ тӗслӗ çипсемпе, – хуравларӗç ачасем.

Чӑнах та, чăваш тӗрри питӗ илемлӗ, вăл сӗм авалтанах аталаннă. Ӗлӗк  ачасем те тӗрленӗ. Чăваш хӗрӗ пилӗк çула çитсенех хăйă çутинче тӗрӗ тӗрленӗ. Хăйне валли, тăванӗсем валли сурпан, масмак, кӗпе, саппун, сӗтел çитти, чӳрече карри, ал шăлли тӗрленӗ. Пур чăваш хӗрӗ те тӗрлеме пӗлнӗ. Тӗрлеме пӗлекен ăста хӗре халăх мухтанă.

Паян чăваш тӗрри «Паха тӗрӗ» фабрикăра аталанни çинчен те каласа хӑвартӑм. Кунта халӗ алăпа кăна мар, машинăпа та тӗрлеççӗ. Хӑйӗн 100 çулхи историйӗнче предприяти халӑх промыслисене упраса аталантарассинче пысӑк çитӗнӳсем тунине, художниксемпе ăстаçăсем чӑваш тӗррин авалхи искусствине тирпейлӗн упранине тата аталантарнине те каласа патӑм.

Капăр шăрçапа, чăнкăр-чăн­кăр тенкӗпе илемлетнӗ хушпупа тухьяна курсан ачасем тӗрлӗ ыйтусем пачӗç.

– Ку мӗн? Ӑна камсем тăхăнаççӗ? – тесе ыйтрӗç. 

Тухьяна – хӗрачасем, хӗрсем, хуш­пӑва вара хӗрарӑмсем тă­хăн­ни çинчен каласа патӑм вӗсене.

Музее килнӗшӗн ачасем питӗ хӗпӗртерӗç. Çакăнта мӗн курни-илтни ачасен асӗнче нумайлӑха юлӗ тесе шутлатӑп.

 

Материалсене Светлана КОЗЛОВА, Ольга АБДУЛКИНА, Ангелина КОЗЛОВА тата Ирина ТРЕТЬЯКОВА хатӗрленӗ. 

Сăнӳкерчӗксем 34-мӗш гимнази-интернатăн архивӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев