Анат Кăтратари Васильевсен çемйинчен виççӗн СВОна кайнă
2022 çулта кӗркунне Чистай районӗнчи Анат Кăтрата ялӗнчи Васильевсем икӗ ывăлӗпе мăнукне тулли мар мобилизаципе ятарлă çар операцине ăсатнă. Повестка чи малтан çемьери тăватă ывăлтан виççӗмӗшне Сашăна (1982 çулхи) килнӗ, октябрь уйăхӗнче – кӗçӗннине Николая (1986 çулхи) тата 24-ри мăнукне Мишăна.

Тулли мар мобилизаци пуçлансан Васильевсен ачисене повестка панинчен тӗлӗнмелли çук. Ятарлă çар операцине вăрçă опычӗ пуррисене чи малтан суйласа илчӗç. Саша 2000 – 2002, Николай 2004 – 2006 çулсенче çар службине Чечняра иртнӗ. Пурăнма та ӗлкӗреймен ывăлӗсене çапла иккӗмӗш хут вăрçă вутне кӗме пӳрни атте-анне чӗрине калама çук хытă ыраттарсан та Турра шанса чăтмалли кăна юлнă вӗсен.
Эпир каймасан кам каять?
«Эрнесерен ывăл ăсатрăмăр, пӗрин хыççăн теприне... – ассăн сывларӗ салтак амăшӗ Тамара Николаевна Васильева çав йывăр вăхăтсене аса илсе. – Пӗрне ăсатрăмăр та пурăнсан-пурăнсан Анат Камăна ӗçе кайнă ывăл патне Çырчаллинчен кӗçӗн ывăл Коля (вăл пирӗн унта çемйипе пурăнатчӗ, литейный заводра ӗçлетчӗ) шăнкăравласа: «Аннене кала-ха, мана та илсе каяççӗ», – тенӗ. «Анне ахаль те кашни кун макрать, ху кайса кала», – тенӗ ку. «Сан та каймаллах-им вара?» – ыйтрăм тепӗр кунах яла çитнӗ кӗçӗн ывăлтан. «Анне, эпир каймасан кам каять? Атте ватă ӗнтӗ халь, çӳреймест унта, çӗршыва сыхламалла вӗт», – терӗ мана. Октябрӗн 27-мӗшӗнче илсе кайрӗç ăна. Ак тепрер кун иртсен каллех ачасем пухăнаççӗ: Чистайран çитрӗç, ялтисем килчӗç... «Тата мӗн пулчӗ?» – тетӗп. Валя хӗрӗмӗн ывăлӗ Миша: «Кукамай, мана та илсе каяççӗ», – лăпкăн кăна хыпар пӗлтерчӗ. Коля хыççăн ăна тепӗр темиçе кунранах ăсатрăмăр. Каймалла пулчӗ-тӗр çав вӗсен... »
Сăмах май, Николайпа Михаил иккӗшӗ те мотострелоксен 430-мӗш полкӗн 39-мӗш гварди уйрăм бригадине, пӗр взводах лекнӗ. Хусанти танк полигонӗнче пӗрлех боевой слаживани иртнӗ, СВО зонинче те малтанласа пӗрлех пулнă.

Ачасене ӳстер, тухаймастпăр пуль...
Çапах тата пысăкрах тӗрӗслев Васильевсемшӗн малта пулнă-ха. «СВОра пӗри кăна халь пирӗн, иккӗшне пытартăмăр...» – сасси чӗтрӗнчӗ 2024 çулта виçӗ уйăхра ывăлӗпе мăнукне пытарма тивнӗ Тамара Николаевнăн.
Пӗрремӗш хурлăхлă хыпар 2023 çулхи декабрь уйăхӗнче çитнӗ çемьене. Чăн та, ун чух Диверсипе разведка ушкăнӗн Селеван позывнойлă командирӗ Николай Васильев сержант хыпарсăр çухалнă пек шутланнă-ха. Декабрӗн 18-мӗшӗнче Донецк Халăх Республикинчи Новомихайловка поселокне штурмланă вăхăтра хăйӗн ушкăнӗпе поселок патнех çывхарсан вӗсене тăшман масар территорийӗнче асăрхаса ӗлкӗрни каярах кăна паллă пулнă. Новомихайловкăшăн çапăçусем темиçе уйăхах тăсăлнипе Николая часах кăларайман. Пилӗк уйăхран, май уйăхӗн 12-мӗшӗнче, тин Анат Кăтрата масарне килсе пытарнă.
Декабрӗн 12-мӗшӗнче каймалли хăрушă заданирен таврăнаймассине чунӗ сиснӗ пекех Николай мăшăрне Лейсана маларах: «Ачасене ӳстер, тухаймастпăр пуль», – тесе çырса яма ӗлкӗрнӗ.
Аса илтеретпӗр, Марьинка хулинчен кăнтăралла 10 километрта вырнаçнă çак поселок 2023 çулта неонацистсемшӗн стратегилле пӗлтерӗшлӗ сăрт шутланнă, мӗншӗн тесен кунтан 10-шар километрти тавралăх алă тупанӗ çинчи пек курăннипе вӗсем пирӗн подразделенисене вӗçӗмсӗр персе тăнă. Кунсăр пуçне поселока хăтарни пирӗн çарсене ВСУн пӗлтерӗшлӗ логистика узелӗ, Угледар, патне çул уçнă.
Селеван позывнойлă Николай Васильев яваплă та хăюллă командир пулни иккӗленӳллӗ мар. Кăна маларах тивӗçнӗ «За боевое отличие», «Участнику специальной военной операции» наградисем те çирӗплетеççӗ. Юлашки заданире тивӗçнӗ Паттăрлăх орденӗпе ăна вилнӗ хыççăн чысланă. Наградисене халӗ мăшăрӗ Лейсан ачисемпе (14-ри Элинăпа 9-ти Данияр) çемье реликвийӗ пек упраççӗ.

Разведчиксем
Тамара Николаевнăпа Владимир Николаевич Васильевсен çемйи пысăк, тăватă ывăлпа пӗр хӗр çуратса ӳстернӗ. Михаил Кузников – хӗрӗн Валентинан ывăлӗ. Вӗсем Чистайра пурăнаççӗ. Миша та тулли мар мобилизацие ăнсăртран лекмен. Грекпа рим кӗрешӗвӗн пултаруллă спортсменӗ салтакран таврăнсан Раççей УФСИНӗн Чистайри 5-мӗш следстви изоляторӗн хăрушсăрлăх уйрăмӗн сотрудникӗнче тăрăшнă. Тулли мар мобилизаци умӗн хулари литейный завода ӗçе куçнă кăна пулнă-ха вăл.
Михаил (позывнойӗ Ахим) ураран аманса сипленнӗ хыççăн 2024 çулхи февраль уйăхӗнче каллех строя тăнă. Пултарулăхӗпе вăр-варлăхне кура ăна хальхинче разведчиксен ротине, ашшӗ енчен иккӗмӗш сыпăкри тетӗшӗ Сергей Кузников (позывнойӗ Джафар) патне куçарнă. Пӗрле службăра тăнисем каланă тăрăх, 2024 çулхи апрелӗн 10-мӗшӗнче вӗсем иккӗшӗ задание кайсан Сладкое ялӗ патӗнчи пулемет точкине туртса илсе пӗр эрне тытса тăма пултарнă. Çакă пирӗн çарсене Угледар патӗнче малалла куçма май панă. Шел, Кузниковсем хăйсем сывă юлайман, апрелӗн 19-мӗшӗнче паттăрла пуç хунă. Вӗсене те час кăна тупайман.
Хыпарсăр çухалнă-тăк, çапăçу хирӗнчен сывă тухас шанăç пур-ха. Васильевсемпе Кузниковсем те акă Мишăпа Сергей сывă тупăнасса тем пек шаннă. Анчах... Мишăна – августра Чистайри Паттăрсен аллейинче, Сергее 2025 çулхине январьте Çырчаллинче чыслăн пытарнă. Пурнăçа шеллемесӗр пысăк паттăрлăх кăтартнăшăн вӗсене иккӗшне те Паттăрлăх орденӗпе чысланă (вилнӗ хыççăн).
– Ывăлăн виллине тупсан икӗ хутчен те ДНК тутартăмăр, иккӗмӗшӗнче кăна пирӗн пулни тухрӗ. Ывăла çухатнă кашни анне çапла пуль те-ха, манăн та шанассăм килмест, сывах пек туйăнать, – чунрине пӗлтерчӗ Михаил Кузников ефрейторăн амăшӗ Валентина Владимировна пирӗнпе телефонпа çыхăнсан. Михаилăн та пурăнмалла та пурăнмаллаччӗ-ха. Çемье çавăрнăскерӗн СВОна кайнă чух ывăлӗ 5 уйăх кăна тултарнă пулнă-ха. Валентина Кузникован çемйинче иккӗмӗш пысăк çухату ку, аслă ывăлне 8 çулта чухне çул-йӗр аварийӗнче вилмеллех амантнă пулнă. Çак йывăр вăхăтра вӗсем тепӗр ывăлӗпе Антонпа, хӗрӗпе Виолеттăпа тата пӗчӗк мăнукӗпе йăпанаççӗ пулсан та, таçта, чун тӗпӗнче Миша ырă-сывах таврăнасса шанаççӗ.

16 мăнук
– Мăшăрпа Владимир Николаевич Васильевпа 53 çул пӗрле, килӗштерсе пурăннă эпир. Виçӗ уйăхра икӗ виле пытартăмăр ак... Йывăр пулсан та чăтмалла ӗнтӗ. Виçӗ ывăлпа хӗр юлчӗ пирӗн тата 16 мăнук, пӗр кӗçӗн мăнукăмăр пур... – калама çук йывăр пулсан та чунне хытарма тăрăшать салтак амăшӗ, кукамăшӗ Тамара Николаевна. Кашни тӗпренчӗкӗ чунне çав тери çывăх пулсан та, хальхи вăхăтра мӗнпур шухăшӗ СВОри ывăлӗ Саша çинчен. Черетлӗ отпуска таврăнасса куç пек кӗтеççӗ вӗсем. Тулли мар мобилизаципе çемьерен чи пирвай кайнă Саша Васильев – связист, Луганск енче неонацистсемпе кӗрешет. Ытти пин-пин салтак ашшӗ-амăшӗ пекех Васильевсем те вăрçă хăвăрт чарăнасса кӗтсе ывăлӗ киле ырă-сывă таврăннине курас ӗмӗтпе пурăнаççӗ халӗ.
Васильевсемпе Кузниковсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев