Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Анатолий ГУЩИН: «ЧĂВАШЛА ВӖРЕНМЕ СĂМАХ ПАРАТĂП»

Актер фильмра тутар хушамачӗллӗ чăваша тӳрре кăларма пултарнах

«Приключения солдата Ивана Чонкина» комедире тӗп сăнар Чонкин салтак чăвашла юрланине курман чăваш юлман ӗнтӗ. Фильмран касса илнӗ кӗске эпизода эпир хамăр хушăра ытларах ватсап урлă пӗр-пӗрне ярса парса савăнтаратпăр. Килӗшет пире Чонкин кӗреке сӗтелӗ хушшинче чăвашла юрланине итлеме. 

Сăмах май, Анатолий Александрович чăвашла калаçнине тепӗр кинора та курма пулать. Кун пирки вăл Шупашкарта иртнӗ «Пӗл пирӗннисене!» форумăн пленарлă ларăвӗнче хăй каларӗ – видеоçыхăну урлă. 

Анатолий Гущин амăшӗ енчен чăваш. Вăл Çӗнӗ Шупашкарта 1976 çулхи ноябрӗн 30-мӗшӗнче çуралнă, 10№ шкулта вӗреннӗ. 1994 çулта Мускава куçса кайсан М.С.Щепкин ячӗллӗ театр училищине вӗренме кӗнӗ. Вӗренсе пӗтерсенех «Содружество актеров Таганки» Мускав театрне ӗçлеме вырнаçнă. 2001 çулта  киносенче ӳкерӗнме  пуçланă. Çак çултан пуçласа 2019 çулччен пӗр çул та кинора е телесериалта ӳкерӗнменни пулман. Уйрăмах 2009, 2010 çулсем ăнăçлă ку енӗпе. Юлашки ӗçӗсен шутӗнче «Вий», «Письма из прошлого» «Мурка» «Ищейка 2», «Ищейка 3»,  «Декабристка». Пăхатăн та    Анатолий Гущин ӳкерӗнмесӗр юлнă сериал та çук пек туйăнать. Актерăн фильмографийӗ питӗ пуян – 84 кинокартина.  

– Хальхи вăхăтра эп Геленджикра, «Ищейка» телесериала малалла ӳкернӗ çӗрте, – терӗ актер видеоçыхăну урлă ентешӗсене саламласа. – Хама эпӗ Чăваш Ен çынни тесе шутлатăп. Эсир акă чăваш чӗлхи, ун кирлӗлӗхӗ çинчен сăмах хускатрăр. Шел те, эп шкулта вӗреннӗ чухне чăваш чӗлхи вӗрентмерӗç. 1994 çулта вӗренсе тухрăм эп, ун хыççăн майпен шкулсенче вӗрентме пуçларӗç. Мӗн шутлатăп кун çинчен? Чăваш Республикинчи шкулсенче чăваш чӗлхине вӗрентмеллине питӗ кирлӗ тесе шутлатăп. Çемьере те чăвашла калаçмалла. Шел те, эп хам чăвашла пӗлсех мар, анчах нумайăшне ăнланатăп, анне чăваш та-ха. Атте вырăс пулнипе килте вырăсла калаçаттăмăр. Сăмах паратăп: чăвашла вӗренме каятăп, Мускавра чăвашла уроксене çӳреме пуçлатăп. 

Чăваш халăхӗн амбассадорӗ тени пирки. Вăл мӗне пӗлтернине вуласах  пӗлтӗм, вӗренме юратап эп, – йăл кулчӗ актер. – Хам чăваш пулнине пытармастăп, пур çӗрте те калатăп çапла. Пӗр кино пур – «Отчий берег» ятлă, режиссерӗ Милена Фадеева. Унта пробăна кайсан Милена мана сценари пăхса тухма пачӗ. Унта тутар сăнарне кӗртнӗ. «А мӗн сирӗн пур çӗрте те тутарсем? Атя эп чăваша вылятăп, чăвашла калаçатăп», – тетӗп хайхи. Режиссер наци апачӗпе интересленчӗ, ăна та пӗлетӗп тетӗп, чăваш ялӗсене те чăвашлах калатăп теп. Килӗшрӗ. Вăт çапла кинора ман герой чăваш акценчӗпе калаçать, чăвашла каларăшсемпе перкелешет, хама та килӗшрӗ. Анчах режиссер сăнарăн хушаматне улăштармарӗ, Шарифуллинах хăварчӗ. «Мӗнле-ха капла, ман сăнар чăваш-çке?» – тетӗп. Милена: «А эсӗ тӳрре кăлар ăна», – тет. Сценарири пӗр фраза пулăшрӗ, унта Шарифуллина хăй пирки каласа пама ыйтаççӗ. Тупрăм мӗн темеллине: «Мӗн каламалли, атте тутар, вăрçăра яппунсемпе çапăçса вилнӗ, анне чăваш, пӗччен ӳстернӗ мана», – тесе чăвашла калаçакан тутара тӳрре кăлартăм. 

Вăт çапла, çухалса кайман сумлă чăваш ывăлӗ. Пӗр предложенипех йăлт  ăнлантарса парайнă. 

– Чăннине калатăп, хам чăваш пулнипе мăнаçланатăп. Чăваш халăхӗ эп пӗлнӗ тăрăх шучӗпе Раççейре тăваттăмӗш халăх. Ентешӗмсене те çавнах калатăп: ăçта кайсан та пур çӗрте те хăвăр чăваш пулнине пӗлтерӗр. Ачăрсемпе чăвашла калаçăр. Тăван чӗлхене ачасене парса хăварни кирлӗрен те кирлӗ. Çак чӗлхепе пирӗн аннесем, асанне-кукамайсем, асатте-кукаçисем калаçаççӗ. Ман кукамай пӗр сăмах та вырăсла пӗлместчӗ. Эп хам чăвашран пулнипе телейлӗ, хамăн çавăн пек анне пулнăшăн Турра тав тăватăп. Вăл халӗ ман çумра, тинӗс сывлăшӗпе сывлать. Съемка пӗтичченех хампа пулӗ. Эп чăваш халăхӗн ывăлӗ! – çапла ăшшăн сывпуллашрӗ пирӗнпе Анатолий Гущин.

Сăнӳкерчӗк

 sovch.chuvashia.com сайтран

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев