Анатолий ТИМОФЕЕВ: «РЕСПУБЛИКА ХАÇАЧӖСЕНЧЕ ӖÇЛЕНИ ПУЛТАРУЛĂХА НУМАЙ ӲСТЕРЧӖ»
Пăва районӗнчи Раккассинче çуралса ӳснӗ, Чăваш Енри Елчӗкре тӗпленнӗ ентешӗмӗр ноябрӗн 1-мӗшӗнче 85 çул тултарчӗ
Çак кунсенче паллă çыравçă, журналист, Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Анатолий Тимофеев 85 çул тултарчӗ. Çавна май эпир ăна уçă калаçăва чӗнтӗмӗр.
– Анатолий Артемьевич, каçарăр та, сире паян чылайăшӗ хăвăр çулăра памасть. Ялан ӗçлетӗр, кулленех çын хушшинче. Эсир çырнисене час-часах тӗрлӗ хаçат-журналта куратпăр. Вӗсем, çăмăл чӗлхепе çырнăскерсем, хăвăрт вуланаççӗ, çав вăхăтрах нумайлăха асра юлаççӗ. Калăр-ха, мӗн хистет сире компьютер умне ларма, йышлă вулакана килӗшекен тата хумхантаракан материалсем çырма?
– Мана мӗн ачаранах ватти-вӗтти хисеплени тата... манран мӗн-тӗр ыррине кӗтни. Астăватăп-ха, пирӗн урамра йывăр чирпе асапланакан хӗрарăм пурăнатчӗ. Çуллахи вăхăтра çитӗннисем хиртен кӗме пӗлместчӗç, ача-пăча вăхăта тӗрлӗ вăйăра ирттеретчӗ. Кӳршӗре пурăнакан Макка аппа хӗвеллӗ, ăшă кунсенче хăйӗн лутра çурчӗ умӗнчи пӗчӗк сак çине тухса ларатчӗ. Чылай чухне мана хăй патне чӗнетчӗ те юнашар лартса сăвă калама ыйтатчӗ. Эпӗ, пӗр турткалашмасăрах, хам пуçра шăрçаланă йӗркесене аса илеттӗм.
«Маттур, Туля, – тесе имшеркке аллипе хулпуççинчен лăпкатчӗ аппа. – Сана итлесен ыратни те çăмăлланать, йывăр кăмăл та уçăлать. Хама темле аслă, ăслă çынпа калаçнă пек туятăп. Турă пурнăç тăршшӗпех пулăшса пытăр сана манпа шăкăлтатса ларнăшăн».
Маншăн, ачашăн, ватă пек курăнакан кӳршӗ (хăй аллă çул тултараймасăрах çӗре кӗчӗ) сăмахӗсене яланах чӗре патне илеттӗм, хама темле сăваплă ӗç тунăн туяттăм. Вăл лайăх вулама-çырма та пӗлменрен унăн хуйхи-суйхине ăнланнă, пăшăрханăвне туйса пынă май шухăша путаттăм: «Епле йывăр ăна хăйне-хăй алла илсе пурнăçа малалла тăсма...»
– Чылай çӗрте эсир паян та çăмăл мар лару-тăрăва лекнисене кăмăлтан пулăшни çинчен каланине илтетпӗр.
– Тӳррипе каласан, ун пирки калаçмалли те çук. Ырă çынсен мӗн авалтанах пӗр-пӗрне пулăшасси йăлара пулнă. Хальхи пурте ăнлансах çитеймен самана пуçланиччен ялта харкам хăйне çурт тăвакансене ытларахăшӗ нимелле пулăшнă. Чухăнтараххисене укçа, тырă е ытти япала парса пурнăçа сыпăнтарма хавхалантарни те пулнă. Халӗ вара пӗчӗк кăна пулăшу паракан çын та «спонсор» ята тивӗçет. Е... пӗр-пӗр чăннипех те ырă ӗç тăвас текенсемех «спонсор» шыраса хăшкăлаççӗ. Анчах эпӗ... тăлăха юлнă ачасене йышăнса чăн-чăн амăш е ашшӗ пулса тăнă çынна е пурнăçне аран сыпăнтарса пурăнакана (ун пеккисем сахал мар халӗ) кăштах пулăшнăшăн «спонсор» тесе каланине хытă кӳреннӗ пулăттăм.
Сăмах май, хам пурнăçри пӗр пулăма аса илем-ха. Вăрçăран аманса таврăннă аттене председатель, ăна шелленӗрен пулӗ, ферма заведующийӗнче ӗçлеме сӗнет. «Эпӗ хутла пӗлсех каймастăп-çке», – хуравлать атте хăюсăррăн. «Ара, санăн ывăлу питех те маттур вӗт, – калаçăва малалла тăсать пуçлăх. – Шкулта лайăх вӗренет, клубра час-часах сăвăсем вулать, хăй те çырать теççӗ». Çакăн хыççăн атте ферма хуçи пулса тăчӗ. Каçсерен мана куллен мӗн-мӗн ӗç тунине çыртарса пыратчӗ. Каярахпа атте вырăнне отчет текеннине те çырма лекетчӗ. Председатель мана хисеплесе писарь вырăнне хуни, хам та çырнине асăнни вунă-вун икӗ çулхи ачан кăмăлне çӗклесех янăччӗ.
Чăннипе каласан, çине тăрсах вӗренес, ваттисен сăмахне чӗрене картас туйăм манра ачаранах аталанса пынă. Аппаран юлнă «Тăван сăмах» кӗнекене уçса пăхман пӗр кун та иртмен. Чи малтан унти ӳкерчӗксем илӗртетчӗç, унтан саспаллисене паллама вӗрентӗм. Чылай чухне аппа сасăпа сăвă калатчӗ, сăмахӗсем ман пуçа кӗрсе юлатчӗç. Эпӗ хам çултисемпе пӗрремӗш класа кайиччен «Тăван сăмаха» темиçе хутчен те вуласа тухма ӗлкӗртӗм, чылай сăввисене пăхмасăрах пӗлекен пултăм. Çавна май 1946 çулхи сентябрӗн 1-мӗшне чăтăмсăррăн кӗтрӗм.
– Паллах, пуçласа пӗрремӗш класа каясси кашни ачанах хытă хумхантарать.
– Акă, эпӗ класри тантăшсемпе парта хушшинче ларатăп. Пӗрремӗш учительница Нина Федоровна ачасемпе уйрăммăн паллашать. Пӗрне, унтан теприне ура çине тăратать те, журналта тем паллă тунă хыççăн, вырăна ларма хушать. Кӗçех манăн хушамат тухрӗ. «Эпӗ», – терӗм те ура çине тăрса тӳрленсе тăтăм. Ларма хушасса кӗтетӗп. Анчах учительница васкамасть. Тем сывлăш çавăрса илчӗ те çапла каласа хучӗ: «Эсӗ, Туля, тата икӗ уйăхран çеç саккăр тултаратăн. Çавăнпа санăн халӗ киле каймалла. Вӗренме килес çул килетӗн».
Çак сăмахсене илтсен куçсем шывланчӗç, кӗçех йывăррăн ӗсӗклеме пуçларăм. «Эпӗ вулама та, çырма та пӗлетӗп, – тетӗп чӗтрекен саспа. – Нумай сăвва пăхмасăрах пӗлетӗп».
– Эппин, пӗр сăввине каласа пар-ха, – тет Нина Федоровна. Хама аран-аран лăплантарса яра патăм:
Чӗкеç, чӗкеç-чӗкеçӗм,
Ларса канма пӗлмерӗн.
Кунӗпе апат пуçтартăн,
Чӗппӳсене тăрантартăн...
«Маттур, маттур, – мухтать мана учительница кăмăллăн. – Ачасем, Тимофеевран тӗслӗх илӗр. Лайăх вӗренӗр».
Урок вӗçленсен вара хăйпе юнашар лартрӗ те шкула кăçал илме юраманнине тепӗр хут ăнлантарса пачӗ, унтан киле кайма хушрӗ.
Тăхтав вăхăтӗнче савăнăçлă ачасем выляççӗ-кулаççӗ, манăн вара – киле каймалла. Чун хурланнипе тата хытăрах йӗрсе ятăм. Тепӗр кунне, мана вӗренме илтерес тесе, анне те шкула кайса пăхрӗ, анчах усси пулмарӗ. Апла пулин те эпӗ юлташсемпе пӗрле кашни кунах шкулалла утатăп. Вӗсем класа кӗрсе лараççӗ, эпӗ, вӗсем урокран тухасса кӗтсе, çывăхра выляса çӳретӗп. Сивӗте пуçларӗ. Шкул çумӗнчи пӗчӗк кӳлӗ пăрпа витӗнчӗ. Пуринчен малтан ярăнас тесе эпӗ унта кӗрсе кайрăм. Сисмен те... йӗркеллӗ шуса пынă çӗртенех чӗркуç таран шыва кӗрсе ӳкрӗм. Çакна куракансем учительсене пӗлтернӗ-мӗн. Çийӗнчех шкул завучӗ ман пата чупса çитрӗ те хӗрхенсе çапла каларӗ: «Ыранах шкула кил».
– Аçу-аннӳ савăнчӗ пулӗ вара?
– Паллах. Анчах вăрçă суранӗсене пула атте вăхăтсăр çӗре кӗчӗ те пирӗн пурнăç тӗрекӗ пӗтнӗ пекех туйăнчӗ. Çапах та эпир аптрасах ӳкмен. Çав çулах анне тăрăшнипе шăллăмпа иксӗмӗре ял çыннисен сурăхӗсене кӗтме шанса пачӗç. Паллах, ача-пăчашăн ирех тăрса ӗçе каясси çав тери йывăр пулнă. Апла пулсан та анне час-часах калакан «йӗре-йӗре ӗçлекен кула-кула çинӗ тет» сăмахсем вăй-хал тата хавхалану кӳрсе пычӗç. Çав çул шкула вӗренме каярах кайрăм пулсан та ыттисемпе пӗрле ӗлкӗрсе пытăм. Çавна май учитель манпа çитӗннӗ çынла калаçни, лайăх вӗренме хавхалантарса пыни çунат хушнă пекех туйăнатчӗ. Мӗншӗн тесен эпир, шăллăмпа иксӗмӗр, чăн-чăн ӗçлекенсен шутнех кӗтӗмӗр. Ара, кӗтӳçӗсене выльăх хуçисем чиперех тăрантарма та, ытти пулăшу пама та тăрăшнă. Ял çинче ырă ят тухни те хавхалантарнă пире. Малтан, кӗтӳ йышăннă чухне: «Пултарайӗç-ши ку ачасем?» – тесе иккӗленекенсем те пулнă-çке. Кӗркунне енне вӗсен шухăшӗ пӗтӗмпех улшăннă. «Тимофеевсен ачисем вӗренме кăна мар, ӗçлеме те хăвăрт хăнăхса пыраççӗ», – тетчӗç.
Тепӗр çул шăллăмпа иксӗмӗр Тилçел ялӗнче сысна кӗтӗвӗ кӗтме килӗшрӗмӗр. Унтан пире ӗçлесе илнӗ тырра машинăпах кӳрсе пани ялти ватăсене кăна мар, çамрăксене те тӗлӗнтернӗ. Хамăр та çакăн хыççăн чун-хавал енчен те, пурнăç çителӗклӗхӗпе те кăмăллă пулма тытăнтăмăр, хамăра ачалла мар çирӗп туйма хăнăхрăмăр.
Ачаранах çырас туйăм пысăкчӗ
– Каçарăр та, Анатолий Артемьевич, чылай ача-пăча çамрăкла темӗнле ӗмӗтпе те пурăнать. Анчах час-часах çакăн пек килсе тухать: учитель пулас текенни тухтăр-тӗпчевçӗ, комбайнер пулас ӗмӗтли вӗçевçӗ-летчик пулса тăрать. Эппин, калăр-ха, сирте епле майпа журналист-литератор туртăмӗ çуралнă?
– Темле хуравлас çак ыйту çине. Тен, мана хамăр килтех ял библиотеки тытăнса тăни тата унăн ертӳçи Алексей Константинов тарăн пӗлӳллӗ, пурне те ăнланакан пулни. Вăл эпӗ мӗнле хаçат-журнал е кӗнеке вуланипе кăсăкланатчӗ те хăйне тӗлӗннӗн кăтартатчӗ. «Санра çын шăпи туртăмӗ пысăк, эсӗ писательсемпе хытă кăсăкланатăн, санри тавракурăм тантăшусеннинчен анлăрах. Тата никам хушмасăрах хăв тӗллӗн мӗн те пулин çырма, пуçри шухăшусене кама-тăр уçса пама ăнтăлатăн. Туятăп, санра ăс-тăн профессийӗ аталанать».
Тен, çавна пулах хам сисмесӗрех ăна-кăна ытларах çыркалама тытăнтăм. Пӗррехинче Мускавра тухса тăракан «Пионерская правда» хаçатра таврари Тимур командисем епле ӗçлени çинчен эпӗ çырнă пӗчӗк заметка пичетленсе тухрӗ те таврипех чапа тухрăм. Пӗр кунхине почтальон харăсах 50 – 60 çыру тыттарса хăварсан аптăраса кайрăм. Пӗринпе, белорус хӗрӗпе, мӗн ватăличченех туслă çыхăну тытрăмăр.
– Эсир халӗ çыравçă та, таврапӗлӳçӗ те. Сире кам ытларах хавхалантарнă ăс-тăнпа тавракурăм профессине яланлăхах суйласа илме?
– Пурнăç. Поэзие е чăн-чăн тӗрӗслӗхе юратни тата ун патне чунпа туртăнни. Ӗлӗкрех, ача-пăча чух мар, сулăмлă çулсенче те манпа юнашар пыракан хӗр-упраçсенчен хăшӗ-пӗри Константин Ивановăн «Нарспи» поэмин, Александр Пушкинпа Сергей Есенинăн сăввисенчи, Антон Чеховпа Лев Толстой, Максим Горький çырнисен чуна пырса тивекен йӗркисене кăмăлтан аса илсе утни.
Маларах асăннă Алексей Константинов библиотекарь (каярахпа вăл Хусанта тухса тăнă «Хӗрлӗ ялав» хаçатăн ятарлă корреспонденчӗ те пулчӗ) сӗннипе çамрăклах хаçат-журнала çырма тытăнтăм. Ку енӗпе мана шкулта вӗрентекенсем те хавхалантарсах тăнă. Элшелӗнче чăваш чӗлхи вӗрентекен Петр Степанович Дедушкин эпӗ çырнă сочиненисене вулаттаратчӗ те тӗслӗх вырăнне илсе кăтартатчӗ. Ытти предметсемпе те аван вӗреннӗрен тата çурма тăлăх пулнăран пулӗ, манран шкулта вӗреннӗшӗн пӗр пус та илмен (7-мӗш класран вара çулталăкне 150 тенкӗ тӳлемеллеччӗ ун чухне).
Апла пулин те манăн çамрăкла вăтам пӗлӳ илме май килмерӗ.
– Вара...
– Малтан çывăхри Пăрăнтăк станцийӗнчи предприятисенче ӗçленӗ. Çул ӳстерсе (ун чухне ял çыннине паспорт паманран ял Совечӗ çырнă хутпа) Çӗпӗрте вăрман касма, Вологда облаçӗнче торф кăларма та хутшăннă. Пăвари сахăр завочӗн Пăрăнтăкри чӗкӗнтӗр базинче виçевçӗ пулнă вăхăтран вара, пӗр кӗтмен çӗртен, шăпа хаçатпа çыхăнтарчӗ. Вăхăтлăха Ульяновск облаçӗнчи Пухтел районӗн «Пӗрлешӳллӗ ӗç» хаçачӗн яваплă секретарьне илчӗç те ... журналистикăран уйрăлма памарӗç. Малтан Чăваш Енри Красноармейски редакцине, унтан хам çуралса ӳснӗ Пăва тăрăхӗнчи ултă район валли тухакан хаçатăн редакцине йыхравларӗç. Каярахпа, КПСС Елчӗк райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ Анатолий Андреевич Васильев йыхравӗпе «Колхоз ялавӗн» редакцине вырнаçса Елчӗкре тӗпленсен чăн-чăн журналист-çыравçă та, парти ӗçченӗ те пулса тăтăм пулас. Кунта мана Пăвари виçӗ чӗлхепе тухса тăнă хаçатăн тӗп редакторӗн (каярахпа «Социалистик Татарстан» хаçатăн ятарлă корреспонденчӗ) çирӗплӗхӗ тата ырă сӗнӗвӗ пулăшса пычӗ. «Санра журналист пултарулăхӗ тапса тăрать. Апла пулсан, санăн аслă пӗлӳ илмеллех!» – терӗ те ним тăхтавсăр Хусана университета кӗме экзамен тытмашкăн тухса каймалли пирки татса каларӗ. Çак сăмахсене çав самантра иртнӗ парти пухăвӗнче илтнӗрен, васкавлăн тумтире тăхăнтăм та, çунатланса тӳрех чукун çул станцине вӗçтертӗм.
Çакна та каласа хăварам-ха. Пухтел хаçатӗнче ӗçлекенсем мана вăтам пӗлӳллӗ тесе хут çырса панă. Апла пулин те, манăн аслă пӗлӳ илес туртăм пысăк пулнăран Пăвари каçхи шкулăн 9-10-мӗш класӗсенчен лайăх паллăсемпе кăна вӗренсе тухма тӳсӗмлӗх çитертӗм. Унта илнӗ пӗлӳпе тата тавракурăм анлă пулнăран универистетăн журналистика факультетне, конкурс пысăк пулсан та (пӗр вырăна 7 çын ытла) çăмăллăнах кӗтӗм. Унтан ăнăçлăнах алла диплом илтӗм.
Юратрăм эп сана, Елчӗк ен
– Эсир Елчӗкре утмăл çула яхăн пурăнатăр. Ялта пулни сире журналистикăра тухăçлă ӗçлеме чăрмантармасть-и?
– Елчӗке чылайăшӗ чăн чăвашлăх хутлăхӗ тесе хаклать тата кунта нумай çӗнӗлӗхсем, çав шутра чӗлхепе культура ыйтăвне хаклаççӗ пулсан, мӗншӗн манăн хулана е ытти тăрăха каймалла? Паллах, Шупашкарти икӗ учреждение, Хусанта тухма пуçланă «Сувар» хаçат редакторне хытах йыхравланисем шухăшлаттарман мар.
Елчӗке килме тата унта «тымар яма» сăлтавӗ туллиех пулнă. Калăпăр, Пăвара ӗçленӗ чухне корректор е куçаруçă ӗçӗ кăна çырлахтарман. Çавна лайăх чухланă тӗп редактор тата чăн-чăн журналист мана чи яваплă, пысăк пӗлтерӗшлӗ материалсем çырма явăçтаратчӗ. Елчӗкре вара, Шупашкартан аякра пулсан та, манăн творчествăри пултарулăха туллин уçма тата аталантарма анлă майсем пулнă, паян та çителӗклех. Апла пулсан, вăл вăхăтри, каярахри район ертӳçисен сӗнӗвӗпе килӗшни тата Елчӗкре тӗпленни маншăн пӗрре те йăнăш пулман.
1965 çулта çӗнӗрен тухма пуçланă «Колхоз ялавӗ» хаçатăн редакторӗ П.М.Михайлов мана тараватлă йышăнни тата пӗрремӗш номерӗн умстатйине çырма шанни хăйех те елчӗксемпе яланлăха çывăх тата татуллă пурăнма хистенӗ. Чылай çул редакцире ӗçленӗ тапхăрти пӗрлӗхпе туслăх, творчествăри уçăмлăх журналистикăра пысăк ăнăçлăх тума май панине пусăмлăн палăртас килет.
– Эсир район хаçатӗнче икӗ тапхăр ӗçлерӗр. Каярахпа, парти райкомӗн йышăнăвӗпе тӗп редактор пулса çӗнӗрен таврăнсан, сирӗн журналистикăри ертӳçӗ ӗçӗнчи пултарулăхăр тата уçăмлăрах палăрчӗ. Кӗске вăхăтрах редакципе типографи çуртне ăшăтма котельнăй туса хута ятăмăр, редакцин пурлăхпа техника никӗсне самай çирӗплетрӗмӗр.
– Çапла. Ӗçе йӗркелессинче çӗнӗлӗхсем пурнăçа кӗчӗç. Хаçат кăларас технологие çирӗп пурнăçлани, кадрсенчен хытă ыйтни материалсен тематикипе содержанине тӗпрен лайăхлатма та, редакцири ӗç графикне çирӗп тытса пыма та май пачӗ. Ӗçлекенсем час-часах киле каярах юлса таврăнни хыçа юлчӗ. Çавна пула шӳтлекенсем те тупăнатчӗç: «Сирӗн хаçат кӗçӗр пичетленмест-и?»
– Эсир парти райкомӗнче вун пилӗк çул ытла ӗçленӗ. Çак тапхăр сирӗншӗн мӗнпе палăрса тăрать тата журналистикăра чăрмав кӳмен-и?
– Иртнӗ ӗмӗрӗн 70 – 80-мӗш çулӗсенче районта 35-36 пин çын пурăнатчӗ. Шăпах çав тапхăрта çулсерен тенӗ пекех ик-виçӗ çӗнӗ шкул тата ача сачӗ, культура учрежденийӗ хута кайса пынă. Суту-илӳ çурчӗсем те çӗнелсех тăнă. Колхозсенче выльăх-чӗрлӗх витисемпе парксем, ытти объектсем нумай тунă. Ял çыннисене çулталăкӗпех ӗçпе тивӗçтерес тӗллевпе хула предприятийӗсен цехӗсене йӗркеленӗ. Çӗр ӗçӗпе выльăх-чӗрлӗх продуктивлăхӗ çулсеренех курăмлăн хушăнса пынă. Пур çӗрте те хуçалăхăн шалти расчет никӗсӗ çинче тухăçлăха ӳстерме май панă. Елчӗкри предприятисенче кăна та виçӗ пине яхăн рабочи тăтăш ӗçленӗ. Çак ăнăçлăхсенче район хаçачӗпе пичет витӗмлӗхӗ те яр уççăн курăнса тăрать. Калăпăр, 70-мӗш çулсен пуçламăшӗнче «Слава» колхозра ял хуçалăхӗнче шалти хуçалăх расчетне вăйлатас ыйтупа КПСС обкомӗн пленумӗ иртрӗ. Ун умӗн манăн çав колхоз опытне тӗплӗн уçса панă «Хуçалăх расчечӗ мӗн парать?» ятпа уйрăм брошюра пичетленсе тухрӗ. Парти активӗнче ăна экономистсен сӗтел çинчи кӗнеки тесех хак пачӗç. Çав çулсенчех районти тӗрлӗ хуçалăхсенче хатӗрленӗ «Механизациленӗ звеносем ӗçре», «Хура тул пирӗн уй-хирте», «Ырă йӗр» тата ытти кăларăмсем тухрӗç. Пирӗн пуçарупах Елчӗкпе кӳршӗллӗ Патăрьел, Елчӗк, Тутарстанри Пăва тата Апас районӗсемпе ăмăрту йӗркеленчӗ. Тупăшу арбитрӗ (сăнавçи темелле-и ăна) Мускавра тухакан «Экономика сельского хозяйства» журнал редакцийӗ пулчӗ. Çавна май манăн час-часах унта материалсем çырма, ăмăрту мӗнле пынине анлăн çутатма тивнӗ.
«Суварта» та тӳпем пур
– 1989 çулта пурнăçăрта тепӗр пысăк улшăну пулса иртрӗ: сире «Советская Чувашия» хаçатăн кăнтăр районӗсенчи ятарлă корреспондентне илчӗç. 1990 çулта хăвăрах «Самана» хаçат йӗркелерӗр. Çав тапхăртах Хусанта «Сувар» хаçат кăларас ӗçе пуçарса пытăр, çулсерен тенӗн кӗнеке хыççăн кӗнеке кăлартăр. Коммунистсем КПРФăн районти организацине ертсе пыма шаннине те тӳрре кăларса пыратăр. Епле ӗлкӗретӗр пӗр вăхăтрах капашсăр пысăк ӗç тума?
– Республикăри хаçатсенче ӗçлеме мана парти райкомӗнче чухнех темиçе хут та йыхравланăччӗ. Анчах КПСС райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ В.Я.Шадриков: «Кунта эсир кирлӗрех», – тесе урăх çӗре куçма ирӗк ыйтнипе ниепле те килӗшмерӗ. Каярахпа, май килсе тухрӗ те, Елчӗкре пурăнсах юнашарти тăватă район корреспондентӗнче çӗкленӳллӗ кăмăлпа ӗçлеме тытăнтăм. 12 çул вăй хутăм вырăс хаçатӗнче. Пенси çулне çитсен тепӗр çавăн чухлех «Хыпарта» тăрăшма лекрӗ. Чӗрӗк ӗмӗр республика хаçачӗсенче ӗçлени манăн пултарулăха нумай ӳстерчӗ, тавракурăмпа ăсталăха ытларах анлăлатма май пачӗ. Унта ӗçлесе эпӗ нумай çӗннине алла илтӗм, çырас ăсталăха палăрмаллах пуянлатрăм, туптаса пытăм. Кунта куллен пулса иртекен пулăмсене çийӗнчех вулакана илӗртмелле çутатса парасси йăлараччӗ. Çак кăларăмсенче тăрăшнă вăхăтра питӗ нумай паллă çынпа çывăх паллашма, куçа-куçăн калаçма, вӗсем çинчен тӗплӗн çырма майсем тупăнчӗç.
1990 – 1997 çулсенче чи çывăх тус-журналистсемпе тата активпа пӗрле «Самана» хаçат кăларса тăма май килчӗ. Унăн тиражӗ кӗске вăхăтрах 7000 экземпляра çитрӗ. Вăл ун чухнехи мӗнпур Союзлă Республикăсене кайса тăни аякри чăвашсем валли, сайрарах пулсан та, тӗл пулмалли тата паллашмалли чăн кӗпер пекех туйăнатчӗ.
Хусанта тухма пуçланă «Суварта» та манăн тӳпе пур. Малтан ăна 70-мӗшсен варринчех кăларма тытăнас хыпар килчӗ. Кăштах укçа-тенкӗ те, ытти пулăшу та палăртнăччӗ. Эпӗ, хамăн ыйтăва КПСС Тӗп комитечӗ тивӗçтерет тесе шантăм та редактор пулма та килӗшрӗм. Анчах татăклă ӗç 1990 çулта кăна пуçланчӗ. Ун чухне эпӗ редактор пулма Владимир Данилова килӗштертӗм. Владимир Ильичпа Шупашкарта Чăваш наци конгресӗн пӗрремӗш ларăвӗнче тӗл пултăмăр. Хам енчен куллен пулăшма тата редакцие Чăваш патшалăх университетӗнчен вӗренсе тухакан 4-5 çамрăка ӗçлеме яма шантартăм. Эпир хамăр сăмаха чыслă пурнăçларăмăр. Анчах тин тупăннă редактор пӗр номер кăларсанах сарăмсăр вилсе кайрӗ. Мухтав Турра, кăларăма ертсе пыма талантлă журналист-йӗркелӳçӗ – ИТАР-ТАССăн Тутарстанри корреспонденчӗ Николай Сорокин килӗшрӗ. Эпир унпа алла-аллăн тăватă çул ӗçлерӗмӗр. 1998–2003 çулсенче «Суварăн» тӗп редакторӗ Александр Кириллович Иванов пулчӗ. Ун хыççăн йывăр лава ывăнма пӗлми Константин Малышев кӳлӗнчӗ, халӗ Ирина Трифонова ăнăçлăн туртать.
Çав çулсенчех кӗнеке кăларас енӗпе те пуçаруллă ӗçлерӗм. Хальлӗхе вӗсенчен 19-шӗ вулакан патне çитнӗ. Вӗсенчен паллăраххисем: «Фатуна хыв, пикеçӗм», «Чукун пиçиххиллӗ хурăн», «Ырă ят – хăватлă çунат», «Тамăкра туптаннă юрату»... Вырăслисем те пур.
– Ырă калаçушăн тав, Анатолий Артемьевич. Сире малашне те сывлăхлă пулма, творчество ӗçӗнче çӗнӗ çитӗнӳсем тума сунатпăр.
Николай АЛЕКСЕЕВ,
Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев