Андрей Зиньков протоиерейпе Тутарстан муфтийӗ Камиль хазрат СВО зонинче вăйлă перкелешӳ айне пулнă
Хусан епархийӗн протоиерйӗ Андрей Зиньков ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа тăтăшах темелле Донбаса салтаксем патне кайса çӳрет: гуманитари пулăшăвне леçме, тӗн енӗпе тӗрев пама. Çак кунсенче вӗсем каллех Тутарстан муфтийӗпе Камиль хазратпа СВО зонинче пулнă. Паллă ӗнтӗ, ку çулçӳревсем питӗ те теветкеллӗ. Хальхинче вӗсем вăйлă перкелешӳ айне лекнӗ.
Хусан епархийӗн протоиерйӗ Андрей Зиньков ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа тăтăшах темелле Донбаса салтаксем патне кайса çӳрет: гуманитари пулăшăвне леçме, тӗн енӗпе тӗрев пама. Çак кунсенче вӗсем каллех Тутарстан муфтийӗпе Камиль хазратпа СВО зонинче пулнă. Паллă ӗнтӗ, ку çулçӳревсем питӗ те теветкеллӗ. Хальхинче вӗсем вăйлă перкелешӳ айне лекнӗ. Турă хăй сыхланă пуль вӗсене, вут-çулăмран вӗсем чиперех тухнă.
Çул тăршшӗпе Украина çарӗсем енчен вӗçекен снарядсене, беспилотниксене пăхмасăр Андрей аттепе Камиль хазрат тата Марат хазрат виçӗ çар чаçне çитме пултарнă. Унта вӗсем Тутарстанран кайнă боецсемпе кăна мар Раççейӗн ытти регионӗсенчен килнисемпе те курса калаçнă, кӗлӗсем туса проповедьсем вуланă. Çапла майпа вӗсем салтаксен кăмăлӗсене çӗклеме тăрăшнă.
Унсăр пуçне пурăнмалли условисемпе паллашнă, кӗлӗ тумалли вырăнсене кӗрсе тухнă. Тӗн çыннисем СВО зонине Кирилл Кулаков генерал-майор чӗннипе тухса кайнă. Луганскпа Донецкра пулнисӗр пуçне хӗрӳ тытăçусем пыракан çӗре — передовойне çитнӗ. Асăннă вырăнсенчи мечӗтсенче те пулнă. Пӗтӗмпе вӗсем кунта виçӗ талăк тăнă.
Хăй СВО зонине кайса çӳрени пирки Андрей атте Хусанта пурăнакан чăвашсемпе тӗл пулсан каласа панăччӗ. Çапла майпа вăл пултарнă тăран Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсене тӗрев пама тăрăшать.
Андрей Зиньков Анат Камăра çуралса ӳснӗ, 1977 çулхи. 90-мӗш çулсенче Анат Качаелне куçса кайнă. Монах санне йышăннă пиччӗшӗ çавăнта чиркӳре ӗçленӗ иккен. Ял чиркӗвне çӗнӗрен туса лартас ӗçе вăл пуçарнипе тытăннă кунта. Асламăшӗ те Турра вăйлă шанаканскер монашкăна тухнă пулнă. Çакă витӗм кӳнӗ те ӗнтӗ Андрей Зинькова хăй пурнăçне чиркӳпе çыхăнтарма. Вăтам пӗлӳ вара Сиктӗрмери шкулта илнӗ. Уйрăмах историпе вырăс литературине вӗрентнӗ Олег Мурзина тав туса ырăпа асăнать.
Шкул пӗтерсен пиччӗшӗ Моисей атте патӗнче чиркӳ службинче тăнă. Çапла çамрăк пуççăн вăл тӗн çулӗ çине тăнă. Часах авланса янă, хăйпе пӗрле вӗреннӗ Хăрата хӗрне качча илнӗ. Тăватă ача çуратса ӳстернӗ мăшăр. Пачăшкă пулса ӗçлеме пил илсен Андрей атте Чăваш Шапка ялӗнчи чиркӳ настоятелӗнче тăрăшать. 1999 çулта Пасарлă Матака куçараççӗ, 25 çул чиркӳ тăвассипе ӗçлет. Кивӗ Тахталта, Чăваш Пăрнайӗнче чиркӳ тăвассине пуçарать.
Юлашки çулсенче Нурлат, Спас тата Элкел районӗсен благочиннăйӗнче тăрăшнă. Чистай епархийӗн секретариачӗн тата эконом ӗçӗсене туса пынă. Унсăр пуçне хӗç-пăшаллă вăйсемпе право сыхлакан учрежденисемпе ӗçлекен уйрăмсене ертсе пынă. Ятарлă çар операцийӗ пуçлансан гуманитари пулăшăвне пуçтарса леçессипе нумай ӗçлеме тытăннă. Ку çулти çуркуннерен пуçласа протоиерей Андрей Зиньков Хусан епархийӗнче ӗçлет.
Хăй каласа панă тăрăх, çак хушăра «Алга» батальон салтакӗсемпе çывăхланса кайнă. Пӗрре мар вӗсем патӗнче пулнă. Анатолий (Григорьев) аттепе те çывăх туссем пулнă. «Эпӗ ăна ăсатса та янăччӗ. СВО зонине каяс умӗн ман пата Пасарлă Матака кӗрсе тухрӗ. Эп унран салтаксем валли медикаментсем парса янăччӗ çавăн чухне... Шел те, нумаях та вăхăт иртмерӗ ăна юлашки çула ăсатрăмăр», — каласа панăччӗ Андрей Зиньков Хусанти чăвашсемпе пулнă тӗлпулура.
Андрей атте тăватă ача ашшӗ, вӗсем пурте ӳссе çитӗннӗ ӗнтӗ. Виçӗшшӗ Атăлçири Физкультурăпа спорт тата туризм академийӗнче вӗренеççӗ. Ашшӗне хунăскерсем пурте спортсменсем. Каласа хăварас пулать, Андрей Зиньков хӗвелтухăç кӗрешӗвӗсен енӗпе аслă категориллӗ тренер-преподаватель, физкультура отличникӗ. Ывăлӗсенчен пӗри хăй пекех спорт мастерӗ, хӗрӗ спорт мастерӗн кандидачӗ.
Наци енӗпе чăваш пулнăран тăван чӗлхе пуласлăхӗшӗн пăшăрханнине те пытармарӗ. Кивӗ Тахталта, Анат Качаелте ӗçленӗ чух шкулсенче чăваш ачисем тăван чӗлхе вырăнне тутар е вырăс чӗлхине суйласа илнине, чăваш чӗлхи вӗрентекенӗсем ӗç çуккипе шкултан кайнине кулянса аса илчӗ. Çавăнпа ӗнтӗ вăл Хусанта чăваш прихутне йӗркелесе ярасшăн.
«Хусанта чăвашсене пур енчен те тивӗçтерекен чăваш чиркӗвӗ пулмаллах. Тӗнпе çутӗç çурчӗ пултăр хамăрăн. Малашне ун картишӗнче Библие чăвашла куçаракана Иван Яковлевич Яковлева халалласа палăк та лартсан аван пулӗччӗ. Çакăн пек шухăшсем манăн. Чăваш халăхӗпе ӗçлеме Хусан тата Тутарстан митрополитӗнчен Кирилтан пил те илтӗм. Лайăх пулӗччӗ пӗчӗк чиркӳ те пулин Хусанта туса лартсан, ун тавра чăвашсем пуçтарăнӗччӗç», — çакăн пек шухăшсемпе пурăнать паян Андрей атте.
Ирина ГОРДЕЕВА.
Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» сайтӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев