Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Андриян ГРИГОРЬЕВ: «ЧĂВАШЛА ВУЛАМА ТАТА ÇЫРМА АВЛАНСАН КĂНА ВӖРЕНТӖМ»

Вӗренес туртăм пысăккипе хăй валли словарь те тунă – «Сувар», «Туслăх», «Канаш» хаçатсенчи сăмахсенчен

 

Çак çыннăн чун хевти пӗр çитменлӗхсӗр, пӗр çылăхсăр пек туйăнать. Кашнинпе куçран пăхса лăпкăн, кăмăллăн калаçать, пархатарлăн итлеме пӗлет. Пулăшу ыйтма килекенсене сиплев меслетлӗхӗпе тӗлӗнтерет, поэзие юратакансене илемлӗ сăвăсем, ырă кăмăл парнелет.

Нурлат хулинче пурăнакан пултаруллă тухтăр, сăвăç, публицист,  ултă кӗнеке авторӗ Андриян Григорьев çак кунсенче 60 çул тултарать. Юбилей умӗн ентешӗмӗрпе курса калаçрăмăр.  

–  Андриян Александрович, ăçта çуралнă Эсир? 

– Манăн тăван ялăм – Хуралту. Вăл Нурлатран 15 километрта, Хусана каякан çул çинче, Çарăмсан хӗрринче вырнаçнă. Унта манăн мăн асаттесемех пурăннă. Асанне кӳршӗри Якурккел ялӗнчен. Атте, Александр Дмитриевич, колхоз ветеринарӗнче ӗçлетчӗ, 2018 çулта пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ. Анне, Зинаида Егоровна, тӗрлӗ ӗçсенче вăй хунă. Халӗ Нурлатра кун кунлать, 84 çул тултарчӗ. Унпа пӗрле Анатолий шăллăмпа арăмӗ пурăнаççӗ. 

– Пулас профессие медицинăпа çыхăнтарассине хăçан – шкулта вӗреннӗ чухнех картса хунă-и? 

– Тухтăр пуласси манăн юнрах пулнă-тăр. Атте ветеринарта ӗçлени те витерчӗ пулӗ. Неврологи специализацине илесси çине Хусанти паллă невролог, вӗрентекен Георгий Александрович Иваничев чăваш патне лекни пысăк сумлăх, витӗм кӳчӗ. Вăл пӗрремӗш занятисенчен пӗринчех темшӗн Григорьев невролог пулать тесе темиçе хут та каларӗ.

– Мӗнле майпа Ульяновск облаçне лекрӗр? 

– Хусанти медицина институтне пӗтерсен мана пӗр çула Ульяновск  хулине интернатура иртме ячӗç. Кайран Çӗнӗ Малăкла больницине  палăртрӗç. Унта виçӗ çул ӗçлесен эпӗ Хусана неврологи енӗпе ординатурăна, Г.А.Иваничев патнех, икӗ çула вӗренме кӗтӗм. Вӗренӳ пӗтсен каллех Çӗнӗ Малăклана таврăнтăм (çемье унтах юлнăччӗ). Районти тӗп больницăра эпӗ невролог тивӗçӗсене кăна пурнăçламан, наркологра тата психиатрта ӗçленӗ, çичӗ çул халăх сывлăхӗшӗн тăрăшнă.  

– Чун-юн туртнипех хăнăхнă çӗртен тăван ене куçса килесшӗн пултăр-и?    

– 2002 çулхи кӗркунне аттепе анне çывăхӗнче пулас тесе Нурлата куçрăм. Çур çултан çемьене те илсе килтӗм. 20 çул Нурлат районӗн тӗп больницинче неврологра вăй хутăм, харпăр практика ӗçне хутшăнтăм.

 – Андриян Александрович, сирӗн патăра Нурлатпа чикӗленекен пур районтан та пациентсем килсе çӳреççӗ тенине илтнӗ. Туя çине таянса кӗрекенсем эсир сипленӗ хыççăн туясăрах утса тухса каяççӗ тесе мухтаççӗ Сире. Ман шутпа, Эсир вӗсене эмел, укол таврашӗнчен ытларах хăвăрăн ырă, çепӗç сăмахăрпах сиплетӗр.

– «Сăмахпа çынна çăлма та пулать, пулать вӗлерме те, полксене те пулать каймашкăн ертсе, сутма-туянма та, ютра пăрахса хăварма та...» –  тесе сăвăç ахальтен çырман-çке. Черет ялан вăрăм пулнă пирки калаçсах ларма вăхăт çук çав. Анчах та нумай чухне нерв тытăмӗн чирӗпе асапланакансене психолог, ытларах психотерапевт пулăшăвӗ кирлине те туятăп. Чунне сиплесенех вӗрӗлме пуçланă чир иртсе каяссине пӗлсе кирлӗ сӗнӳсем паратăп, лăпланма ыйтатăп. Мӗнле кӗнекесем, хаçат-журнал вуламаллине те каласа хăварни вырăнлă. Самани лăпкă мар. Çынна инкек-хуйхă хуçса хăварать.

– Тухтăр-сăвăçăн кӗнекисем çинчен калаçар-ха.    

– Улттă вӗсем. Пӗрремӗшӗ «Ступени» ятлă. Унта вырăсла çырнă сăвăсем кӗчӗç. Вăл 1999 çулта тухрӗ. Ăна кăларма Нурлатра тухса тăракан «Дружба» хаçат редакцийӗ пулăшрӗ. Иккӗмӗш «Мелодии сердца» кӗнекене пичетлесе кăларма 2008 çулта Нурлат районӗн администрацийӗ укçа пачӗ. 2013 çулта тухнă «Первый снег. Пӗрремӗш юр» кӗнекене вырăсла тата чăвашла сăвăсем кӗчӗç. «Была зима» тата  «Хӗл илемӗ» кӗнекесем 2018 çулта Шупашкарта пичетленчӗç. 2019 çулта Чăваш кӗнеке издательствинче тухнă улттăмӗш кӗнекене ачасем валли çырнă хайлавсем кӗнӗ. «Витӗр çил. Ветер озорник» ятпа тухни хăйех унта чăваш сăввисем тата вӗсен вырăсла куçарăвӗсем кӗни пирки калать. 

– Поэта хавхалантаракан çăлкуç пулмасан унăн пултарулăхӗ сӳнме пуçлать. Сире кам вăй хушать?

– Юратнă çемье. Ытарайми мăшăр – Юлия Арсентьевна Григорьева. Вăл вăтăр çул ытла ача садӗнче воспитательте ӗçлерӗ. Аслă ывăл  Дмитрий – рентгенолог-тухтăр, Ульяновскра ӗçлет. Çемьеллӗ, мăшăрӗпе Анастасийăпа пирӗн икӗ мăнука – Сашăпа Кольăна – ӳстереççӗ. Кӗçӗн ывăл Владияр çемйипе Хусанта пурăнать, «Оргсинтезра» вăй хурать. Унăн та мăшăрӗ Настя ятлă. Вӗсен те икӗ ывăл: йӗкӗрешсем Марк тата Давид. Чи кӗçӗнни хӗр – Виктория. Вăл качча кайман-ха. Халӗ Мускавра тухтăрта ӗçлет, ординатурăра вӗренет. Çемьене хаклатăп, хисеплетӗп. Хам енчен илсен лайăх упăшка, атте, асатте пулас тесе Аслă Турăран кашни кун пил ыйтатăп.

– Кашни çын поэт пулаймасть. Турă панă пултарулăх, чуна хускатакан йӗркесене килӗшӳллӗн «ташлаттарма»,  ахаль çын курманнине сăмахпа кăтартса пама, вулаканра киленӳ туйăмне вăратма пӗлни пулмаллах... Сирӗн йăхра, тен, çыракансем пулнă?

– Манăн асатте Дмитрий ятлă пулнă, вăрçăран çырусем сăвăласа çырса янине асанне каласа паратчӗ. Шел, пӗр çырăвӗ те, сăнӳкерчӗкӗ те упранса юлман, хăй те вăрçăран таврăнайман.  Асаттен Андрей ятлă пиччӗшӗн аслă ывăлӗ Егор та сăвăсем çырнă. Ун сăввисен хулăн тетрачӗ тахçанччен мачча çинче выртнă, кайран çухалнă. Вăл та вăрçăра пуç хунă. Эпӗ Хусанта вӗреннӗ чухне сăвă çырма пуçларăм. Малтан кӗвӗлесе гитарăпа юрăсем те юрлакалаттăм. Ачасем çуралсан, ытларах хӗрӗм пӗчӗккӗ чухне, сăпка юрри юрлама килӗшетчӗ. Ординатурăра вӗреннӗ чухне Хусанти М.Горький музейӗнче иртекен литература пӗрлешӗвне çӳреттӗм. Ăна ун чухне Марк Зарецкий ертсе пыратчӗ. Чăваш ялӗнче ӳснӗ пулсан та тăван чӗлхепе пирӗн шкулта пӗр урок та пулман. Çавăнпа сăвăсем нумай çул вырăсла кăна çыртăм.  

– Асатте-асанне чӗлхипе хайлас килнех. 

– Паллах. Вăхăт кирлине ăнланаттăм. Чăвашла вулама тата çырма авлансан кăна вӗрентӗм. Аттепе анне, мăшăрăм (вӗсен ялӗнче чăваш чӗлхине шкулта вӗрентнӗ) пулăшрӗç. Пулас мăшăрпа каникул вăхăтӗнче, 5-мӗш курс хыççăн васкавлă медицина пулăшăвӗнче ӗçленӗ чухне, Нурлатра ăнсăртран паллашрăм. Чăвашла вулама та çырма вӗренес тесе хама валли словарь те тунăччӗ – «Сувар», «Туслăх», «Канаш» хаçатсенчи сăмахсенчен. Вӗсенче тата килте упранса юлнă «Тăван Атăл» журнал номерӗсенче сăвăсем тупса вулаттăм. Калав-повеçсене – каярах. Чăвашла çырнă пӗрремӗш сăвăсене «Туслăх» хаçатра пичетлерӗç. Елизавета Тимофеевна Илюшкина ун чухне пулăшу аллине тăсса ырă канашсем пачӗ. Каярах А.Ф.Юманпа пӗр-пӗрне куричченех çыру урлă паллашрăмăр. Сăвăсене ăна çырупа ярса параттăм, вăл тӳрлететчӗ, асăрхаттарусем, канашсем çырса яратчӗ...

 – Сирӗн пултарулăх çул-йӗрӗнчи асра юлнă паллашусем...

– «Сувар» тата «Канаш» хаçатсене пӗрре курсах юратса пăрахнине те чи евӗклӗ тӗлпулусенчен пӗрисем теме пулать-çке, çапла-и? Ульяновск облаçӗнче вăй хунă чухне ман сăвăсем «Канашра» пичетленме тытăнчӗç. Пӗрер çултан, пӗрле институтра вӗреннӗ юлташ патне Аслă Нагаткина хăнана кайсан, Анатолий Юмана пуçласа куртăм. Юхрӗ те юхрӗ сăмах.  Ваççа Аниççине асăннă кун, Çӗнӗ Малăклара, Николай Ларионовпа паллашрăм. Нурлата куçса килсен Хусана ӗçпе кайсан «Сувар» хаçат редакцийӗнче пулкаланă. Евгений Турханпа паллашсан Тутарстан Республикинчи чăвашсене пӗрлештерекен, çыравçăсене çул уçакан юратнă массăллă информаци хатӗрӗпе çывăх çыхăну тӗвӗленчӗ. Вăл  мана чăвашла çырнă сăвă йӗркисене лайăхлатма нумай пулăшрӗ.

Вунă çул каялла Аксу районӗнчи Сӗнчелӗнче иртнӗ литература мероприятийӗнче Юхма Мишшипе паллашрăмăр. Эпӗ ăна хамăн «Первый снег. Пӗрремӗш юр» кӗнекене парнелерӗм. 

– Пӗрремӗш чăваш сăвви еплерех çуралнине астăватăр-и?

– Ун чухне Çӗнӗ Малăклара пурăнаттăмăр, шăллăм çемйипе Ульяновск облаçӗн тепӗр хӗрринче – Кăлаткăпуç районӗнче – пурăнатчӗ. Нурлата аттепе анне патне отпуска килнӗччӗ пӗр уйăха – вӗсем те, эпир те. Çулла пӗтнӗ çӗре канмалли кунсем те вӗçленчӗç. Анне пире ăсатма чукун çул вокзалне пычӗ (ун чухне пуйăспа çӳреттӗмӗр). Çав самантра вӗтӗ сивӗ çумăр пӗрӗхме тытăнчӗ, анне йӗрет, куççулӗ пичӗ тăрăх шăпăр-шăпăр юхать. Çав вăхăтра сасартăк çак сăвă çуралчӗ:

Иртсе кайрӗ çулла. Кӗскелеççӗ кунсем.

Сивӗ çумăр ӳкет çӗр çине.

Шывланаççӗ аннен майӗпен куçӗсем, –

Çитрӗ вăхăт тухма çул çине.

Ах, ларар-ха кăштах çул çине тухиччен,

Çулти Турă сыхлатăр пире.

Тунсăх юлӗ ăшра тепре тӗл пуличчен, –

Тăвансемшӗн çунать чун-чӗре.

Ах, каятпăр, анне, аякка – ют çӗре,

Пушанать çӗнӗрен тăван кил.

Ах, ан макăр, анне, пехилле эс пире,

Чипер пурăн, каллех кӗтсе ил!

Вырăсла сăвăсем çырма çăмăлрах пулсан та вӗсем чăвашли пекех туйăмлă тухаймаççӗ. Манăн сӗтел çинчи тӗп кӗнеке нумай çул хушши – Евангели. Юлашки уйăхсенче чăвашла куçарнине вулатăп. Вăл манăн чун-чӗрене тарăнрах кӗрсе, ырă витӗмне вăйлăрах панă пек туйăнать.

– Пысăк тав. Андриян Александрович, малашнехи плансем çинчен ыйтмасăр тӳсейместӗп. 

– Турă хушсан кăçал çӗнӗ сăвăсен пуххине кăларас ӗмӗт пур. Çывăх вăхăтра вырăнти авторсем ачасем валли чăвашла тата вырăсла çырнă сăвăсемпе калавсен кӗнеки пичетленсе тухмалла. 20 çул каялла, Е.А.Турханпа паллашсан, Тутарстан Писательсен союзӗнче чăваш секцине чӗртсе ярасси пирки унпа ӗмӗтленсе калаçнăччӗ. Союзра чăвашсенчен пӗр Турхан кăна пулни, ыттисем Шупашкара кӗме кайни тӗрӗс мар. Тăван республикăра Тутарстанра пурăнса чăвашла çыракан çыравçăсен секцийӗ пулмаллах. Виçӗ çул каялла Турханпа вырăнти икӗ çыравçă (В.М.Бурайкин, М.В.Литта) сӗннипе тата эпӗ çав пӗрлешӗве кӗме заявленисем çыртăмăр, кӗнекесене ярса патăмăр. Вӗсем темиçе уйăхран тивлетлӗ çухалчӗç, кайран çулталăк ытла иртсен тупăннă пек пӗлтернӗччӗ Евгений Андреевич…

– Андриян Александрович, тав Сире калаçушăн. Çырас туртăмăр ан иксӗлтӗр, калемӗр çулран-çул çивӗчленсе пытăр. Яланах Турăпа пӗрле пулăр.

– Тавах, сире те ăнăçу сунатăп.

 

Алена СЕЛИВАНОВА калаçнă.

Григорьевсен çемье 

архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: интервью