Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекен пӗрремӗш хăтлавӗ Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç ялӗнче иртни ахальтен мар

«Сувар» хаçат журналисчӗн Ирина Кузьминан «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнеки тухни пирки эпир вулакансене пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Ку кӗнекене ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăр чăваш салтакӗсемпе офицерӗсене тата вӗсене пулăшакансене – волонтерсене – халалланă. 40 ытла хайлав кӗнӗ кăларăм октябрь уйăхӗн вӗçӗнче «Идель-Пресс» типографийӗнче пичетленсе тухрӗ. Кӗнекен пӗрремӗш хăтлавӗ ноябрӗн 7-мӗшӗнче Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç ялӗнче иртрӗ.

Ку ялта Раççей Геройӗ Владимир Козин çуралнă

Кӗнекене кӗнӗ паттăр салтаксемпе волонтерсем – пурте Тутарстан чăвашӗсем. 2025 çул Раççейре Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ пек иртет. Çакна шута илсе «Сувар» хаçат редакцийӗ тӗп редактор, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн ертӳçи Ирина Трифонова пуçарнипе тăваттăмӗш çул СВОра çӗршыв чысне хӳтӗлекен ентешӗмӗрсене халалласа кӗнеке кăларма шутларӗ. Телее, пирӗн шухăша Тутарстан Респуб­ликин Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан халăхсен тăван чӗлхисене упраса хăварас тата аталантарас ыйтусен комиссийӗ ырласа йышăнчӗ. Асăннă комиссин председателӗ Марат Готович Ахметов, ТР Патшалăх Канашӗн Вӗрентӳ, культура, наука тата наци ыйтăвӗсен комитечӗн ертӳçи Айрат Ринатович Зарипов тӗрев панипе чăваш салтакӗсемпе волонтерсем çинчен çырнă «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнеке кун çути курчӗ. 

Палăртса хăвармалла, кӗнекене кӗнӗ хайлавсен тӗп пайне Ирина Кузьмина çырнă. Çавăн пекех кунта «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗн Ирина Трифонован, унăн çумӗн Вера Александрован, Ульяновск облаçӗнчи «Канаш» хаçатра тăрăшакан Елена Алексееван, Нурлатри ӗçтешӗмӗрсен Маргарита Литтапа Лилия Мубаракшинан очеркӗсем кӗнӗ. 

Мӗншӗн пӗрремӗш хăтлав Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç ялӗнче ирт­рӗ-ха? Сăлтавӗ чăннипех те пӗлтерӗшлӗ – Тутарстанран ятарлă çар операцине хутшăннă чăвашсенчен Раççей Геройӗн ятне (шел, вилнӗ хыççăн) пӗрремӗш тивӗçнӗ Владимир Николаевич Козин шăпах çак ялта çуралса ӳснӗ. Ентешӗмӗрӗн паттăрлăхӗ пирки пӗлсен пӗлтӗр Ирина Кузьмина ятарласах Владимир Козинăн çывăх тăванӗсемпе тӗл пулчӗ, «Сувар» валли пысăк материал çырчӗ. Палăртса хăвармалла, ку çемьерен Тăван çӗршыва хӳтӗлеме СВОна виççӗн тухса кайнă – пиччӗшӗпе шăллӗ Владимирпа Николай тата вӗсемпе пӗртăван Иванăн ывăлӗ Николай – пурте Козинсем. Шел, пӗрне те каялла сывă таврăнма пӳрмен... Козинсем çинчен çырнă очерк кӗнекере паллă вырăн йышăнать. Çавăнпах пирвайхи хăтлава ку ялта ирттерме палăртрăмăр та. 

 

Пуç хунисене асăнса – митинг

Ир çинчен çанталăк çумăрлăччӗ. Хусантан Кӳлпуçне кайнă чух çул тăршшӗпе тенӗ пекех çумăр пӗрӗхрӗ. Çитнӗ çӗре çумăр пӗлӗчӗсем таçта кайса кӗчӗç – мероприяти иртиччен те урăх пӗр тумлам та ӳкмерӗ. Тӗлӗнтермӗш мар-и? Ахăртнех ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă паттăрсем – Козинсем – пире çӳлтен пулăшса тăчӗç-тӗр.

Мероприяти 10 сехетре пуçланать тесе пӗлтернӗччӗ. Кӳлпуçӗнчи Культура çурчӗ умне ял халăхӗ, вырăнти Раççей Геройӗ В.Н.Козин ячӗллӗ шкулти юнармеецсем, вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, район администрацийӗн, Кайпăç районӗнчи çар ветеранӗсен представителӗсем, журналистсем самай маларах пуçтарăнчӗç. Палăртнă вăхăтра Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин паттăрӗсен ячӗпе лартнă палăкпа Раççей Геройӗн Владимир Козинăн бюсчӗ умӗнче ятарлă çар операцийӗнче пуç хунисене халалланă митинг иртрӗ. 

Мероприятие Кӳлпуç шкулӗн вӗрентекенӗсем Людмила Галанскаяпа Надежда Фомина питӗ килӗшӳллӗн ертсе пычӗç. Митинга уçсан Раççей тата Тутарстан гимнӗсем янрарӗç. «Паян эпир çапăçусенче пуç хунисене аса илсе пуç таятпăр. Вӗсен паттăрлăхне нихăçан та манмăпăр. Эпир таврăнманнисен тăванӗсемпе пӗрле хурланатпăр. Вӗсен хуйхи – пирӗн пӗрлехи хуйхă», – терӗ хăй сăмахӗнче Кӳлпуç ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Елена Алексеева. 

Çак пысăк мар ялтан СВОра­ улттăн – Николай Иванович, Вла­димир Николаевич, Николай Николаевич Козинсем, Руслан Сергеевич Туралёв, Николай Анатольевич Токсаров тата Александр Олегович Дунаев – пуç хунă. Пухăннисем паттăрсене пӗр минут шăп тăрса асăнчӗç. Килнӗ хăнасемпе тăванӗсем Владимир Козинăн бюсчӗ умне чечексем хучӗç. Çамрăк патриотсем – юнармеецсем, шкул ачисем юрă юрларӗç, сăвă каларӗç. 

Тӗрӗслӗх, паттăрлăх тата пӗрлӗх çинчен

Хăтлав Культура çуртӗнче «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекере çырса кăтартнă паттăрсемпе волонтерсен сăнӳкерчӗкӗсенчен тунă слайда экран çинче пăхнинчен пуçланчӗ.  Тимлӗн, куç илмесӗр пăхрӗç ăна куракансем – вăрçă теми кашнин чунне ыраттарать. Мероприятие «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова йӗркелесе ертсе пычӗ. Вăл паянхи саманара хӗç-пăшаллă вăрçăпа пӗрлех информаци вăрçи те пыни пирки аса илтерчӗ. Паттăрсемпе волонтерсем çинчен çырнă  кӗнекене кăларса вулакан патне историлле тӗрӗслӗхе çитересшӗн пулнине каларӗ. 

– Эпир паян питӗ пӗлтерӗшлӗ мероприятие – СВО паттăрӗсем пирки çырнă кӗнеке хăтлавне – хутшăнатпăр. Вăл тӗрӗслӗх, паттăрлăх тата пӗрлӗх çинчен. Паян эпир тӗрӗслӗхшӗн кӗрешекен хӳтӗлевçӗсем пирки калаçатпăр, çак кӗнекене çырса хатӗрлекенсене тав тăватпăр. Вăл пулас ăрусемшӗн те тӗрӗслӗх маякӗ вырăнӗнче пулӗ, – терӗ Хусантан ятарласа килнӗ депутат, ТР Патшалăх Канашӗн Вӗрентӳ, культура, наука тата наци ыйтăвӗсен комитечӗн ертӳçи Айрат Ринатович Зарипов.

Кайпăç районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи А.Н.Макаров пухăннисене район пуçлăхӗ А.И.Рахматуллин ятӗнчен саламларӗ. «Паян эпир питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ кӗнеке хăтлавӗнче. Унăн ячӗ те символла, пирӗн паттăрсем çинчен, çав шут­ра Тăван çӗршывшăн пуç хунисем те пур. Вӗсем ангел пек малта пырса хăйсен çарти юлташӗсене пулăшса пырӗç. Ку кӗнекере чăн çынсем çинчен чăн историсем çырнă. Тавах çак кӗнекене çыракансене, кăларма пулăшакансене. Майпа усă курса Кӳлпуç ялӗнче пурăнакансене те тав тăватăп. Вӗсем пӗтӗм кăмăлтан ятарлă çар операцийӗнчи салтаксене пулăшаççӗ. Паянхи кун тӗлне вӗсем çич çӗре яхăн маскировка сетки çыхса фронта ăсатнă. Ку ӗç пӗр саманта та чарăнса тăмасть. Таймапуç сире!» – терӗ Алексей Николаевич. 

Типпӗн çырнипе çырлахмарăмăр

Ирина Кузьмина кăларăма кӗнӗ хайлавсем мӗнлерех çырăнни пирки каласа пачӗ.

– Пирӗн йышра СВО пырса тивмен пӗр çын та çук. Кашнин тăванӗ унта хутшăнать. Акă, паян çак сцена çинче юрлакан «Весна» дуэтах илер. Елена Корсаковăпа Эльвира Савельева пăхма кăна черчен, чун-чӗрипе вӗсем иккӗшӗ те патриотран патриот. 2022 çултах вӗсем Хусанти сбор пунктӗнче СВОна каякан салтаксен умӗнче чăвашла юрăсем юрласа хавхалантарнă. Ун пек самантра тăван чӗлхепе янăракан юрă салтакшăн мӗнле пӗлтерӗшли пирки калама та кирлӗ мар пуль. СВО пуçлансан эпир те çак темăран айккинче юлмарăмăр. Статья хыççăн ­статья, очерк хыççăн очерк çыртăмăр «Суварта». Вулакансем вӗсене асăрхарӗç кăна мар, пирӗн пата çырма, шăнкăравлама пуçларӗç – çакă тата та хавхалантарчӗ. СВОра  пуç хунă Пăва районӗнчи Элшел каччи Михаил Афанасьев çинчен хаçатра çырса кăларсан унăн юлашки çапăçура пӗрле пулнă тусӗсем çыхăнăва тухрӗç. Ывăлӗ пирки вӗсенчен тӗплӗнрех ыйтса пӗлме ӗмӗтленекен ашшӗпе тӗл пулчӗç. Кун пек тӗслӗхсем нумай. Ку кӗнекере эпир типпӗн çырнипех çырлахас темерӗмӗр, çак паттăрсем çемьере мӗнле ывăл, атте, мăшăр пулнине те тӗплӗн уçса пама тăрăшрăмăр. Салтаксене пулăшас тесе ырми-канми ӗçлекен волонтерсем пирки те çыртăмăр çак кӗнекере. Пултарайрăмăр-и эпир, кăна эсир, вулакансем, хак­лăр, – терӗ «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнеке авторӗ Ирина Кузьмина.

Пӗрремӗш кӗнеке – Раççей Геройӗн амăшне

Чи пӗрремӗш кӗнекене Ирина Николаевна çак ялта çуралса ӳснӗ, ятарлă çар операцийӗнче паттăррăн пуç хунă Владимир Козинăн амăшне Анна Михайловнăна парнелерӗ. Кӗнеке авторӗ: «Атьăр-ха пурте хыттăн алă çупса тав тăвар Раççей Геройӗн амăшне!» – тесен залра ларакансем пурте хыттăн алă çупрӗç. Анна Михайловна Владимирпа Николай ывăлӗсем, Николай мăнукӗ пирки ăшшăн аса илчӗ. «Пурте лайăх ачасемччӗ, япшарччӗ. Ачаран кил хуçалăхӗнче пулăшатчӗç мана. Мӗн тăвас тетӗн ӗнтӗ. Ним тума та çук. Чӗрене чармалла та, анчах май килмест... Тавах сире çакăн пек мероприяти ирттерсе ман ывăлсемпе мăнукăма аса илнӗшӗн», – терӗ Анна Михайловна. 

Çавăн пекех автор çӗнӗ кӗнекене сцена çине чӗнсех Николай Иванович Козинăн амăшне Людмила Владимировнăна, Николай Николаевич Козинăн аслă ывăлне Дмитрий Николаевича, пӗртăван Козинсен йăмăкне Светлана Николаевнăна парнелерӗ. 

Светлана Козина «Сувар»­ хаçат редакцине хăйӗн пич­чӗшӗсемпе пӗртăванӗн ывă­лӗн паттăрлăхӗ пирки çырнăшăн тав турӗ. «Ку кӗнеке пире хамăр паттăрсене асра тытма, вӗсем çинчен çырнине ăруран ăрăва парса пыма пулăшӗ. Ман пиччесем те, шăллăм та ырă çынсемччӗ. Тавах редакци ӗçченӗсене тăван чăваш чӗлхипе лайăх кӗнеке çырса кăларнăшăн, çакăн пек паха историсем çырса вӗсене пирӗн çемьесем валли сыхласа хăварнăшăн. Малашне те ăнăçлă ӗçлеме сунатăп сире», – терӗ Светлана Николаевна кӗнекешӗн тав туса. 

 

Дарья Козина ашшӗне халалланă сăвă каларӗ

Тӗлпулăва Раççей Геройӗн Владимир Козинăн мăшăрӗ Людмила Петровна та хӗрӗсемпе Ангелинăпа тата Дарьяпа ятарласах килнӗ. «Манăн мăшăрăм Владимир питӗ аван çынччӗ. Питӗ ырă кăмăллăччӗ, яланах пулăшма хатӗрччӗ. Ачасене питӗ юрататчӗ. Унсăр питӗ йывăр пире... – ассăн сывласа пичӗ тăрăх юхакан куççульне шăлчӗ Людмила Петровна. – Анчах та малалла пурăнма вăй-хал тупмаллах. Пирӗн икӗ хӗр ӳсет. Ăна эпир пӗр самантлăха та манмастпăр, вăл пирӗн чӗресенче упранать».

Амăшӗ кӗçӗн хӗрне сцена çине чӗнсе кăларчӗ. Дарья çак мероприяти валли ятарласа ашшӗне халалланă сăвă вӗреннӗ, питӗ чуна тивмелле каласа пачӗ. 

 

Кӳлпуç волонтерӗсем 665 сетка çыхса ăсатнă

Кӗнекере волонтерсем çинчен те сахал мар çырнă. Автор салтаксене пулăшакансемпе çыхăннă интереслӗ историсем каласа пачӗ. Палăртса хăвармалла, Кӳлпуçӗнче те волонтерсен ушкăнӗ питӗ хастар ӗçлет. Нина Алексеевна Дунаева пулăшу ӗçӗ-хӗлӗ пирки каласа пачӗ.

– Алексей Николаевич пирӗн пирки 700-е яхăн маскировка сетки çыхнă тесе каларӗ ӗнтӗ паян. Тӗрӗсрех каласан паянхи куна 665 штук çыхса ăсатрăмăр. Сетка çыхакансем паян пурте залра лараççӗ, тавах сире пурне те! Эрнине пилӗк кун ӗçе çӳренӗ пек çӳреççӗ вӗсем кунта. Кашни сетка ăшне эпир алсиш-чăлха, перчеткесем хурса яратпăр. Кунсăр пуçне Токсаровсемпе Козинсен çемйисем сетка çыхма та çӳреççӗ, каçсерен тата çуртасем тăваççӗ. Манăн Людмила Владимировна Козинăна чӗререн тав сăмахӗ калас килет, йӗркелӳ ӗçне пӗтӗмпех вăл пурнăçласа пырать халӗ. Паян пирӗн хуйхă пысăк – ял масарӗ çинче СВОра пуç хунă пилӗк паттăра пытарнă, иккӗшне илсе килмен-ха... Пӗчӗк ялшăн çичӗ çынна çухатни пысăк хуйхă. Тепӗр енчен паян савăнма та сăлтав пур – пирӗн ентешсем çинчен кӗнекере çырса кăларнă. Эппин чăвашсен хушшинче те паттăрсем нумаййине пӗлтерет ку. Халь пирӗн паттăр ентешсем пирки таçта та пӗлӗç. Майпа усă курса Раççей Геройӗн Владимир Козинăн амăшне чӗререн тав тăвас килет. Таймапуç сана, Анна Михайловна! Çирӗп сывлăх сунатăп сана, – терӗ Нина Алексеевна.

Мероприятире çар тумӗллӗ çынсем те пурччӗ. Кусем Кайпăç тăрăхӗнчи çар ветеранӗсем пулчӗç. Районти юнармеецсен юхăмне йӗркелесе янă Ильхам Вильданович Хуснутдинов та сăмах каларӗ, Кӳлпуçӗнче çакăн пек патриотизм туйăмне тата та вăйлатакан мероприяти йӗркеленӗшӗн тав турӗ, çӗнтерӳ пирӗн пуласси пирки иккӗленменни пирки пӗлтерчӗ. 

 

Сăвви-юрри те чуна тивекенни пулчӗ

Мероприятире чуна тивекен, çутă шанчăк паракан, хавхалантаракан  юрăсем янăрарӗç. Хусанти «Аюна» тата «Ӗмӗт» ушкăнсен солистки Анжелика Еремеева, Лайăш районӗнчи Габишевăри Культура центрӗнчи «Весна» дуэтăн солисткисем Елена Корсаковăпа Эльвира Савельева хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарчӗç залра ларакансене.

«Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова хамăр авторсен Галина Кӗмӗлпе Антонида Саушкинан хӳтӗлевçӗсене халалласа çыр­нă сăввисене вуланă чух нумайă­шӗн куçӗнчен куççуль тумларӗ. 

Мероприятие ирттерме тӗрев панă Кӳлпуç çыннисене – Елена Алексеевăна, Людмила Старшовăна, Людмила Козинăна, Нина Дунаевăна, Людмила Козинăна, Надежда Фоминăна, Галина Горемыкинăна, Валентина Охотниковăна, Нина Черновăна тата Валентина Калдинăна – йӗркелӳçӗсем «Сувар» хаçат редакцийӗн Тав хучӗпе наградăларӗç.

Питӗ чӗрене пымалла мероприяти иртрӗ Кӳлпуç ялӗнче. Вăл вӗçлениччен никам та тăрса тухса каймарӗ залран. Вӗçленсен те нумайăшӗ килне утма васкамарӗ-ха. Кӳлпуçсем черет тăрсах «Сувар» хаçата çырăнчӗç. Кашни çырăнакана Ирина Кузьминан «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекине парнелерӗмӗр. Нумайăшӗ автортан автограф та илчӗç. 

Кӳлпуç ялӗн калама çук ырă çыннисене, ял хутлăхӗн пуçлăхне Елена Николаевна Алексеевăна мероприятие çӳллӗ шайра ирттерме пулăшнăшăн чӗререн тав тăватпăр. 

«Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекен çитес хăтлавӗ Теччӗ райо­нӗнчи Çармăс ялӗнче ноябрӗн 24-мӗшӗнче иртет. Каярах Çӗпрел, Аксу районӗсенче тата Хусан хулинче те пулать. Хăтлавсенче кӗтетпӗр сире, тусăмăрсем.

Ытти сăнӳкерчӗксене  галерейăра  пăхма пулать. 

 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев