Ангелина Павловскаян черетлӗ романӗ пичетленчӗ
Ангелина Павловскаяна вулакансем лайăх пӗлеççӗ – ХХI ӗмӗр пуçламăшӗнчи чăваш литературинче тухăçлă ӗçлекен çыравçăсенчен пӗри пулса тăчӗ вăл
Ангелина Павловскаяна вулакансем лайăх пӗлеççӗ – ХХI ӗмӗр пуçламăшӗнчи чăваш литературинче тухăçлă ӗçлекен çыравçăсенчен пӗри пулса тăчӗ вăл. Чăваш кӗнеке издательствинче унăн юлашки çулсенче «Саланнă кӗлте» (2010, 2014), «Сапаскар хӗрӗ» (2011), «Вӗрене шывӗ те пылак» (1-мӗш кӗнеке – 2013, 2-мӗш кӗнеке – 2014, 3-мӗш кӗнеке – 2016), «Атте сасси» (2021), «Караслă пыл» (2019) кăларăмӗсем кун çути курчӗç, «Хӗрӗх тӗслӗ хӗл» коллективлă сборникра калавӗ пичетленчӗ. Тӗпре – чăваш ялӗн шăпи, унăн ытарайми илемӗ, хăйнеевӗрлӗхӗ, пуянлăхӗ, сăнарсен тумхахлă шăпи.
Акă вулакан валли тепӗр хайлав çырчӗ Ангелина Ивановна – «Çутă ӗмӗт çунатлă». Редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерçи – Анна Никонорова. Хайлав Чăваш кӗнеке издательстви ирттерекен «Чăваш романӗ» II литература конкурсӗнче мала тухрӗ.
Унти ӗç-пуç Шупашкарта Армановсен çемйинче пулса иртет. Иринăпа Андрейăн пӗрремӗш ачи çуралать. Тӗнчипе паллă Эйнштейн ученăя хисеплесе ашшӗ ывăлне Альберт ят хурать. «...Ывăлăм, сана çапла ăслă çын тăвасчӗ...» – тесе ӗмӗтленет вăл. Анчах çемьене инкек килсе çапать – çывăрнă чухне Андрей Михайлович пурнăçран уйрăлать.
Юратнă аслашшӗ уншăн ашшӗ те, вӗрентекен те, канаш паракан та пулса тăрать. Кӗнеке вулама юратаканскер тем те пӗлет-çке.
Вулакан роман тăршшӗпех Альберт шăпине йӗрлесе пырӗ. Тӳлек те илемлӗ ачалăхпа яшлăх сисӗнмесӗр иртеççӗ – тӗп сăнар алла диплом илсе пурнăçăн анлă çулӗ çине тухать. Кооператив институтӗнче вӗреннӗ чухнех Альберт чӗрине пӗр ӗмӗт кӗрсе вырнаçать те пурăна киле хăй пирки аса илтерсех тăрать – архитектор пулас килет унăн. Анчах ӗмӗт патне çитиччен нумай чăрмава парăнтрама тивет. Чӗрине юрату туйăмӗ çавăрса илет.
Чӗлхи пуян та сӗтеклӗ çыравçăн. Танлаштарусемпе, эпитетсемпе, ваттисен сăмахӗсемпе тăтăшах усă курать вăл. Вулакан валли ăша хывмалли каларăш нумай романра: «Пуласлăха шанни, хăвна ӗненни – чи пысăк вăй, этеме çунат параканни, вăй-хал вӗрсе кӗртекенни. Сан тусусем ăслă пулсан эс те ăслă. «Эп ку шухăшланă ӗçе пурпӗрех тăватăп», – тетӗн пулсан – тăватăнах. Ăна пурнăçлама çирӗп план туман, тӗллев лартман пулсан ӗçӗ пуласси те ик телейлӗ».
Чăваш ялӗн шăпи те пăшăрхантарать А.И.Павловскаяна. «...Халь яла пырса кӗрсен чун ыратать: хапхасем умне хырман, çул уçман, пӳртсенче çутă çутман. Мăрьерен тӗтӗм тухмасть. Ялӗпе те шкула çӳрекен пӗр ача та çук...»
Çыравçă сюжета хивре çавăрса пырать: пӗр инкеке чăтса ирттертӗн çеç сăнарсемпе пӗрле – тепри сиксе тухать. Роман вӗçлениччен те кӗнекене алăран яраймастăн.
Тӗп сăнарăн тыткаларăшӗ, тен, пур чухне те тӗслӗх илмеллиех мар. Чи кирли – çумра çывăх çынсем тата юлташсем пулăшу аллине тăсса пани тата çын ырри патне туртăнма вăй-хал çитерме пултарни. Çакна каласшăн пулнă та Ангелина Ивановна Альберт савăнăçӗпе нушине ӗнентермелле ӳкерсе парса. Хапăл тусамăр, эппин, унăн черетлӗ романне!
Дарья МОРОЗОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Автор çинчен
Ангелина Павловская (Агния Ивановна Павловская) 1939 çулхи кăрлач уйăхӗн 31-мӗшӗнче Чăваш АССРӗн Вăрмар районӗнчи Пӗчӗк Енкасси ялӗнче çуралнă. Тăван ялти тăватă класлă пуçламăш, Аслă Чакри çичӗ çул çул вӗренмелли шкулсенче, Çӗрпӳри библиотекарьсем хатӗрлекен техникумра (1953–1956), И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика институчӗн филологи факультетӗнче (1959–1964) вӗреннӗ.
Аслă пӗлӳ илнӗ хыççăн Куславкка районӗнчи Карачри вăтам шкулта вырăс чӗлхи учителӗ (1964–1967), Куславккари комсомол райкомӗнче 1-мӗш секретарьте, унтан Шупашкарти Мускав районӗнчи çутӗç пайӗн инспекторӗнче ӗçленӗ, Шупашкарти 45-мӗш шкулта, 1-мӗш гимназире ачасене вырăс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.
Малтанхи тӗрленчӗкӗсем «Пионер сасси» хаçатра, «Хатӗр пул» журналта пичетленнӗ, «Ярăм-ярăм явăнать тӗтре» повеçӗ 1983 çулта «Ялав» журналта кун çути курнă.
А.И. Павловская – Раççей Федерацийӗн Писательсен союзӗн пайташӗ (2003).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев