АННЕ – ÇУРТ ĂШШИ, ПУРНĂÇ ИЛЕМӖ, ПУРНĂÇ ТӖРЕКӖ
Ачасен сочиненийӗсем
ХӐĂЙӖН ПЕК ПУЛМА ВӖРЕНТЕТ
Çӗр çинче чи хаклă çын вăл – анне. Манăн аннене Галя тесе чӗнеççӗ. Вăл Кӗçӗн Аксу ялӗнче çуралса ӳснӗ. Аттепе иккӗшӗ çемье çавăрнăранпа Аслă Аксу ялӗнче пурăнаççӗ. Вăл халь килти хуçалăхра вăй хурать, тутлă апат пӗçерсе çитерет, пушă вăхăтра чăлха-алсиш çыхать. Манăн анне питӗ ӗçчен те тирпейлӗ. Вăл пире – аппасемпе мана – хăйӗн пек пулма вӗрентет. Анне уроксем тума ялан пулăшать. Эпир те ăна ырăпа тавăратпăр, шкулта лайăх вӗренсе савăнтаратпăр. Эпӗ аннене питӗ юрататăп, хисеплетӗп. Хаклă çыннăма Анне кунӗпе саламлатăп, çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр, ырă кун-çул сунатăп.
Фёдор УНИСКОВ.
ПИРӖНШӖН ТĂРĂШАТЬ
Маншăн чи хаклă та çывăх çын – анне. Манăн анне Надя ятлă. Вăл Хулаçырми ялӗнче çуралса ӳснӗ. Анне бухгалтера вӗренсе тухнă. Ун хыççăн Хулаçырминче, Аслă Аксура бухгалтер пулса ӗçленӗ. Аттепе пӗрлешнӗренпе Аслă Аксу ялӗнче пурăнать. Вăл ӗçсӗр ларма юратмасть. «Росгосстрахра» агент та пулса ӗçлерӗ. Хальхи вăхăтра, кӗçӗн йăмăк çуралнăранпа, килти хуçалăхра тăрмашать. Вăл тӗрлӗ апат-çимӗç пӗçерет, пире уявсенче пӗрмай тутлă тортпа хăналать. Аннеçӗм пирӗншӗн тăрăшать, çунать, хуйхăрать, савăнать, пире пурнăçăн тӗрӗс çулӗпе утма, ырă çын пулма вӗрентет. Эпӗ аннене шкулта лайăх вӗренсе савăнтаратăп. Ăна питӗ юрататăп.
Хаклă çыннăм, анне! Сана уяв ячӗпе ырлăх, сывлăх сунатăп.
Ирина КАТИНА.
ЧИ ЫРĂ ÇЫН
Чи ырă çын вăл – анне. Манăн анне Наташа ятлă. Вăл Чăваш Паснапуç ялӗнче çуралса ӳснӗ. Аттепе анне çемье çавăрнăранпа Аслă Аксура пурăнаççӗ. Анне фермăра ӗçлет. Вăл килте тӗрлӗ апат-çимӗç пӗçерме кăмăллать, выльăхсене пăхать, япала çăвать. Анне пирӗншӗн ялан тăрăшать, пире ырă çын пулма вӗрентет. Вăл пирӗн çитӗнӳсемшӗн хӗпӗртет. Эпӗ те аннене савăнтаратăп, килте ăна ялан пулăшатăп. Юратнă аннене уяв ячӗпе ырă кун-çул сунатăп.
Снежана ЕФРЕМОВА.
ПИРЕ ЛАЙĂХ ÇЫН ТĂВАСШĂН
Анне – çурт ăшши, пурнăç илемӗ, пурнăç тӗрекӗ. Манăн аннене Марина тесе чӗнеççӗ. Вăл Кивӗ Йӗлмел ялӗнче çуралса ӳснӗ. Анне ял пурнăçне питӗ юратать, çавăнпа ялта çемье çавăрса тӗпленнӗ те. Вăл шкулта повар пулса ӗçлет, ачасене тутлă апат пӗçерсе çитерет. Килте те вăл пӗрре те ӗçсӗр лармасть: апат пӗçерет, япала çăвать, выльăх пăхать, пӳрт-çурта тирпейлӗ тытать. Унăн ӗçӗ питӗ нумай-çке, çавăнпа эпир пиччепе ăна пулăшма тăрăшатпăр. Куншăн вăл савăнать, пире ыталаса чуптăвать. Анне пире лайăх çын пулма сунать. Эпир ăна, ачисем, сывлăх, вăрăм ӗмӗр, ырă кун-çул сунатпăр.
Полина МОЛГАЧЕВА.
ÇЕМÇЕ ЧУНЛĂСКЕР
Аннеçӗм, эсӗ – хӗвел çути, пире хăвăн ырă куллупа çутататăн та, ăшăтатăн та. Манăн аннене Люся тесе чӗнеççӗ. Вăл Аслă Аксу ялӗнче çуралса ӳснӗ. Вăл тăван яла юратать, çавăнпа çакăнта çемье çавăрса пурăнать те. Анне «Росгосстрахра» агент пулса ӗçлет. Киле таврăнсан та вăл пӗрре те ахаль лармасть. Ăна пӗччен килте ӗлкӗрме йывăр-çке… Эпӗ ăна питӗ шеллетӗп, çавăнпа пулăшма тăрăшатăп. Куншăн вăл савăнать, мана хăй çумне ăшшăн çупăрлать. Унăн чунӗ çав тери çемçе-çке! Анне мана шкулта лайăх вӗренме хушать. Эпир ăна, икӗ ачи, сывлăх, вăрăм ӗмӗр сунатпăр.
Владислав ПЕТРОВ.
ЮМАХ ВУЛАТПĂР АННЕПЕ
Манăн аннене Лариса тесе чӗнеççӗ. Вăл Хулаçырми ялӗнче çуралса ӳснӗ. Шкул пӗтерсен Ульяновск хулинче çӗвӗçе вӗреннӗ. Унтан хăйӗн профессийӗпе фабрикăра ӗçленӗ, шкул ачисем валли формăсем çӗленӗ. Аттепе иккӗшӗ çемье çавăрнăранпа Аслă Аксу ялӗнче пурăнаççӗ. Манăн анне питӗ ӗçчен. Вăл пире тутлă апат пӗçерсе çитерет, мана уроксем тума пулăшать, юмахсем вуласа парать. Аннене хам та пулăшма тăрăшатăп, выльăхсене апат паратăп, хӗлле юр тăкатăп, çулла пахчара ӗçлетӗп. Эпӗ ăна юрататăп, хисеплетӗп. Юратнă çыннăма Анне кунӗпе саламлатăп, çирӗп сывлăх сунатăп.
Егор ИСКЕНДЕРОВ.
ӖÇСӖР ЛАРАЙМАСТЬ
Манăн анне Анжелика ятлă. Вăл Чăваш Çӗпрел ялӗнче çуралса ӳснӗ. Аслă Аксу ялӗнче çемье çавăрса пурăнать. Анне ӗçсӗр ларма пултараймасть. Мана та хăйпе пӗрле ӗçлеттерет, уроксем тума пулăшать. Вăл мана ӗç çынна илем кӳрет тесе ăнлантарать. Анне мана шкулта лайăх вӗренме хушать. Эпӗ ăна сывлăх, вăрăм ӗмӗр сунатăп.
Николай МУСКАТИНОВ.
ЧИ ÇЫВĂХХИ
Çӗр çинче чи çывăх çын вăл – анне. Ман анне Оля ятлă. Вăл Аслă Аксу ялӗнче çуралса ӳснӗ. Ялти шкултан вӗренсе тухсан Ульяновск хулинчи педуниверситетра аслă пӗлӳ илнӗ. Ун хыççăн яла таврăннă, халӗ агрофирмăра секретарь пулса ӗçлет.
Эпир аннепе питӗ туслă, килти ӗçсене килӗштерсе пурнăçлатпăр. Çулла çырлана, кăмпана çӳретпӗр, утă пуçтаратпăр, пахча çимӗç шăваратпăр, çум çумлатпăр, хӗлле юр тăкатпăр.
Çуллахи каникулта хуласене экскурсие каятпăр. Кăçал эпир Хусан хулинчи Кремльте, зоопаркра пултăмăр. Эх, епле хитре пирӗн тӗп хуламăр!
Анне мана уроксем тума ялан пулăшать. Эпӗ те ăна ырăпа тавăратăп, шкулта лайăх вӗренсе савăнтаратăп. Хаклă та юратнă çыннăма Анне кунӗ ячӗпе саламлатăп, çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр сунатăп.
Илья КАРПОВ.
ХĂЙӖН ӖÇНЕ ЧУНТАН ЮРАТАТЬ
Маншăн чи юратнă çын – анне. Манăн анне Нина ятлă. Вăл Аслă Аксу ялӗнче çуралса ӳснӗ. Ялти шкултан вӗренсе тухсан И.Н.Ульянов ячӗллӗ университетра аслă пӗлӳ илнӗ. Ун хыççăн яла таврăннă, халӗ шкулта директорăн воспитани енӗпе çумӗ тата вырăс чӗлхипе литературин, чăваш чӗлхипе литературин учителӗ пулса ӗçлет. Унăн ӗçӗ питӗ нумай. Пӗрре те пушанаймасть. Анне хăйӗн ӗçне юратать, ăна та ачасем хисеплеççӗ. Эпӗ ăна питӗ шеллетӗп, çавăнпа килти хуçалăхра пулăшатăп: урай шăлатăп, чашăк-тирӗк çăватăп, выльăхсене апат паратăп. Куншăн аннеçӗм питӗ савăнать, мана хăй çумне ăшшăн çупăрлать, ыталаса чуптăвать.
Анне ӗçрен таврăнсан тутлă апат пӗçерсе çитерет, мана килти ӗçсем тума пулăшать. Эпӗ ăна шкулта лайăх вӗренсе савăнтаратăп. Юратнă аннене уяв ячӗпе çирӗп сывлăх, вăрăм кун-çул сунатăп.
Петр ЛАРИОНОВ.
О. Бердникова сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев