Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Анне пур чух эпир телейлӗ!

Аксу районӗнчи Сергеевка ялӗнче пурăнакан 4 ача амăшне Зинаида Александровна Майоровăна тата «Сувар» вулакан мӗнпур аннене эпир те Анне кунӗпе саламласа çирӗп сывлăх, тулли телей, мӗнпур ыррине сунатпăр!

Аксу районӗнчи Сергеевка ялӗнче пурăнакан тăватă ача амăшӗн Зинаида Александровна Майорован шăпи хăй ӳсӗм çулӗнчи ытти ял хӗрарăмӗсеннинчен питех уйрăлса тăмасть. Хăрушă вăрçă хыççăн Тăван çӗршыва ура çине тăратма вăл та хăйӗнчен пай кӗртнӗ. 1946 çулта çуралнăскер, 8 класс пӗтерсенех тăван колхоза дояркăна вырнаçнă та мӗн тивӗçлӗ канăва кайиччен çак йывăр ӗçре тăрăшнă: ӗне сунă, пăру пăхнă. Мӗнлерех-ха тата?! Зинаида Александровнăна 1962 çулта «Ӗçри хастарлăхшăн» медальпе, 1974 çулта Ӗç мухтавӗн орденӗпе, Болгарие кайма турист путевкипе чысланă. Перестройка пуçланман пулсан Социализмла Ӗç Геройӗ ята та илмеллеччӗ, çӗршыври пăтранăва пула кăна докуменчӗсем кирлӗ çӗре çитеймен. «Малалли пирки шутлама пӗлмен эпир, ӗçленӗ те ӗçленӗ», — тет хăй кун пирки.

— Фермăра кашни дояркăн 14-шар ӗнеччӗ пирӗн ун чух, кунне виçӗ хутчен сăваттăмăр, алăпах. Кашни ӗнерен пăру илнӗ. Пăрушкисене пӗрер уйăх, хăш чух 20 кунччен, хамăрах пăхаттăмăр, унтан вӗсене пăру витине куçаратчӗç. 1969 çулта Болгарие те янăччӗ мана. Тӗрӗссипе каласан, пӗррехинче районтан пӗр çын килчӗ те çырса ларать. Вăл мӗн тума килнине пӗлмен ӗнтӗ эпир. Ку ма çырать ара тесе ăнтан кайрăм. Хамăр сунă сӗте уйрăм флягăна ярса пыратпăр. Вăл кам мӗнле хăвăртлăхпа ӗне сунине çырса пынă. Районӗпе те эпӗ чи хăвăрт сăваканни иккен. Вăт çавăншăн Болгарие кайма тивӗçрӗм те, — иртнине аса илет Зинаида Александровна.
Ӗне-выльăх çынран çирӗп дисциплина ыйтать, ыйха юратакансене кăмăлламасть. Дояркăн ӗçӗ хуть хăçан та кăвак çутăран та иртерех пуçланать. «Тăватă сехетченех ӗне айӗсене тасататтăмăр, унтан çӗпре шывӗ ӗçтереттӗмӗр те (сӗт ӳстертӗр тесе) пиллӗкре сума лараттăмăр. Кашни ӗнерен талăкне миçе литр сӗт сунине астумастăп ӗнтӗ халь. Аксу район сводкине вара ялан лекеттӗм», — тăсăлать малалла калаçу.
Колхоз ун чух та пӗр вырăнта тăман, самани улшăннă май, пӗрре ытти хуçалăхсемпе пӗрлешнӗ, ӗç каймасан каллех уйрăлнă. Виçӗ яла пӗрлештерекен «Вперед» колхоз та, «Дружба» та, «Верный путь» та пулнă. Çыннисем çеç улшăнмасăр йывăр тиевне туртнă. Юрать-ха Зинаида Александровнăн инçе утма тивмен, Сергеевка ялне качча тухсан ферма çумрах пулнă.
Сăмах май, Турă çырнине те ӗçрех тӗл пулнă вăл. 1969 çулта Сергеевка каччипе Василий Майоровпа пӗрлешсе çемье çавăрнă. Икӗ хӗрпе икӗ ывăл çуратса пурнăç çулӗ çине кăларнă. Зинаида Александровнăн ачисем (Маринăсăр пуçне, Нурлатра пурăнать) юнашарах. Икӗ ывăлӗ те, Владикпа Саша, ялтах тӗпленнӗ. Тиевлӗ машинăпа, çул-йӗр техникипе ӗçлекенскерсене таврара лайăх пӗлеççӗ, пулăшма ыйтаççӗ. Хӗрӗсенчен асли Наташа Беловкăра пурăнать пулсан та бухгалтерăн ялта ӗç çукран Нурлата ӗçе çӳреме тивет.
Зинаида Александровна паян телейлӗ анне, асаннепе кукамай тата мăн асанне халь. Ултă мăнукпа пӗр кӗçӗн мăнук унăн. Шел, мăшăрӗ çеç çак ырлăха кураймасть. Ӗмӗрӗпе «К-700» тракторпа ӗçленӗ механизатор 2002 çулта сарăмсăр вилсе кайнă.
— Колхоз саланас умӗн пире кастарнă ăйăр пачӗç. Рысак япала ӗрӗхсе каятчӗ, пăхса кăна тăмаллаччӗ. Хӗрарăм пулсан та боевойччӗ эп. Те вăрçтарнипе конюхсем хăйсем тытаймастчӗç ăна, эпӗ тухса тытса параттăм. Сӗт панăшăн çав çул вика ути пачӗç. Пӗр лавне килсе тăксан çухатрăм арçыннăма. Аслă хӗрачаран: «Аçу ăçта ара?», — теп. «Тепре кайрӗ», — тет ку. Лаша çине тăрса курманскер мӗншӗн кайнă вăл? Нумай та тăмарăмăр — салтакран таврăннă кӗçӗн ывăл килчӗ те: «Атте лаша çинчен ӳкрӗ, скорый илсе кайрӗ», — тесе хыпар пӗлтерчӗ. Лаша ӗрӗхсе каять-тӗк, урапи çине лармалла вӗт ӗнтӗ, вăл вара тăрса пынă. Ӳксе мăй шăммине хуçтарчӗ», — аса илет 22 çул пӗрле килӗштерсе пурăннă мăшăрне çухатнă куна Зина аппа.
Зинаида Александровна январӗн 12-мӗшӗнче 79 çул тултарать пулин те пурнăçа çирӗп тытса пырать-ха. Килте халӗ те сысна, чăх-чӗп усрать. «Атьсене выльăх ӳстерсе парса пулăшатăп ак», — терӗ ăшшăн Ӗç ветеранӗ. Ачисем ун пулăшăвне кӗтнипе мар, вăй-хал пур чух хăй ахаль ларайманнипе выльăх тытать. Аннесем вӗсем çапла, ачисемшӗн чуна пама хатӗр. Ачисем те пăрахмаççӗ Зинаида Александровнăна, кашни кун килсе çӳреççӗ, кунне темиçе хут шăнкăравласа халне пӗлеççӗ. Çакă мар-и-ха анне телейӗ?
Зинаида Александровнăна тата «Сувар» вулакан мӗнпур аннене эпир те Анне кунӗпе саламласа çирӗп сывлăх, тулли телей, мӗнпур ыррине сунатпăр!

(Майоровсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Общєство