Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Анне валли парне

Ăна ăсталама çамрăксене Аксури «Нежность» социаллă тивӗçтерӗвӗн комплекслă центрӗн социаллă ӗç енӗпе специалисчӗ Ольга Макарова вӗрентрӗ.

«Пӗр тан майсен çуртне» çӳрекен çамрăксем хăйсен амăшӗсем валли парнесем хатӗрлерӗç.

Анне кунӗ – чи çутă та ырă уявсенчен пӗри. Ачасем амăшӗсене мӗн  кирлине питӗ аван пӗлеççӗ. Амăшӗ каçпа ӗçрен ывăнса килӗ те кун-каçа япăх энерги пуçтарнă эрешӗсене хывса хурӗ, вара ăна тӳрех çăмăлрах пулса кайӗ. Çавăнпа ачасем амăшӗсем валли уяв тӗлне гипсран капăрлăх упрамалли илемлӗ пӗчӗк ывăссем ăсталас терӗç.

Ăна ăсталама çамрăксене Аксури «Нежность» социаллă тивӗçтерӗвӗн комплекслă центрӗн социаллă ӗç енӗпе специалисчӗ Ольга Макарова вӗрентрӗ. Ӗç вӗресе çеç тăчӗ. Çак процеса сăнама питӗ интереслӗ пулчӗ: киçтӗк тытнă атьсем тăрăшсах лартнă тӗллеве пурнăçларӗç.

Паллах, занятире çамрăксем хăйсен ӳнер хăнăхăвӗсене аталантарнисӗр пуçне хăйсен амăшӗсем çинчен каласа пачӗç, тупмалли юмахсемпе ваттисен сăмахӗсен тупсăмӗсене шыраса тавракурăмне те, пуплевпе шухăшлавне те аталантарчӗç.

Çакăн евӗр эрготерапи сусăр çынсен социаллă изоляци шайне  чакарать, вӗсен менталлă сывлăхне ӳстерет.

Аса илтеретпӗр, уйрăм çынсемпе занятисем «Татнефть» Ыркăмăллăх фончӗн грантне çӗнсе илнӗ «Пӗр тан майсен çурчӗ» мастерскойӗнче иртеççӗ.

(Вероника НИКОЛАЕВА. О.Макарова сăнӳкерчӗкӗ). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество