Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Антогонистсене пӗрлештерекенни пур

Хусан Кремлӗнчи ТР ГМИИ «Хазинэ» Наци ӳнер галерейинче «ТатАХРР/ТатЛЕФ: хире хирӗçлисен пӗрлӗхӗ тата кӗрешӗвӗ» («ТатАХРР/ТатЛЕФ: единство и борьба противоположностей») пысăк курав проекчӗ уçăлать

 

Хусан Кремлӗнчи ТР ГМИИ «Хазинэ» Наци ӳнер галерейинче «ТатАХРР/ТатЛЕФ: хире хирӗçлисен пӗрлӗхӗ тата кӗрешӗвӗ»  («ТатАХРР/ТатЛЕФ: единство и борьба противоположностей») пысăк курав проекчӗ уçăлать. Ăна ӳнер пӗрлешӗвӗсен 100 çулхи юбилейӗ тӗлне йӗркеленӗ. Ноябрӗн 14-мӗшӗнче 16 сехетре уçăлать курав.

Хусан кӗпӗрнинчи Революциллӗ Раççей ӳнерçисенАссоциацийӗн Тутар филиалӗ (ТатАХРР) тата Искусствăн сулахай фрончӗн Тутар уйрăмӗ (ТатЛЕФ). Юлашки çулсенче ӳнер авангардне çынсем кăмăлларах пани курăнать. Ăна халалланă курав залӗсем те, тӗпчев историйӗ те пур. 1920-1930 çулсенчи ӳнерçӗ-реалистсем вара, калăн, айккинче юлнă.

ТатАХРР тата ТатЛЕФ идеологи тӗлӗшпе пӗр-пӗриншӗн антогонистсем пулнă, анчах каярахпа вăхăт çак икӗ пӗрлешӗве мирлештернӗ тесех каламăпăр, анчах вӗсен хирӗçтăрăвӗ малтанхи пекех çивӗч пулман.

ТатАХРР 1935 çулта йӗркленнӗ ТАССР Художниксен союзӗн никӗсӗ пулса тăрать.

Икӗ тӗрлӗ ушкăнри ӳнерçӗсене пӗрлештерекенни Хусан ӳнер шкулӗ пулнă, нумайăшӗ унта пӗлӳ илнӗ. Революци шкула хытах лăсканă: е ӳнер мастерскойӗ, е институт, е техникум ят панă ăна. Унта ăсталăха туптанисем XX ӗмӗрӗн 20-мӗш çулӗсенчи нумай сулăмран кăмăл выртаканнине суйласа илнӗ. Пурин те çӗнӗ искуссто пуçараканӗ пулас килнӗ, искусcтвах пулмасан та, çӗнӗ сулăм уçма ăнтăлнă.

«Ӗç тата ӗçченсен хуçалăхӗ» Курав проекчӗн модельне конкурса тăратнă картинăсен куравӗ пек йӗркеленӗ. 2020-мӗш çулсенче пулас ӳнерçӗсемпе вӗсен вӗренекенӗсем  тӗрлӗ темăпа ӗçленӗ: ял хуçалăхӗ, НЭП, культура, тата ыттисем.  

Родченко, Маяковский, Радимов, Котов, Модоров, Кацман, Машков, Куприн, Рождественский – ӳнер искусствинче çитӗнӳ тунисен ӗçӗсем пур куравра.

Экспозицире 200 картина тăратнă.

Çак кунах Хусанта искусствоведсен вулавӗ уçăлать. Вăл икӗ куна пырать. Конференци тӗлне витӗмӗпе икӗ хăтлав йӗркеленӗ: авангард юхăмне тӗпчекен Михаил Бирюков (Владимир хули) хăйӗн «Мстёрский ковчег. Из истории художественной жизни 1920-х годов» (2023) кӗнекипе паллаштарать. Ăна «Гараж» хальхи вăхăтри культурăн музейӗ пичетлесе кăларнă.

Иккӗмӗш хăтлав ТР Патшалăх ӳнер искусствин музейӗн çӗнӗ сайтӗнче  «ТатАХРР/ТатЛЕФ: единство и борьба противоположностей» виртуаллă портал уçнипе çыхăннă. Владимир Потанинăн Ыркăмăллăх фончӗн «Музей 4:0» конкурсӗнче çӗнтернипе тума май илнӗ ку пысăк ӗçе.

Курав февралӗн 25-мӗшӗччен ӗçлет.

Сăнӳкерчӗксемпе ТР ГМИИ пресс-служби пулăшнă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Искусство