Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Антонина Карсакова: «Ачасем те хам пекех вулама юратаççӗ»

Библиотекăра пурӗ 24 çул тăрăшрăм. Вăрçă ветеранӗ Илья Алексеевич Тарасов (1894 çулхи, вăрçăра пулнăскер, ялта ăна Улинкка пичче тетчӗç) сумки-сумкипе кӗнеке илсе каятчӗ, унтан çаплах кӳрсе паратчӗ. Пӗррехинче вăл пӗр кӗтмен çӗртен мана: «Эс, хӗрӗм, мӗншӗн манран пӗртте кӗнекесен содержанине ыйтмастăн?» — терӗ. Хăйӗн калаçасси килнӗ пуль ӗнтӗ.

Антонина Карсакова (хӗр чухнехи хушамачӗ Зайцева) Çӗнӗ Йӗлмелӗнче çуралса ӳснӗ, çакăнтах пурăнать.


— Эп 1948 çулхи, ялта 8 класс пӗтерсен Кивӗ Улхашри вăтам шкула çӳреме пуçларăм. Çулталăк çурă вӗренсен анне чирлесе ӳкрӗ, çавăнпа вӗренӗве пăрахма тӳрӗ килчӗ. 1966 çулта вара ялти каçхи шкулта вăтам пӗлӳ илсе тухрăм. Ун чух директор Н. П. Вассияровччӗ, уроксене сиктерсен ятлатчӗ, питӗ хытă ыйтатчӗ. Хăй чăваш чӗлхи вӗрентетчӗ. Вăл çав çулах мотоциклпа ӳксе вилчӗ. Ун хыççăн Н. Н. Албутов директор пулчӗ, — аса илет Антонина Ивановна.

 

Унăн аслашшӗ Улинкка ятлă пулнă, хут çинче Алексей Зайцев тесе çырăннă. Асламăшӗ вара Марковсен йăхӗнчен. Вӗсен нумай ача пулнă, анчах çитӗнсе çитсен темиçен вилнӗ. Сывă юлнисем — Атюк, Марье, Ваççа, Якур тата Ванькка (Антонина Ивановнăн ашшӗ). 


— Ăнсăртран курсан Орловка ялӗн чăвашӗ мана: «Аслаçу питӗ вăйлă çын пулнă, лаша айне кӗрсе тăрса ăна йăтма пултарнă», — тенӗччӗ. Пӗррехинче асаттепе кӳршӗри Албутов Элеккан иккӗшӗ çӗрулми анкартине сухапуç туртса çурни те пулнă, туртаканӗ — асатте. Асатте пур чухне пирӗн пата касă çыннисем калаçса ларма пыратчӗç — Тарасов Кармиш, Назаров Тяппан, Албутов Миккалай (Элеккан ашшӗ). Лянкин Петя çамрăкрах пулсан та итлеме пырса ларатчӗ. Тытăнатчӗç вара лешсем вăрçă çинчен аса илме, калаçăвӗсем вăрăма тăсăлатчӗç.


Анне — Александра Николаевна — Мироновсен йăхӗнчен, ку йăхран Павел Миронович Миронов математик тухнă. Эпир пиллӗкӗн пӗртăван. Михаил Брянск облаçӗнче пурăнать, милици подполковникӗ, вăл унта районти милици пуçлăхӗ те пулнă. Зинаида — Çырчаллинче, Владимирпа Елизавета — Аслă Нагаткинта, — малалла тăсать вăл калаçăва.


Каçхи шкулта 10 класс пӗтерсен Туня акка колхозри пăру фермине ӗçлеме кайнă, хăй пек çамрăксемпе — Валентина Пастуховăпа, Елена Мискинăпа, Мария Зайцевăпа пӗрле вăй хунă. Хуланалла кайма кăмăл пулнă та — ун чухнехи колхоз председателӗ Мидхат Сатретдинов яман. Ав колхоз шутӗнчен вӗлле ӗрчетекене вӗренме кайăр тенӗ, анчах çамрăксем ун пирки шутламан. Вара Антонина Ивановна 1968 çулта ял библиотекине ӗçлеме вырнаçнă. 


— Ман умӗн библиотекăра Иван Изендеев темиçе уйăх ӗçленӗ, ăна салтака илсе кайнипе мана сӗнчӗç, хам та вулама юратнипе ку ӗçе тӳрех килӗшрӗм. Библиотекăра пурӗ 24 çул тăрăшрăм. Вăрçă ветеранӗ Илья Алексеевич Тарасов (1894 çулхи, вăрçăра пулнăскер, ялта ăна Улинкка пичче тетчӗç) сумки-сумкипе кӗнеке илсе каятчӗ, унтан çаплах кӳрсе паратчӗ. Пӗррехинче вăл пӗр кӗтмен çӗртен мана: «Эс, хӗрӗм, мӗншӗн манран пӗртте кӗнекесен содержанине ыйтмастăн?» — терӗ. Хăйӗн калаçасси килнӗ пуль ӗнтӗ. Библиотека ял клубӗнче (малтан чиркӳ пулнă) вырнаçнăччӗ, клуб урайне Мартынова Сима акка пусăран ăсса кӗнӗ сивӗ шывпах çăватчӗ. Хутма вутă çитместчӗ, шăнса кӳтеттӗм лара-лара. Библиотекăна тӗрлӗ çӗре куçарса çӳрерӗç ун чух, колхозри выльăх пăхакансен çуртӗнче те, пушаннă медпунктра та лартăмăр. Кайран шкула куçарчӗç.


1969 çулта çемьеллӗ пултăм, Владимир Петрович Карсакова (1942 çулхи) качча кайрăм. Вӗсем виççӗн пӗртăван пулнă, нушаллă ӳснӗ ачасем, икӗ ывăл та пӗр хӗр, Владимир — кӗçӗнни. Ашшӗ фронтран таврăнман, амăшне Турăпа пурăннăшăн 5 çула тӗрмене янă. Ывăлӗсем вара 10 çултах ялта тата кӳршӗри Сатурккара кӗтӳ кӗтме тытăннă. Мадуров Санюк Владимира ача чухне Ульяновск облаçӗнчи Креçниккав ялне те кӗтӗве илсе кайни пулнă. Мăшăрăм тракторпа ӗçлерӗ, пенсие каяс умӗн вара 10 çул колхозран автомашинăпа район центрне сӗт турттарчӗ. Кайран платник ӗçӗпе аппаланчӗ, ял чиркӗвне хăпартакан бригадăра та тăрăшрӗ, ӗмӗрне колхозра ирттерчӗ. Шел, 2018 çулта пӗр кӗтмен çӗртен вилсе кайрӗ, — кулянать Туня акка.
Карсаковсен çемйинче ултă ача ӳснӗ — пӗр хӗр те пилӗк ывăл. 1970 çулта çуралнă Любовь ялти шкулта вӗрентет. Леонид (1971) контрактпа Çурçӗр Кавказра хӗсметре тăнă, хӗрӳ точкăсенче çапăçнă, амансан килне таврăннă. Сергей те килте пурăнать. Петр Теччӗре педучилище, Хусанта институт пӗтерсе физкультура учителӗнче вăй хунă, кайран Ульяновскри ял хуçалăх институтӗнчен вӗренсе тухнă. Андрей (1978) Теччӗре педучилище пӗтернӗ, çар хӗсмечӗ хыççăн вара Псковри десант дивизине контракт çырса юлнă. Çар пенсийӗнче ӗнтӗ вăл, аслă сержант, çапах та канма шутламан, Украинăра ятарлă çар операцийӗ тытăнсанах унта кайнă, паян та çавăнта. Амăшӗ уншăн паян питӗ пăшăрханать. Андрей маларах Çурçӗр Кавказра, Югославире хӗрӳ точкăсенче те чылай çӳренӗ. Алексей Теччӗре техникумра вӗреннӗ, кайран Ульяновскри ял хуçалăх институтӗнчен агронома вӗренсе тухнă. Ачисем спортпа туслă, ялти футбол командинче чылай вылянă.


— Ачамсем те хам пекех вулама юратаççӗ, пушă вăхăт тупăнсанах аллине кӗнеке тытаççӗ, — тет кăмăллăн амăшӗ.

 

Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.


Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев