Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Апас районӗнчи Черккӗнри чăвашсем Кирилл митрополитран пил илнӗ

Иртнӗ эрнере Апас районӗнчи Черккӗн ялне Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл килсе кайнă. Кун пирки пире çак районти пӗртен-пӗр пачăшкă – Сергий атте савăнса хыпарларӗ.

Иртнӗ эрнере Апас районӗнчи Черккӗн ялне Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл килсе кайнă. Кун пирки пире çак районти пӗртен-пӗр пачăшкă – Сергий атте савăнса хыпарларӗ. Православи тӗнӗпе пурăнакансемшӗн ку питӗ пысăк тата савăнăçлă тӗлпулу пулнă.

Владыка Кирилл Бишево ялӗнчи чиркӳре кӗлӗ ирттернӗ. Ун хыççăн Черккӗнри Андрей апостол ячӗллӗ храма çитнӗ. Кунта вăл чиркӳ чанӗсене кӗлӗ вуласа çветит тунă.

Сергий атте пӗлтернӗ тăрăх, митрополит прихут çыннисемпе тӗл пулма килнисӗр пуçне тӗллевре Андрей апостол ячӗллӗ чиркӳре пыракан юсав ӗçӗсемпе паллашасси те пулнă.

  • Чиркӳре халӗ юсав ӗçӗсем пыраççӗ. Кӗлӗсене туллин  ирттерейместпӗр хальлӗхе. Ача шыва кӗртетпӗр, венчет тăватпăр, кăштах службăсем те ирттеретпӗр. Анчах чиркӳ кирлӗ пек туллин ӗçлесе каяймарӗ-ха. Малтан юсавпа çыхăннă ӗçсене туса пӗтермелле. Чансене çветит турăмăр, черетре чиркӳ. Владыка хăйех килет ăна тума. Ялти хуçалăх чиркӗве 100 пин тенкӗлӗх сертификат парнелерӗ. Район брусчатка пачӗ. Çак укçапа эпир чиркӳ картишӗнче брусчатка сарас ӗçшӗн тӳлесе ярасшăн, терӗ Сергий атте лару-тăрупа паллаштарса.  

Ял çыннисем митрополита кӗтсе чиркӳ таврашне пуçтарса тирпей-илем кӗртнӗ. Хăйсем те чăвашла тумланса хитреленсе килнӗ тӗлпулăва. Митрополитран пил ыйтнă ял çыннсем. Хавхаланса юлнă православи халăхӗ ку тӗлпулу хыççăнӗ Халӗ вӗсем чиркӗве çветит тăвасса кӗтеççӗ.

Сăнӳкерчӗксем Хусан епархийӗн пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Православие