Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Апрелӗн 18-мӗшӗччен «Сувара» йӳнӗрехпе çырăнма пулать

Хаклă вулакансем! 2024 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли хаçат-журнал çырăнмалли кампани малалла тăсăлать. Эппин юратнă кăларăмсене çитес çур çулта та илсе тăрас тесен вăхăта çухатмасăр çыхăну уйрăмне васкамалла.

Апрелӗн 18-мӗшӗччен «Сувар» хаçата йӳнӗрех хакпа çырăнма пулни пирки аса илтеретпӗр сире, хаклă вулакансем. Раççей Почти ирттерекен çырăнтару декади шăп çав кун вӗçленет. 


Тӗп çырăнтару вăхăтӗнчи хак Тутарстанра 6 уйăха 783 тенкӗ те 78 пус-тăк, декада вăхăтӗнче чăвашла кăларăма 689 тенкӗ те 10 пуспа çырăнма пулать. 
Чăваш Енре, Ульяновск, Самар, Пенза, Ленинград, Мускав облаçӗсенче «Сувара» апрелӗн 18-мӗшӗччен 747 тенкӗ те 30 пуспа (тӗп çырăнтару кампанийӗ вăхăтӗнчи хак 820 тенкӗ те 32 пус);


Пушкăртстанра тата Челябинск облаçӗнче 782 тенкӗ те 82 пуспа (тӗп кампани вăхăтӗнче 859 тенкӗ те 80 пус) çырăнма пулать. 
Майпа усă курăр, тăванăмăрсем!


Хаçат индексӗ Тутарстанра — П2340, Раççейӗн ытти регионсенче — П7093.


Чăваш пулар, пӗрле утар!

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: подписка 2024