Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АРА МИШШИН ПУЛТАРУЛĂХ КАÇӖ

Чăваш Республикин Наци вулавăшӗнче авăн уйăхӗн 5-мӗшӗнче Ара Мишшин пултарулăх каçӗ иртрӗ.

Михаил Николаевич Краснов (литературăра – Ара Мишши) 1953 çулхи çурла уйăхӗн 5-мӗшӗнче Вăрмар районӗнчи Кӗтеснер ялӗнче çуралса ӳснӗ. Псевдонимне ял çывăхӗнче юхса иртекен Ара шывӗн ячӗпе илнӗ. Çырас туртăм вара унăн ачаллах палăрнă. «Шкулта вӗреннӗ чухне киле ӗç анне çинчен сăвă çырма панăччӗ, эпӗ вара атте çинчен çырса килтӗм. Çакă манăн чи пӗрремӗш хайлав пулчӗ, икӗ çаврăмне Вăрмар районӗн «Хӗрлӗ ялав» хаçатӗнче те пичетлерӗç. Пиллӗкмӗш класра вӗреннӗ чухне пирӗн шкула Василий Алендей, Леонид Агаков тата Петӗр Хусанкай çыравçăсем тӗлпулăва килсе кайрӗç», – аса илет Михаил Николаевич.

Тăван ялти шкултан вӗренсе тухнă хыççăн И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче, Чулхулари Партин аслă шкулӗнче, Питӗрти патшалăх университечӗн Шупашкарти филиалӗнче пӗлӳ илнӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика институчӗн (халӗ – университет) аспирантуринче вӗреннӗ. Михаил Николаевич ӗмӗр тăршшӗпех Чăваш патшалăх влаçӗн тата вырăнти хăйтытăмлăх органӗсенче ӗçленӗ. Тивӗçлӗ канăва тухиччен Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ӗçӗсен тата архив ӗçӗн министерствинче министр çумӗнче тата этноконфесси хутшăнăвӗсен пайӗн пуçлăхӗнче вăй хунă.

Ăна Чăваш Республикин патшалăх граждан службин действительнăй патшалăх советникӗн иккӗмӗш класлă чинне панă (2007). Медальсемпе, Раççей Федерацийӗн тата Чăваш Республикин Культура министерствисен Хисеп хучӗсемпе наградăланă. Михаил Краснов – 

Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ (2008), Раççей Федерцийӗн Журналистсен союзӗн (2013), Раççей Писательсен союзӗн (2017) пайташӗ, Н.В.Никольский (2018), В.С. Алендей (2019) ячӗллӗ премисен лауреачӗ, Вăрмар районӗн хисеплӗ гражданинӗ (2023).

Литература ӗçне Ара Мишши тивӗçлӗ канăва тухсан пуçăннă. 

Кайран, Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ӗçӗсен тата архив ӗçӗн министерствинче ӗçлеме тытăнсан, чăваш çыравçисемпе пӗрле чылай çулçӳреве тухнă вăл, сăмах ăстисемпе тăтăшах хутшăннă. Пурнăçӗнчи çак самантсем ăна тивӗçлӗ канăва тухсан алла калем тытма хавхалантарнă.

Чăваш кӗнеке издательствинче унăн «Çамрăк юланутçă (2015), «Пӗрремӗш утăмсем. Первые ступеньки» (2017), «Пиллӗкмӗш чӗрӗк. Пятая четверть» (2018), «Сеятель духовности» (2018), «Тăвалла çул» (2021) кăларăмсем кун çути курнă.

– Ара Мишши хайлавӗсенче паянхи куншăн уйрăмах пӗлтерӗшлӗ ыйтусем хускатать, тăван чăваш чӗлхине упраса хăварасси, атте-аннене хисеплесси, шкул пӗтерсен кăмăла каякан професси суйласа илесси, чăваш ялне упраса хăварасси т. ыт. те. Чăваш литературинче хăйӗн вырăнне тупрӗ теме пулать Михаил Николаевич çинчен, – тесе палăртрӗ уявра Чăваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн çумӗ Ольга Федорова.

Пултарулăх каçӗнче уяв кӗрекеçине «Вăрмар районӗн хисеплӗ гражданинӗ» ят, Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ӗçӗсен тата архив ӗçӗн министерствин Хисеп паллине парса чысларӗç. Юрий Сементер, Светлана Асамат, Раиса Сарпи, Анатолий Кибеч, Юхма Мишши чăваш халăх çыравçисем, Чӗмпӗр тăрăхӗнчен килсе çитнӗ Николай Ларионов, Валентина Тарават сăмах ăстисем, Чăваш Республикин Профессиллӗ Писательсен союзӗн председателӗ Улькка Эльмен, Раççей Федерацийӗн Журналистсен союзӗн Чăваш Енри уйрăмӗн председателӗ Валерий Комиссаров тата ыттисем те юбиляра ăшшăн саламларӗç. Чăваш Наци вулавăшӗ çумӗнчи «Эткер» фольклор ушкăнӗн юррисем (ертӳçи – Земфира Яковлева) Ара Мишшин пултарулăх каçне илем кӳчӗç.

 

Дарья МОРОЗОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чуваши