Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Арининăн юррисене тăвăллăн алă çупса йышăнчӗç

Анатолий Николаевич манăçнă ӗлӗкхи юрăсене çӗнетсе çамрăксене музыкăпа интересленме, ăна юратма хавхалантарать Ноябрь вӗçӗнче Шупашкарти Трактор тăвакансен Культура керменӗнче «Чăваш Республикин Композиторсен ассоциацийӗ – творчествăлла союз» обществăлла организаци (ертӳçи С.В.Тяхмусова) «Тăван ен юрри-кӗвви» ятпа отчетлă концерт лартрӗ. Ăна Раççейри Педагог тата вӗрентекен çулталăкне халалланăччӗ.

Ку концертра чӗрӗ сасă çеç янăрарӗ – кӗвӗ инструменчӗсем те, юрлакансен сасси те. ЧР Композиторсен ассоциацийӗн пайташӗсен хайлавӗсене халăх патне çитерекенсен шутӗнче Чăваш Енри искусство шкулӗсен, баянистсен, халăх инструменчӗсен тата вӗрсе каламалли кӗвӗ хатӗрӗсен пӗрлеш­тернӗ оркестрӗсем, «Классика» капелла тата ытти коллективсем пулчӗç. Вӗсен йышӗнче Санкт-Петербургран килнисем те пурччӗ. 

Мӗнле кăна кӗвӗ инструменчӗпе каланине итлемерӗç-ши куракансем çак концертра? Балалайкăпа тута купăсӗнчен пуçласа электро тата бас-гитара таранах. Концерт çӳллӗ шайра иртнинче ЧР Композиторсен ассоциаци­йӗн президенчӗн С.В.Тяхмусован, С.В.Логинова секретарӗн тата ытти хастар пайташсен тӳпи çав тери пысăк. Куракансем кашни номере хапăл туса йышăнчӗç. 

Сцена çине паллă поэт тата композитор, Чăваш Республикин Писательсен союзӗн вырăс уйрăмӗн председателӗ, Чăваш Республикин Композиторсен ассоциацийӗн пайташӗ, В.В.Путин панă «Культурăпа искусствăри ӗçсемшӗн» медаль кавалерӗ Анатолий Аринин та тухрӗ. Вăл Юхма Мишшин сăвви тăрăх рок стилӗпе кӗвӗленӗ «Савни» юрăпа паллаштарчӗ. Анатолий Николаевичăн тепӗр «Расцветай, мой край чувашский» юррине вăл ертсе пыракан «Данс-рок-капелла» вокалпа инструментсен ушкăнӗ тата Шупашкарти 20-мӗш номерлӗ вăтам шкулăн С.В.Турбина ертсе пыракан ача-пăча хорӗ шăрантарчӗ. 

А.Арининăн юррисене залра ларакансем питӗ тăвăллăн алă çупса йышăнчӗç. Çине-çине «Браво! Бис!» – тесе кăшкăрчӗç. Анатолий Николаевичăн юрри-­кӗввинче чун-чӗрене хавхалантаракан çӗнӗ сывлăш пуррине залра ларакан профессиллӗ музыкантсем те палăртрӗç. Унăн тӗрлӗ стильлӗ – рок, джаз, блюз, фьюжн, поп, фолк – юррисем халăхра питӗ анлă сарăлнă. 

Вăл, Чăваш Енӗн ывăнма пӗлми патриочӗ, манăçнă ӗлӗкхи юрăсене çӗнетсе çамрăксене музыкăпа интересленме, ăна юратма хавхалантарать. Анатолий Николаевичăн юррисенче чăваш пентатоники пур, çакă чăн чăваш кӗввине сыхласа хăварма пулăшать. Аринин çӗнетнӗ, аранжировка тунă юрăсем тата та чӗррӗнрех илтӗнеççӗ, мӗншӗн тесен композитор паянхи кунпа тан утать. Вăл хуть хăш произведение çырнă чух та кӗвӗлӗх, шайлашулăх, илем пирки манмасть, çавăнпа унăн хайлавӗсем пӗри теприн пек мар. 

А.Аринин ертсе пыракан «Данс-рок-капелла» вокалпа инструмент коллективӗ хула тата республика шайӗнче иртекен уявсене те тăтăш хутшăнать. Анатолий Николаевичăн Шупашкар, Çӗмӗрле, Чăваш Ен пирки çырнă юррисем питӗ нумай. Сăмах­ран, Анатолий Николаевичăн чăвашла хайлавӗсем Чăваш Автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 çул çитнине халалланă мероприятире Мускавра та янăранă. Кăçалхи июньте А.Арининпа унăн коллективӗн пултарулăхӗпе Мускаври Хӗрлӗ тӳремре çӗршывăн тӗп хулинче пурăнакансем çеç мар, чикӗ леш енчен килнисем те хаваспах паллашнă. 10-шар пин чăваша пухакан Мус­кав «Акатуйӗнче» те Арининпа унăн коллективӗ пӗрре мар хăйӗн пултарулăхӗпе савăнтарнă. Унăн юррисем федераллă каналсемпе те янăраççӗ, çавăнпа та Чăваш Енре кăна мар, çӗршывăн тӗрлӗ регионӗсенче палăраççӗ. 

Георгий ФАДЕЕВ-ХАВАЛ,

ЧР культурăн тава 

тивӗçлӗ ӗçченӗ, 

поэт, ЧР Композиторсен ассоциацийӗн пайташӗ,

«Пламя» ансамбль ертӳçи. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев