Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Арскра 45 хваттерлӗ икӗ ҫурт тӑвӑнать

Кӑҫал кӑна ТР Президенчӗ ҫумӗнчи Патшалӑх ҫурт-йӗр фончӗн инвестицийӗсен шутӗнчен республикӑра пурӗ 273,6 тваткал метрлӑ  4970 хваттер тӑвӑнать

Арскра соципотека программипе икӗ нумай хваттерлӗ ҫурт тума тытӑннӑ. Унта районти 90 ҫемье хваттер илме пултарӗ. "Жилье и городская среда" нацпроекта кӗртнӗ ку стройкӑна ТР Патшалӑх ҫурт-йӗр фончӗ, вӑл ҫурта ҫулталӑк хушшинче туса пӗтересшӗн.
Илме юрӑхлӑ ипотекӑпа, социаллӑ программӑсемпе, эконом-класлӑ ҫурт-йӗр тӑвас программӑсемпе ҫынсене ҫурт-йӗрлӗ тӑвасси – Тутарстан Президенчӗ лартнӑ стратегиллĕ задача.
Кӑҫал кӑна ТР Президенчӗ ҫумӗнчи Патшалӑх ҫурт-йӗр фончӗн инвестицийӗсен шутӗнчен республикӑра пурӗ 273,6 тваткал метрлӑ  4970 хваттер тӑвӑнать. 2021 ҫулта парӑнакан объектсене тума пуҫлаҫҫӗ. Вӗсен хушшинче Арскри 45 хваттерлӗ, 5 хутлӑ, кирпӗчрен тӑвӑнакан икӗ ҫурт та пур. Вӗсемсӗр пуҫне Арскра тӑлӑх ачасем валли 4 хваттерлӗ тата 18 хваттерлӗ ҫуртсем тӑвӑнаҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев