Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Асамлă арча»

Анат Кама хулинчи 34-мӗш номерлӗ гимназире кашни вӗренӳ çулӗнчех тӑван (чӑваш) чӗлхепе литературăн декади иртет

(Чăваш чӗлхипе 2-мӗш класра ирттермелли урок)

Анат Кама хулинчи 34-мӗш номерлӗ гимназире кашни вӗренӳ çулӗнчех тӑван (чӑваш) чӗлхепе литературăн декади иртет. Çак тапхӑрта вӗренекенсен тӑван ен историйӗпе, культурипе тӗплӗнрех паллашма май пур. Чӑваш йӑли-йӗркисене тӗпе хурса йӗркеленӗ уроксем, мероприятисем вӗренекенсен ӑс-хакӑлпа пултарулӑхне тата хастарлӑхне аталантарма пулӑшаççӗ.

 

Предмет: Чăваш чӗлхи.

Класс: 2-мӗш.

Урок теми: «Асамлă арча».

Сапăрлăх тӗллевӗ: чăваш чӗлхине, культурине, искусствине юратма вӗрентесси; ӗçе хисеплеме, юратма вӗрентесси.

Пӗлӳ тӗллевӗ: «мӗн тунă?» ыйтури глаголсемпе калаçура, çырура усă курма вӗрентесси; чăваш тумӗпе паллаштарасси.

Аталантару тӗллевӗ: ачасен шухăшлавне аталантарасси; диалог тума, шухăша тулли предложенисемпе калама вӗрентесси.

Урок мелӗсемпе меслечӗсем: калаçу, ăнлантарни, диалог; сăнав меслечӗ; вăйă меслечӗ (пултарулăх вăййисем, аталантаракан вăйăсем); тренинг; лару-тăру моделӗсене улăштарни (ӗçленӗ тата калаçнă чух пӗр ӗçрен тепӗр ӗç çине хăвăрт куçни); текстпа ӗçлени (илемлӗ вулани, куçару).

Пуплеве аталантарасси: текстпа тӗрӗс ӗçлеме хăнăхтарасси; ыйтусене хуравласси; предложенисене йӗркелесси, шухăша тӗрӗс калама хăнăхтарасси.

Çӗнӗ сăмахсемпе тата сăмах ушкăнӗсемпе паллаштарни: пиçиххи – пояс; çăпата – лапти; чăлха – чулки; сурпан – сурбан; кӗпе – рубаха (женская, мужская); çуха – воротник; аркă – подол, çанă – рукава.

Курăмлăх хатӗрӗсем: Power Point программăра хатӗрленӗ урок презентацийӗ, компьютер, проектор, дидактика хатӗрӗсем, «Илемлӗ чăваш тӗрри…» юррăн кӗвви, чăвашăн ӗлӗкхи тумтирӗллӗ «асамлă арча», чăваш тумӗллӗ Айпи пукане.

Урок тӗсӗ: çӗнӗ темăна вӗрентни.

Урок эпиграфӗ:  

Илемлӗ, илемлӗ, 

Илемлӗ чăваш кӗпи.

Илемлӗ чăваш кӗпи те

Тăхăнма пӗлсен кăна… 

(Халăх юрринчен.)

 

Урок юхăмӗ

 

I. Хатӗрленӳ тапхăрӗ

1.1. Сывлăх сунни. 

Урок пуçламăшӗнче «Илемлӗ, илемлӗ…» чăваш халăх юрри янăрать. Учительпе Айпи класа кӗрсен, ачасем сăвă калама пуçлаççӗ, юрă янрама чарăнать:

Шăнкăрав сас пачӗ

Урока чӗнсе.

Пӗтӗм класс шăпланчӗ

Урока кӗтсе.

(Ачасем тата вӗрентекенпе Айпи пӗр-пӗрне, унтан урока килнӗ хăнасене сывлăх сунаççӗ).

1.2. Вӗрентекенпе дежурнăй калаçни. 

– Класра паян кам дежурнăй?

– Класра кам çук?

– Паян миçемӗш число, мӗнле кун?

II. Пуплев саманчӗ 

(Айпи ачасене хăйӗн тумӗ çинчен ыйтусем парса калаçтарать).

– Эпӗ мӗн-мӗн тăхăннă?

– Тухьяна мӗнпе илемлетнӗ?

– Тевете мӗнпе илемлетнӗ?

– Тевете камсем тăхăнаççӗ? 

– Манăн тумтир сире килӗшет-и?

– Мӗншӗн?

III. Çӗнӗ материалпа паллаштарни

– Ачасем, эпир сирӗнпе паян асаннен «асамлă арчинче» мӗн-мӗн упраннине пӗлӗпӗр. Чăвашсен ӗлӗкхи тумтирӗ çинчен калаçăпăр. Вырăссен тумӗнче мӗнле уйрăмлăхсем пуррине тупăпăр.

 

3.1. Ачасене учитель тупмалли юмахсем калать, ачасем тупсăмне тупаççӗ. 

Ачасем тупсăмне тупаймасан учитель хăй каласа ăнлантарать. Тупсăмне пӗлсен учитель «Асамлă арчана» уçса унти япаласене пӗрерӗн кăларса манекен çине тăхăнтартса пырса кашни япала çинчен каласа парать.

– Икӗ çанăллă, аркăллă, çухаллă, тӗрлесе илемлетнӗ япала. (Кӗпе).

– Ăна пуçа тăхăнаççӗ. Хăй илемлӗ. Ун çинче шăрçасем, тенкӗсем пур. Ăна хӗрарăмсем кăна тăхăнаççӗ. (Хушпу).

– Тӗртсе тунă, илемлӗ, тӗрлӗ тӗслӗ, пилӗке çыхакан япала. (Пиçиххи).

– Ăна тӗрӗсемпе илемлетнӗ. Тӗрӗсене хура, симӗс, хӗрлӗ, сарă, кăвак çипсемпе тӗрлеççӗ. Пуçа сырмалли япала. (Сурпан).

– Сăрантан тăваççӗ, ытларах чухне хура тӗслӗ, урана тăхăнмалли япала. (Атă).

– Пушăтран хуçса тунă урана тăхăнмалли хатӗр. (Çăпата).

– Ăна хӗрарăмсем, хӗрачасем пуçа çыхаççӗ. Вăл тăваткал, тăрăхла, ярапаллă пулать. (Тутăр).

Ачасем тумтирӗн ячӗсене каласа тухнă хыççăн манекена тăхăнтартсан – слайдсем çинче чăваш тумтирӗн ӳкерчӗкӗсем пулаççӗ, вӗсене хирӗç вырăс халăхӗн тумтирӗсем вырнаçаççӗ. Мӗн курнине ачасем танлаштарса тӗпчеççӗ. 

 

3.2. Çӗнӗ сăмахсемпе, сăмах ушкăнӗсемпе паллаштарни.

Экран çине çӗнӗ сăмахсем тухаççӗ. Ачасем: 

– вӗрентекен хыççăн каласа пырса сăмахсене тӗрӗс вулама вӗренеççӗ;

– хăйсем тӗллӗн вулаççӗ;

– мăшăрпа вулаççӗ;

– сăмахсемпе сăмах майлашăвӗ е предложенисем тăваççӗ.

 

3.3. Лексика хăнăхăвӗсене аталантарни.

«Икӗ хут» вăйă вылятпăр. Кӗнекен 1-мӗш хăнăхтарăвӗнче панă «Асамлă арча» сăвăри кашни йӗркене икӗ хут вулатпăр. Тӗслӗхрен, пӗрремӗш йӗрке çакăн пек вуланмалла: «Пӗррехинче, пӗррехинче, каçхине, каçхине». Пӗрин хыççăн тепри черетпе вулатпăр. Сăвва вуласа пӗтерсен учитель ачасем ăна мӗнле ăнланнине тӗрӗслет, ăнланман вырăнсене уçса парать.

 

3.4. «Мӗн тунă?» ыйтури глаголсемпе калаçура усă курма вӗрентесси. 3‑мӗш хăнăхтарури ыйтусене хуравласси. Ыйтусем слайдсем çинче те пулаççӗ. Тӗрӗс хуравласан – хуравсем те слайд çине тухаççӗ.

 

3.5. Çыру хăнăхăвӗсене аталантарни.

Çыру тетрадӗнчи 1-мӗшпе 2-мӗш хăнăхтарусене туни. Пурте пӗрле ӗçлеççӗ: предложенисене вуласа вырăсла куçараççӗ, вӗсен йӗркине тупса палăртаççӗ, номерлесе çырса хураççӗ. Предложенисен йӗрки  çапла пулмалла: 1. Асламăшӗпе мăнукӗ пурăннă. 2. Асламăшӗн илемлӗ йывăç арча пулнă. 3. Арчара илемлӗ тумтир пулнă. 4. Пӗррехинче асламăшӗ мăнукне       хăй патне чӗннӗ. 5. Илемлӗ япаласем парнеленӗ.

Хăйсен ӗçне пурте слайд çине пăхса тӗрӗслеççӗ.

Физкультура саманчӗ

Чăваш ташшин кӗвви янăрать. Ачасем вӗрентекенпе пӗрле чăваш ташшин ансат хусканăвӗсене пурнăçлаççӗ. Кӗвӗ чарăнсан пурте шăппăн лараççӗ. Урок малалла тăсăлать.

IV. Вӗреннине çирӗплетни

Рольсемпе вылямалли вăйă. Ачасем хăйсен кăмăлӗпе виçӗ ушкăна уйрăлаççӗ. Вӗсем валли карточкăсем çинче чăваш тумӗн пайӗсемпе çыхăннă 3 тӗрлӗ ӗç сӗннӗ. Кашни ушкăн пӗр карточка туртса кăларать.

1-мӗш ӗç. Карточка çине чăваш тумӗн пайне ӳкерсе хунă. Ачасен унăн ятне пӗлмелле, ун çинчен каласа памалла. Тӗслӗхрен: тухья. 

Тухья питӗ илемлӗ. Тӗрлӗ тӗслӗ, йăлтăркка. Тухья çинче шăрçасем, тенкӗсем пур. Тухьяна пуçа тăхăнаççӗ. Тухьян пуçӗ шӗвӗр. Тухьяна хӗрачасем тата хӗрсем тăхăнаççӗ.

2-мӗш ӗç. Карточка çинче чăваш тумӗн пӗр пайне сăнлакан текст панă. Ăна ачасен вырăсла куçармалла. Тӗслӗхрен: кӗпе. 

Чăвашсем шурă тӗсе юратнă. Уяв кӗпине шурă пиртен çӗленӗ. Кӗпене тӗрлесе илемлетнӗ. Тӗррисене аркă çине те, çанă çине те тӗрленӗ. Кӗпи питӗ хитре пулнă.

3-мӗш ӗç. Карточка çине чăваш тумӗн пайне ӳкерсе хунă. Унпа çыхăнтарса ачасен ыйтусем хатӗрлемелле. Тӗслӗхрен: хушпу. 

Хушпăва ăçта тăхăнаççӗ? Хушпăва мӗнпе илемлетеççӗ? Хушпăва камсем тăхăнаççӗ?

V. Пӗтӗмлетӳ туни

 

1. Тӗрӗслев.

Паян, ачасем, эпир сирӗнпе чăваш халăх тумтирӗ çинчен калаçрăмăр. Эсир урока мӗнле ăнланнине Айпи ыйтусем парса тӗрӗслесшӗн.

– Паян урокра мӗн çӗнни пӗлтӗмӗр?

– Хӗрсемпе хӗрачасем мӗн-мӗн тăхăннă?

– Сире чăваш тумтирӗ килӗшет-и?

– Чăваш тумӗ илемлӗ-и?

Чăнах та, чăваш тумӗ илемлӗ. Паллах, ачасем, чăваш тумӗ тăхăнма пӗлсен кăна илемлӗ. Çакна юрăра та каланă.

 

2. Ачасен ӗçне хаклани.

Ачасем, эсир паян питӗ маттур ӗçлерӗр. Тӗрӗс хуравсем нумай пулчӗç.

 

3. Сывпуллашни.

Класра «Илемлӗ, илемлӗ, илемлӗ…» чăваш халăх юрри янраса каять. Малтанхи йӗркесене ачасем учительпе пӗрле юрлаççӗ.

Ачасем, сире паян урок килӗшрӗ-и? Килӗшрӗ пулсан алă çупар!

– Сывă пулăр, ачасем!

– Сывă пулăр, Надежда Михайловна! Сывă пулăр, хаклă хăнасем!

VI. Киле ӗç пани:

1. «Асамлă арча» сăвва илемлӗ вулама вӗренсе килмелле; 

2. Çыру тетрадӗнчи 3-мӗш хăнăхтарăва тумалла.

 

Ирина Ивановна Третьякова, 

Анат Кама хули, 

34-мӗш гимназин

чăваш чӗлхи вӗрентекенӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: педагогика