Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АСĂНМАСĂР АН ЮЛĂР

Юрать чăвашсен çак праçник Çимӗк пур. Вăл пулăшнипе тӗл пулаятпăр

Çимӗк – мăн асаттесен тӗнӗпе пурăнакан чăвашсен праçникӗ. Ази çӗрӗсенче пурăннă вăхăтрах çак уяв питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнă. Ăна ирттерме темиçе кун малтан киле, картишне, çурт умӗсене тирпейленӗ. Халь пысăк ӗçсене пӗрле тăвас йăла таврăнса пырать курăнать – ял масарне тасатасси, палăксен чартакӗсене (ограда) сăрласси, вӗсене юсасси. Ӗлӗк-авал пирӗн мăн асаттесем ăруран ăрăва, сыпăкран сыпăка каласа хăварнисене ваттисем пире пӗлтереççӗ.

Çимӗк чăнах та пирӗншӗн ваттисене асăнмалли чи пысăк кун шутланать. Ăна хăйсен тӗнӗпе пурăнакан чăвашсем вырăссен Троица умӗнхи эрнинче кӗçнерникун ирттереççӗ. Çимӗкчен çичӗ хутчен шыва кӗмелле, çичӗ тӗрлӗ курăк çимелле. Аслати пӗрремӗш хут кӗрлесен вӗлтрен яшки пӗçерсе çимелле, вара çулталăкӗпех чир-чӗр çыпçăнмасть теççӗ.

Çимӗк кун тул çутăлнă-çутăлман мунча хутса пултараççӗ. Çӗнӗ милӗкпе мунча кӗреççӗ. Эпир те ир-ирех мунча хутса пултартăмăр. Каçхине вăрмана кайса çӗнӗ хурăн милӗкӗ касса килтӗм, йăли çавнашкал. Çӗнӗ милӗкпе мунча кӗтӗмӗр.

 Килти ӗçсене пуçтарса-тирпейлесе пӗтерсен, яла кайма çула тухас терӗмӗр. Хăшӗсем тепӗр уява та ун пек кӗтмççӗ-тӗр, Çимӗке çемйисемпе пухăнса килеççӗ вӗт. Çул çине çемьепе пуçтарăнса тухрăмăр. Автомобиль ялалла çăмăллăн чупать. Машина салонӗнче ларса пыракансем кашни шухăша кайса яла аса илсе пыраççӗ-тӗр. Иртнисем нихăçан та пӗр йӗрсӗр çухалмаççӗ, асăнмаллисем юлаççех. Вăхăт-вăхăт куç умне ялти картинăсем тухса тăраççӗ. Ял варринчи пӗве, ял çывăхӗнчи вăрман, уй-хирсем, тусанлă çулсем. Мӗншӗн çапла пулать-ха? Мӗншӗн тесен юратнă, çуралнă çӗршыв хăй патне туртать. Вăхăт-вăхăт вăл иртнине чунран-чӗререн пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн аса илтерет.

Яла пырса кӗтӗмӗр, урамсем тирпейлӗ, ял варринчи хитре пӗве халӗ те саркаланса выртать. Вӗри çанталăкра ялти ача-пăчана хăй патне пуçтарать. Çимӗке ятарласа килнисем асаттесен, асаннесен тӗп кил-çуртне пуçтарăнтăмăр. Ялта пурăнакан тăвансемпе масар çине утатпăр. Халăх нумай, ăçтан кăна килмен-ши?! Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуçтарăннă.

Кашни хăйӗн ашшӗ-амăшне, ваттисене, тус-юлташӗсене асăнать. Кашнин юпи, палăкӗ умӗнче ларса илетпӗр, хамăрпа илсе килнӗ апат-çимӗçе çиетпӗр, килте тунă сăрине ӗçетпӗр. Ваттисем калатчӗç, ӗçмелли-çимелли мӗн чухлӗ техӗмлӗрех, вӗсем леш тӗнчере çавăн чухлӗ ытларах тутă пулаççӗ. Çимӗке килнӗ хăнасенчен чылайăшне курманни нумай çул пулать. Хăш-пӗрисене паллама та çук. Юрать чăвашсен Çимӗк праçникӗ пур. Вăл пулăшнипе тӗл пулаятпăр. Ялта çуралнă тус-пӗлӗшсен, пӗрле вӗреннисен, ӗçленисен ӗçӗ-хӗлӗ çинчен ыйтса пӗлетӗн.

Масар çинчен таврăнсан тӗп кил-çуртра сӗтел çи хатӗрлеççӗ. Тарăнрах тӗплӗ чашăк, унпа юнашар кашăк хураççӗ, сăра ярса памашкăн курка лартаççӗ. Вилнисем вара пирӗнпе пӗрле ӗçсе-çисе лараççӗ пулать. Çинӗ-ӗçнӗ чух ваттисене асăнса çав савăта вилнисен пайне хурса пыраççӗ.

Çав савăтсем тулсассăн урама, кил картишне, таса вырăна тухса пушатаççӗ. Тӗп килтен теприн патне куçаççӗ.

Тăвансем, юлташсем, тепле пулсан та Çимӗкре ялти масарта ӗмӗрлӗхех канлӗх тупнă аçăр-аннӗр, ытти тăванăрсем патне çитсе асăнмасăр ан юлăр.

Çак хайлава пиччен, Михаил Гаврилович Мулеевăн (Кайнуш Мишши) сăвă йӗркисемпе вӗçлес терӗм.

ÇИМӖКЕ КИЛЕЙМЕРӖМ

Мунчине хутнă пуль инке

Ваттисене асăнса – Çимӗке.

Милкине çыхнă пулӗ пичче,

Пӗçертӗн-ши ăна эс чул çинче?

Хӗвелпе ир-ирех тăрса

Кайрăр пулӗ эсир мунчана.

Аттепе аннене асăнса,

Патăр пулӗ ăшши шарт кăна.

Атте, ан ятла эс мана,

Аннеçӗм, эс те ан кӳрен.

Кăçал килеймерӗм сирӗн патна,

Пыма çулӗ питӗ инçерен.

Вӗри мунчана пиччепе

Сире асăнса кӗреймерӗм.

Ялтан инçетре пулнипе

Пӗччен ним тăва эп пӗлмерӗм.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев