Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ашшӗсемпе ывăлӗсем е Шупашкарти Мăн Канаш хыççăнхи шухăшсем

Правительство тивӗçлӗ канăва тухас вăхăта тăсса çынсен çамрăклăхне тăсрӗ пулсан та, организмăн биологи ресурсӗсем вӗçӗмсӗр мар: тухъя тăхăнса мӗнле хирекленсен те, карчăк – карчăках, вăл ача çуратаймасть.

Çамрăксене чăвашлăх ӗçне явăçтарасси çинчен нумай калаçатпăр. Калаçатпăр-калаçатпăр та, манатпăр. Çав вăхăтра вăхăт пирӗн майлă ӗçлемест. Хӗрхенмесӗр кӗскетет вăл тӗрлӗ регионра пурăнакан чăваш хастарӗсен кунӗсене. Кунта вирлесе каламастпăр, объективлă фактсем пирки çеç. Сцена çине чечек çыххисемпе грамотăсене илсе тухакан хӗр-пикесене шута илмесен, çамрăкраххисем Ӗпхӳрен, Красноярскран, Питӗртен, Челябинскран кăна килнӗччӗ ЧНК Мăн Канашӗн ларăвне. Хӗрӗхрен иртсе алла çитекенсем те нумайăнах мар. 55-рен иртнисем вара пуринчен те ытларах, пенси çулне çитнисем – çурри ытла. Правительство тивӗçлӗ канăва тухас вăхăта тăсса çынсен çамрăклăхне тăсрӗ пулсан та, организмăн биологи ресурсӗсем вӗçӗмсӗр мар. Тухъя тăхăнса мӗнле хирекленсен те, карчăк – карчăках, вăл ача çуратаймасть.

29 çул каялла Конгреса йӗркелесе ярса чăвашлăха регионсенче сарма тытăннă çынсем Шупашкарти Туслăх Çурчӗн залӗнче пайтахăнччӗ. Вӗсем ун чухне вăйпитти пулнă, анчах паян та хăйсене улăштаракан тупайман. Е шыраман та? Хăйсемсӗр пуçне çак вырăнта – регионти чăваш халăхӗн ертӳлӗхӗнче – урăх никакма та курас теменнипе пулса иртмест-ши çакă?.. Ахăртнех, унсăрăн та мар-тăр. Урăхла пулсан Самар облаçӗнче уйрăм ӗçлекен 3 чăваш организацийӗ, Пушкăртстанра 4, Питӗрте, Тюменьре 2-шер пулмӗччӗ. Чăваш Наци Конгресӗ тавра 191 наципе культура пӗрлешӗвӗ чăмăртаннă, çав шутра 10-шӗ ют çӗршывсенче. Хальлӗхе çак йыш Николай Угаслов шутӗнчен тытăнса тăрать.

Хамăра хамăр улталар мар. Çамрăкланса хăпартланма пулать, çапахӳ та çамрăксен пурнăçне пурăнса пулмасть. Вӗсен хăйсен тавракурăм, пурнăç ăнлавӗ, приоритетсем. Вӗсем чăваш чӗлхипе культури енне çаврăннă пулсан, питӗ савăннă пулăттăмăр. Анчах та паянхи куна пирӗн урăхларах ӳкерчӗк. Яш-кӗрӗмӗн ытларах пайӗ пăрăнса пырать чăвашлăхран. Ача çуратма вăхăт çитсен те чӗлхе суйлавӗ чăвашсенни майлă мар, шел пулин те.

Паллă чăваш болгерӗ, çамрăк Константин Доброхотов та ăнланмасть мӗншӗн ЧНК пухăвӗсене çамрăксене явăçтарманнине. Вăл хăйӗн инстаграмӗнче тӳррӗммӗнех критиклет чăвашлăха аталантарас тесе пӗрле пухăнакан аслă çулти хисеплӗ çынсене.

Палах, опытлă наставниксем пулни аван, ӗçре питӗ те пулăшать. Анчах та паянхи кун пирӗн ума çӗнӗ кăткăс задачăсем кăларса тăратать. Вӗсене информаци технологийӗсенче тӗшмӗртекен шухă çамрăксемсӗр татса пама хӗн пулать. Самана таппинчен, ытти халăхсенчен кая юлса пыма тытăнатпăр. Çӗр чăмăрне яш-кӗрӗм çавăрать. Манас марччӗ çакна.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев