Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аслă Аксу шкулӗ республикăри чи лайăх 15 шкул йышне кӗнӗ

Çӗршыври мӗнпур шкул ачине тарăн пӗлӳ илме пӗр пек майсем туса парас тӗллевпе Раççейре «Открытая школа – 2035» вӗрентӳ онлайн-платформине 2018 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче хута янă. Шкулти тӗп предметсемпе 2000 ытла интерактивлă урокран (видео, анимаци, хăнăхтарусемпе тренажерсем) тăрать вăл. Медиаматериалсене Раççей Наукăсен академийӗ Мускаври патшалăх педагогика университечӗн эксперчӗсемпе пӗрле наука тата педагогика экспертизисем ирттерсе хакланă. Интерактивлă уроксем Федерацин вӗрентӳ стандартне тивӗçтереççӗ пулсан та вӗсене практикăра, шкулсемпе ача сачӗсенче, тӗрӗслесе çӗнетсех тăраççӗ. «Открытая школа» онлайн-платформăпа чăваш шкулӗсем те анлă усă кураççӗ. Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу шкулӗ сентябрӗн 29-мӗшӗнче «Лучшая цифровая школа – 2022» республика конкурсӗнче çӗнтерсе Тутарстанри чи лайăх 15 шкул шутне кӗчӗ.

Тарăн пӗлӳсӗр çӳллӗ технологисене алла илме çук. Çиçӗмле хăвăртлăхпа аталаннине шута илсен уйрăмах. Пытармăпăр, çӗршыври шкул ачисен паха пӗлӳ илмелли майӗсем пӗр пек мар. Шкулсенчен 60 проценчӗ ялсенче вырнаçнă. Майӗсем вара вӗсен хуларисенчен сахалрах, ашшӗ-амăшӗн ачисене хушма пӗлӳ пама е укçи çитмест, е хула, район центрӗнчен инçе пурăннипе илсе çӳреймест. Шел те, ялсенче ача сахалран пӗр пӳлӗме темиçе класс ачине пӗрле лартса вӗрентекен шкулсем те пур-ха пирӗн. XX ӗмӗр пуçламăшӗнче, тӗттӗм халăха хутла вӗрентнӗ чухне, ку мел хăй вăхăчӗшӗн çав тери лайăх пулнă-ха, анчах паянхи куншăн мар.«Открытая школа – 2035» онлайн-платформăна шăпах мӗнпур шкул ачине, хула, район центрӗсенчен аякра вырнаçнă ял, поселокрисем таранах, паха вӗрентӳпе тивӗçтерме тунă.

Вăл чăн малтан педагогсем валли пулнине палăртмалла. Учителе çӗнӗ педагогика технологийӗсемпе усă курса урока интереслӗ те паха ирттерме пулăшать. Калăпăр, физика законӗсене ачасене çывăх вăйă мелӗпе, анимаци урлă кăтартсан темăна вӗсем хăвăртрах та лайăхрах ăнланаççӗ.

«Открытая школа» онлайн-платформăпа учитель дистанцилле вӗрентӳре те усă кураять. Ачан пӗлӗвне шкулта кăна мар, килӗнче те тӗрӗслемелли майсем пур кунта. Темăна мӗнле ăнланнине учитель çийӗнчех ачана хăйне пӗлтерет. Платформăра ача шкул предмечӗсемпе вӗрентӳ материалӗсемпе туллин усă кураять, мӗншӗн тесен медиаматериалсем мӗнпур предметпа пур.

ОГЭпе, ППЭне хатӗрлемелли ятарлă тренажерсем пурри çав тери аваннине уйрăммăн палăртмалла. Пурнăçланă ӗçе автоматика мелӗпе темăсем, вариантсем тăрăх тӗрӗслесе ача задание мӗнле пурнăçланине, мӗн çине тимлӗх уйăрмаллине кăтартаççӗ вӗсем. Ача экзаменсене хăй тӗллӗн онлайн-репетиторпа (сасăпа ăнлантаракан учитель-ботпа) пӗрле хатӗрленме те пултарать. 

Онлайн-платформăн тӗп мелӗсем

Шкулсене компьютер техникипе мӗнле тивӗçтернине кура «Открытая школа» онлайн-платформăн çакăн пек тӗп мелӗсем пур:

– Дистанцилле вӗрентӳ – вӗрентекен электронлă контентпа усă курса ачасене çӗнӗ темăпа паллаштарать, хăнăхтарусем тутарать.

– Пӗтӗмӗшле – вӗрентекен урока ӗç вырăнӗнченех платформăн темиçе ресурсӗпе йӗркелет.

– Килти ӗç – ачасем платформа урлă панă килти ӗçе тăваççӗ.

– Çавăрнă (перевернутый) класс – педагог ачасене платформăра çӗнӗ темăпа паллашма хушать, урокра хăнăхтарусем тутарса çирӗплетет.

– Компьютер класӗ – ачасем икшерӗн е виçшерӗн, е пӗчӗк ушкăнсем çине пайланса компьютерпа та, учительпе те ӗçлеççӗ. 

– Мобильлӗ класс – платформăн ресурсӗпе кашни ача хăй тӗллӗн ӗçлет. 

– BringYouOneDevice – ача хăйӗн техника хатӗрӗсемпе усă курса вӗрентӳ ресурсӗпе хăй тӗллӗн ӗçлет.

 Районта 7 шкул

Çӗпрел районӗнче паянхи кун «Открытая школа» онлайн-платформăпа 7 шкул усă курать. Кашнинче онлайн-платформăпа çыхăннă мӗнпур ыйтăва ăнлантаракан ятарлă администратора çирӗплетнӗ. Коронавирус пандемийӗ вăхăтӗнче шкулсене карантина ярсан Аслă Аксу шкулӗ те ыттисем пекех дистанцилле вӗренӳ çине куçнă. «Открытая школа» проекта хутшăнакан шкул пулнăран, вӗрентекенсен çак платформăпа ӗçлеме тиветех. Республикăра пӗрремӗш конкурс йӗркелесе ятарлă тьюторсене хатӗрленӗ. Аслă Аксу шкулӗн тьюторӗ – «Учитель будушего Республики Татарстан» тата «Лидер цифровой школы Республики Татарстан» республика конкурсӗсен çӗнтерӳçи Ираида Юриевна Мишкина. Шкулти учительсене «Открытая школа» платформăпа ӗçлеме вăл вӗрентнӗ.

Интернет хăвачӗ çитет

– Ял шкулӗ пулсан та эпир «Открытая школа» онлайн-платформăпа тулли усă куратпăр. Кун валли интернет хăвачӗ çителӗклӗ пирӗн. 

Хам уроксенче çӗнӗ темăна ăнлантарнă чух медиаматериалсенчи тӗслӗхсемпе, пулăмсемпе çыхăннă пысăках мар видеосемпе усă куратăп. Шкулта çук приборсене те тупма пулать унта. Вӗренӳре ӗлкӗрсе пырайманнисене е япăх паллăсене тӳрлетес кăмăллисене, е вăйлăрах вӗренекенсене кашнине уйрăмшар килти ӗç парса яратăп. Енчен те ача чирлесе шкула килеймерӗ-тӗк, урока вăл килте хăй тӗллӗн вӗренме пултарать. Урăхла каласан, «Открытая школа» кашни ачапа харпăр ӗçлеме май парать. Лаборатори ӗçӗсем тунă чух та платформăн ресурсӗпе усă куратăп. Пӗрремӗшӗнчен, ун тăрăх килти ӗçсене тӗрӗслеме меллӗ. Иккӗмӗшӗнчен, ача хăйне меллӗ режимпа темпа суйласа ӗçлет. Уроксене час-часах информатика пӳлӗмӗнче ирттерме тăрăшатăп. Кунта кашни ача компьютерпа ӗçлет. Аслă классенче онлайн-платформăпа ӗçлеме гаджетсемпе усă куратпăр.Ку платформа карантин вăхăтӗнче çав тери пулăшрӗ пире. Унпа усă курса уроксене ирттернӗрен ачасем предметпа ытларах кăсăкланни сисӗнет. Ку вара вӗрентӳ пахалăхӗ çине витӗм кӳретех.«Открытая школа» онлайн-платформăн ресурсӗпе иртнӗ уроксем интереслӗрех. Ачасем хăйсем те лайăхрах вӗренме, нумайрах пӗлме тăрăшаççӗ», – терӗ Ираида Юриевна онлайн-платформăн лайăх енӗсене палăртса.

Аслă Аксу шкулӗ малтисен ретӗнче

«Digital как новая философия образовательного пространства» Пӗтӗм Раççей наукăпа практика конференцийӗнче ТР Вӗрентӳ аталанăвӗн институчӗ «Лучшая цифровая школа – 2022» республика конкурсӗн тата учительсен хушшинче виççӗмӗш хут иртнӗ «Лидер цифровой школы Республики Татарстан» конкурсӗн финалисчӗсене чысларӗ. Церемоние 25 педагога тата цифра платформипе хастар усă куракан 15 вӗрентӳ организацийӗн ертӳçисене чӗннӗ.

Аслă Аксу шкулне цифра технологийӗсене алла илнӗ, педагогсен профессилле ăсталăхне ӳстернӗ тата «Открытая школа» онлайн-платформăн интерактивлă ресурсӗсемпе анлă усă куракан республикăри чи лайăх 15 шкул шутне кӗнине палăртса чысларӗç.

Ирина КУЗЬМИНА.

Аслă Аксу шкулӗн архивӗнчи 

сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2022 – год цифровизации