Аслă Кабан ялӗнче çерçи выçă вилмест
Пӗлтӗр октябрӗн 26-мӗшӗнче хамăрăн Аслă Кабан (Лайăш районӗ) шкулӗн территорийӗ урлă иртнӗ чух ман умранах икӗ кăсăя вӗçсе иртрӗ. Ахăртнех апат шыраççӗ. Почтăран таврăннă май шкула кӗрсе ытти çулсенчи пекех вырăнти вӗçен кайăксене выçă вилесрен çитерме пуçласси пирки калаçса пăхма шутларăм.
Гульсина Фагимовна Нигматзянова вырăнтаччӗ. Вăл ман шухăша ырларӗ кăна, çапла шкул ачисемпе октябрӗн 28-мӗшӗнчех хӗллехи сезона уçрăмăр эпир. Чăн малтан ытти çулсенче çакнă 4 сырăша тӗрӗслерӗмӗр, вӗсем пурте хăйсен вырăнӗнчех иккен. Хампа илсе килнӗ 100 грамм комбикормпа пӗр ывăç хӗвелçаврăнăша сапса парсанах икӗ кăсăяпа çерçи пырса ларчӗç, калăн, мана ятарласа тав тума çитрӗç. Шкулăн кăнтăр енчи кӗтесӗнчен сăнама тытăнтăм.
Чăн малтан апата икӗ вăр-вар кăсăя пырса сăхрӗ, хӗвелçаврăнăша йăтса çӳллӗ хурăнсем еннелле вӗçсе кайрӗç. Çерçийӗсем çамрăккисемччӗ ахăр, апат патне пыриччен малтан сырăш тăрринче сиккелесе çӳрерӗç. Сасартăк таçтан хăюллă çерçи вӗçсе анчӗ те тӳрех комбикорма, ăна эпӗ килти чăхсем валли авăртса хамах хатӗрленӗ-ха, çиме пикенчӗ. Пӗрремӗш «разведчиксем» халех пурришӗн шутсăр савăнтăм.
Виççӗмӗш кунран вӗçен кайăксен шучӗ ӳсме тытăнчӗ. Октябрӗн 31-мӗшӗнче 4-5 кăсăяпа 6 çерçи апатланнине куртăм. Ачасем кам мӗн чухлӗ апат илсе килнине хăйсем шутласа пынă.
Ноябрӗн 10-мӗшӗ тӗлне сырăшри кайăксен шучӗ тата ӳсрӗ, 8-10 кăсăя, 10-15 çерçи. Ӗнер хурса панă апат тепӗр куна юлми пулчӗ. Çавăнпа ачасемпе апат шутне ӳстерсе, комбикорм – 120, хӗвелçаврăнăш 100 – 120 грамшар, пама калаçса татăлтăмăр.
Çӗнӗ çул хыççăн январӗн 5-мӗшӗнче пирӗн сырăш патӗнче çав тери хитре вӗçен кайăксене асăрхарăмăр. 5 зеленушка хăнана килнӗ иккен! Çывăхра тăшманӗсем çуккине тӗрӗслесенех çерçи йăхӗнчи симӗс тӗслӗ вӗçен кайăксем пирӗн апата туслăн сăхма тытăнчӗç. Тăрансан пурте харăс вӗçсе çывăхри йывăç турачӗсем çине ларса тӗкӗсене тирпейлеме, туратран турат çине вӗçме пикенчӗç.
Январӗн 24-мӗшӗнче каллех çӗнӗ хăнасем, ку хутӗнче шавлă 4 пилеш кайăкӗ килсе ларчӗ. Юратнă апачӗ пилеш кăна çукчӗ сырăшра, апла пулсан та мӗн пуррине темӗнччен сăхрӗç. Шкул территорийӗнче пит нумаях тытăнса тăмарӗç вӗсем, ман кил еннелле вӗçсе кайрӗç. Унта сентябрь уйăхӗн пӗрремӗш кунӗсенчех пилеш çиме килнӗччӗ хăйсем. Пӗлтӗр пирӗн тăрăхра пилеш тухăçӗ пит пысăках марччӗ çав.
Тепӗр кун, январӗн 25-мӗшӗнче килтен кăшт типӗтнӗ пилеш илсе сырăш тăррине хутăм. Шкул кӗтессине пытантăм кăна – икӗ уйăп вӗçсе те килчӗ. Тутлăн апатланнă хыççăн Гагарин урамӗ еннелле вӗçсе кайрӗç.
Пилеш кайăкӗсем пирӗн пата тепӗр виçӗ кунран таврăнчӗç те хӗл сезонӗ вӗçленичченех яланхи хăнасем пулчӗç. Хăш-хăш кун вӗçен кайăксем каç енне кăна килкелерӗç, апла пулсан та апат ырана пурпӗр юлса пымастчӗ. Февралӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн сырăшра апатланаканнисен йышӗ пӗр тикӗс пычӗ: 16-18 кăсăя, 25 çерçи, 5 зеленушка, 2 уйăп, 4 пилеш кайăкӗ, 2 кӗпшӗл (сойка), 3 чакак, 2 чавка. Çакна кура тата ытларах апат пама тиврӗ.
Вӗçен кайăксене тăрантармалли сезон 165 куна (октябрӗн 28-мӗшӗнчен тытăнса апрелӗн 10-мӗшӗччен) тăсăлчӗ. Çак вăхăтра кӗçӗн туссене шкул ачисемпе пӗрле 18,9 килограмм комбикормпа, 12,6 килограмм хӗвӗлçаврăнăшпа, 3 килограмм тулăпа, 1,5 – вир, 2,0 килограмшар тулă кӗрписемпе, 2,5 килограмм салăпа тата 4 килограмм хӗрлӗ пилешпе сăйларăмăр.
Кăçал ку ӗçре Лариса Борисовна педагогпа пӗрле 2 тата 3-мӗш классем хастар пулчӗç. 2-мӗш «А» класри Салават Сакбиров, Алмаз Камалов, Аделия Дияшева тата 3-мӗш «А» класри Марьям Абдуллоевапа Мадина Шабакаева вӗçен кайăксене тăрантарма амăшӗсемпех килнӗччӗ.
Альберт КОЛЬЦОВ.
Лайăш районӗ,
Аслă Кабан ялӗ.
И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев