Аслă лейтенант Эдуард Мусейкин паттăрла кӗрешсе пуç хунине ашшӗпе амăшӗ виçӗ эрнерен тин пӗлнӗ
Эдуард Мусейкинра ачаранах офицер кӗрнеклӗхӗ палăрнине калаççӗ астăвакансем. Тăрмаланнă пӗр çӳç пӗрчине те, шăлаварӗ çинче лӳчӗркеннӗ пӗр йӗр те курман вӗсем унра. Тӳрӗ кăмăллă, пуринпе те пӗр чӗлхе тупма пӗлнӗренех класс старостине суйланă. Мӗн пӗчӗкрен танкист пулма ӗмӗтленнӗскер, аслă классенче пӗвӗпе 180 сантиметртан та иртсе кайсан шутсăр пăшăрханнă иккен. Ара, кун пек пӳ-сипе танк ăшӗнче çаврăнкалама хӗн вӗт. Призыв комиссине иртнӗ чух тепӗр чăрмав та сиксе тухнă. Чӗринче чир тупнă тухтăрсем. Ку та ӗмӗтрен пăрайман ăна. Ашшӗ-амăшӗнчен нимӗç овчаркин çурине туянса пама ыйтнă. Тăватă ураллă тусӗпе Тарзанпа сывлăха çирӗплетсе çара кайма хатӗрленет. Хальхинче офицер пуласси уншăн ӗмӗтӗ кăна мар, тӗллевех çаврăнать.
Ун чух вăл 27-ре кăна пулнă-ха
Нумай пулмасть Пăва районӗнчи Пӳркел шкулӗнче Чечня вăрçин паттăрӗн Эдуард Мусейкинăн асăну хăмине уçрӗç, вырăнти юнармеецсен отрядне ун ятне пачӗç. Пуçарăва Пăва тата Çӗпрел районӗсен çар комиссарӗ Радик Тухфатуллин та ырланине илтсен, Мусейкин çинчен тӗплӗнрех пӗлес килчӗ. Чăнах та, кам-ха вăл Эдуард Мусейкин?
Чăн малтан вăл – чăваш каччи. 1973 çулхи ноябрӗн 13-мӗшӗнче Шемекри Галина Ивановнăпа Николай Васильевич Мусейкинсен çемйинче çуралнă. Анчах ялта 3 тултариччен кăна пурăннă Эдуард, унтан çемье Волгоград облаçӗнчи Николаевск хулине куçса кайнă.
Шемек каччин асăну хăмине тăван ялӗнче мар, Пӳркел шкулӗнче уçни малтанах тӗлӗнтерчӗ-ха. Пӳркел шкулӗнче вӗренмен кăна мар, пӗрре те пулса та курман вӗт вăл. Лару-тăрăва шкул директорӗ Андрей Иванович Емельянов уçăмлатрӗ. Икӗ çул каялла (2018 çулхи сентябрь уйăхӗнче) шкулти юнармеецсен отрядне кам ятне парасси пирки ыйту тухсан, ялти таврапӗлӳçӗ Михаил Петрович Вериялов Чечняра пуç хунă паттăр ентеш Эдуард Мусейкин ятне пама сӗннӗ. Тин çеç йӗркеленнӗ юнармеецсене килӗшнӗ ку сӗнӳ. Тӗрӗс, мӗншӗн çамрăк паттăра манмалла-ха ентешсен? Юнармеецсем Эдуард Мусейкин çинчен ытларах пӗлес тесе материал пухма тытăннă. Чи малтан ашшӗ-амăшӗпе çыхăну йӗркеленӗ. Эдуардăн иккӗмӗш сыпăкри тăванӗ Олена Васильевна Никончук Пӳркел шкулӗн библиотекарӗ пулнине шута илсен, йывăр пулман вӗсемшӗн ку. Шемекри ытти тăванӗсемпе те паллашнă ачасем. Çапла пӗрчӗн-пӗрчӗн пухнă материал стенд тумалăх та çитнӗ. Эдуардăн юлташӗсен Алексей Гафтпа Николай Выскупăн сăввисем тăрăх «Людей он закрыл не бронею – собой» шкул тулашӗнчи мероприяти сценарине те хатӗрленӗ.
Ӗмӗт кăна мар – тӗллев
Эдуард Мусейкинра ачаранах офицер кӗрнеклӗхӗ палăрнине калаççӗ астăвакансем. Тăрмаланнă пӗр çӳç пӗрчине те, шăлаварӗ çинче лӳчӗркеннӗ пӗр йӗр те курман вӗсем унра. Тӳрӗ кăмăллă, пуринпе те пӗр чӗлхе тупма пӗлнӗренех класс старостине суйланă. Мӗн пӗчӗкрен танкист пулма ӗмӗтленнӗскер, аслă классенче пӗвӗпе 180 сантиметртан та иртсе кайсан шутсăр пăшăрханнă иккен. Ара, кун пек пӳ-сипе танк ăшӗнче çаврăнкалама хӗн вӗт. Призыв комиссине иртнӗ чух тепӗр чăрмав та сиксе тухнă. Чӗринче чир тупнă тухтăрсем. Ку та ӗмӗтрен пăрайман ăна. Ашшӗ-амăшӗнчен нимӗç овчаркин çурине туянса пама ыйтнă. Тăватă ураллă тусӗпе Тарзанпа сывлăха çирӗплетсе çара кайма хатӗрленет. Хальхинче офицер пуласси уншăн ӗмӗтӗ кăна мар, тӗллевех çаврăнать.
400 миллилитр
Умри тӗллеве ниме пăхмасăр пурнăçлама хăнăхнă чăваш каччи шкул хыççăн Челябинскри танк училищине çăмăллăнах вӗренме кӗрет. Пӗрремӗш кунсенчех лидер енӗсем палăраççӗ унра. 1993 çулта тухнă «Уральские военные вести» хаçатри пӗр тӗслӗх: «Инкеке лекнӗ çынна юн кирлӗ пулсан медиксем тӳрех çар çыннисенчен пулăшу ыйтнине хăнăхнă ӗнтӗ эпир. Çамрăк хӗрарăм вилмелле чирленӗ пирки хыпар Челябинскри танк училищине çитсен те акă, харăсах 10 курсант, вӗсенчен пӗри Эдуард Мусейкин, хăйсен ирӗкӗпе донор пулма килӗшрӗç. Ытти каччăсем 250-шар миллилитр юн пачӗç пулсан, Эдуард – 400 таранах. Çамрăк хӗрарăм вилӗмрен юлчӗ. Каярах училищӗне тухтăрсемпе медицина сестрисенчен юн парса çынна çăлса хăварнă каччăсене кашнине ятран тав туса çырнă çыру килчӗ».
«Лейтенант, персе пăрах!»
Училищӗне ăнăçлă вӗçленӗ Эдуард 4 çул Абхази чиккинче хӗç-пăшаллă хирӗçтăрусем чарăнман Батумире службăра тăрать. Çирӗп тӗрӗслев пулать уншăн ку. Юлташӗсем куç умӗнчех вилнине курма çав тери йывăр пулнине çамрăк лейтенант каярах пӗрре мар аса илсе каласа парать. Мина сирпӗнсе йывăр аманнă салтака алă çинче йăтса тухнă чух лешӗ аран тухакан сасăпа: «Лейтенант, персе пăрах», – тесе йăлăнни мӗнле манăçтăр çав.
Темиçе çар чаçне Кавказран кăларсан Мусейкин офицер та «гражданкăна» лекет. Çарпа сывпуллашрăм тесех шутлать-ха хăл, анчах каçсерен танкодром тăрăх çӳренисем, пенисем тӗлӗке кӗни çар тивӗçне малалла пурнăçлама хистет. Ывăлӗ хашлатса сывланă самантсенче амăшӗ: «Ывăлăм, çухалмăн-ха», – тени те лăплантараймасть.
Кӗçех çӗнӗрен çар ретне тăма май тупăнать. Çӗршывăн кăнтăр енче иккӗмӗш Чечня вăрçи пуçланать. Çапла 1999 çулхи кӗркунне Мусейкин лейтенант хăй ирӗкӗпе Дагестан Республикине каять.
Приказ – Чечня!
Вӗсен танк ротине малтан Калиновск станицине вырнаçтараççӗ. Унта вертолет площадкипе ирӗке кăларнă районсене хӳтӗлеççӗ вӗсем. Уйăх та иртмест – Чечняри Терский ту хырçи патне кайма приказ килет. Чечняна кайиччен ашшӗ-амăшне шăнкăравласа ăшă япаласем парса ямашкăн ыйтать Эдуард Мусейкин.
Колоннăпа пынă чух вӗсен подразделенине 7 çухрăмах тăсса яраççӗ, çапла майпа танкистсен боевиксенчен хăйсенех хӳтӗленмелле пулса тухать.
– Йăлтах контрольте, – рапортлать раципе командирсене взводри аслă лейтенант.
Чечняран вăл киле виçӗ çыру ярса ӗлкӗрет. «Çанталăк япăх, тӗтре, аллă метртан нимӗн те курăнмасть. Хӗвел çук. Çӗнӗ 2000 çула ту çинче кӗтсе илтӗм. Ӗмӗрех аса илсе юлăп ăна. Çӗрпӳртпе кăмака кăна çитмест кунта. Пӗтӗмӗшле илсен, йăлтах аван – сывă», – çырать вăл пӗр çырăвӗнче.
Юлашки çапăçу
2000 çулхи январӗн 11-мӗшӗнче танкистсене Грознăя кайма приказ килет. Пехотинецсемпе десантниксене пулăшма васкать рота. Танкистсен наступление хӗрринчен хӳтӗлесе тăмалла, йывăр самантра кăна çапăçăва кӗмелле. Ушкăнсем çине пайланнă салтаксем консерв заводне тӗрлӗ енчен штурмланă чух ӗçсӗр тăма аван та мар пек туйăннă танкистсене. Пытанмалли вырăнсене хăварса уçă çӗре тухнă пехотинецсене боевиксем сасартăк мӗнпур хӗç-пăшалтан пеме тытăнаççӗ. Питӗ лайăх мишеньсем вӗсемшӗн пирӗн салтаксем. Вилекенсен, аманакансен шучӗ хăвăрт ӳссе пырать. Акă вăл хайхи йывăр самант! Кӗçех командованирен приказ çитет – танкистсен боевиксен çулне пӳлмелле, хамăр салтаксене чакма, аманнисене эвакуацилеме май туса памалла. Эдуард Мусейкин аслă лейтенантăн 151-мӗш номерлӗ танкӗ çуртсемпе юпасем, трансформаци будкисем хушшипе иртсе чи вăйлă çапăçу пыракан вырăна ыткăнать. Шăп вăхăтлă çитет ентешӗмӗр, танк хӳттипе пехота чакса ӗлкӗрет.
– Çиччас шаплаттараççӗ мана! – юлашкинчен кăшкăрать эфирта Мусейкин командир. Ракета тӳрремӗнех бака лекнипе танк сывлăшалла сирпӗнет, унпа пӗрле экипаж…
Икӗ эрнерен
Мотострелоксен 242-мӗш полкӗн командованийӗн Эдуард Мусейкин 2000 çулхи январӗн 19-мӗшӗнче паттăрла пуç хуни пирки хыпарлакан çырăвӗ ашшӗ-амăшне февралӗн 2-мӗшӗнче кăна çитет.
Ывăлӗ вилнине шанас килменнипе Галина Ивановнăпа Николай Васильевич ăна Раççейри мӗнпур çар госпиталӗсем тăрăх шырама пуçлаççӗ. Каярах тин январӗн 19-мӗшӗ хыççăн çапăçусем темӗнччен чарăнманнине, икӗ эрнерен кăна Раççей разведчикӗсем пирӗн салтаксен виллисене çапăçу хирӗнчен илсе тухайнине пӗлеççӗ вӗсем. Кун хыççăн кăна ашшӗ-амăшне ывăлӗн виллине илсе кайма Ростова чӗнтереççӗ.
Эдуардăн юлашки çапăçăвӗн свидетелӗ, разведка ушкăнӗн командирӗ Андрей Задыхин ун чух тӗлӗнмелле майпа кăна сывă юлайнă. Каялла чакма сигнал панă чух ăна снайпер пульли лекнисӗр пуçне тата танк сирпӗннипе çунма тытăннă. Пермь госпиталӗнче темӗнччен сипленнӗ вăл. Ывăлӗн юлашки минучӗсем çинчен пӗлес шутпа ашшӗ-амăшӗ унпа каярах тӗл пулнă.
Паттăрсене асăнса
Грознăя ирӗке кăларнă хыççăн Эдуард Мусейкин аслă лейтенантăн танк экипажӗ сирпӗннӗ вырăнта çар çыннисем обелиск лартаççӗ. Николаевск хулинче Эдуард Мусейкин пурăннă çурт çине ун ячӗпе асăну хăми те уçаççӗ.
Çав хăрушă çапăçура ентешӗмӗр хăйне шеллемесӗр нумай салтакпа офицера çăлса хăварнă. Паттăрлăх кăтартнăшăн вилнӗ хыççăн Паттăрлăх орденӗпе чысланă. Ун чух вăл пурӗ те 27-ре кăна пулнă-ха. Пурăнмалла та пурăнмаллаччӗ-ха хăюллă чăваш каччин, анчах шăпа урăхла пӳрнӗ, вăхăт ăна суйланă... Чыс та мухтав сана, ентешӗмӗр, лăпкăн çывăр!
Маттур, пӳркелсем, эсир тăрăшнипе унăн ячӗ халăхра упранать халӗ. Апла-тăк манăçман Эдуард Мусейкин, вăл пурăнать... асра, чӗресенче.
Наталья Бударина материалӗпе усă курса Ирина КУЗЬМИНА хатӗрленӗ.
Мусейкинсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Эдуард Мусейкин.
Эдуард ача чух, ашшӗпе, амăшӗпе тата йăмăкӗпе.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев