Аслă поэтăмăра асăнса уяв мерпориятийӗсем иртеççӗ
Майăн 26-мӗшӗнче Пушкăрт патшалăх университечӗн Çтерлӗри филиалӗнче К.В.Иванова асăнса мероприяти иртнӗ. Аслă поэтăмăра халалланă мешехене университет вӗрентекенӗсем, студентсем, чăваш наципе культура центрӗн пайташӗсем пухăннă.
Ыран майăн 27-мӗшӗнче Пелепей районӗнчи Слакпуçра Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 132 çул çитнине халалласа «Поэт кунӗ» ятпа уяв концерчӗ иртет. Хăнасене К.Иванов ячӗллӗ музей-çурт умӗнче 11.00 сехетре кӗтсе илеççӗ. Музей тытăмӗпе паллашнă хыççăн поэтăн вилтăпри умне чечексем хурас церемони иртӗ. «Нарспи» çăлкуçне курса çаврăннă хыççăн вырăнти Культура çуртӗнче концерт программи пулӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев