Аслашшӗ пекех пӗрремӗш
Тури Услон районӗнчи Канаш ял çыннипе Николай Ефимовпа эпир район чăвашӗсен «Кӗрхи сăра» уявӗнче (августăн 24-мӗшӗнче) паллашрăмăр. Хусанти çар госпиталӗнче сипленекенскер ял уявне ятарласа килнӗччӗ вăл.
– Ывăлăм та кунтах-ха, вăрçăра вăл ман, халӗ отпускра, – сăн-пичӗ савăнăçпа çуталчӗ ӗмӗрне тăван Канаш ялӗнче электромонтерта ӗçлесе ирттернӗ Юрий Иванович Ефимовăн. Николай унăн пӗртен-пӗр ывăлӗ пулнине каярах пӗлтӗмӗр.
Николай Ефимов Украинăри ятарлă çар операцине Канаш ялӗнчен хăй ирӗкӗпе кайнă пӗрремӗш салтак. Тутарстан доброволецӗсен «Тимӗр» батальонӗн стрелокӗ. Вăхăтӗнче Таджикистанра контрактпа çарта тăнăскер, СВО пуçлансан унта кирлӗреххине туйса фронта кайма йышăннă вăл. Çемье паттăрӗн, аслашшӗн, тӗслӗхӗ те витӗм паман мар.
– Ман асатте, Иван Петрович Ефимов, коммунист пулнă, 1941 çулхи июнӗн 22-мӗшӗнчех вăрçа кайнă. Канаш ялӗнчен фронта хăй ирӗкӗпе кайнă пӗрремӗш çын пулнă вăл пирӗн. Çав çулах сентябрь пуçламăшӗнче Смоленск облаçӗнчи Ельна хули патӗнче çапăçура пуç хунă. Асатте пекех эпӗ те аслă сержант. Ун пекех артиллерист пуласшăнччӗ, вырăн çуккипе пехотăна кайма тиврӗ, – сăпайлăн сăмаха пуçларӗ вăл.
Çулталăк çурă Запорожск енче тăнă хыççăн батальона Угледар енне куçарнă. Чăн та, хальхи вăхăтра «Тимӗр» батальонра тутарстансем кăна мар, Раççейӗн тӗрлӗ регионӗнчен. Çавах та пирвайхисем пурте хăйсен ирӗкӗпе кайнă патриотсем пулнине пытармарӗ салтак.
– Кам пуç хучӗ, кам йывăр аманчӗ... – батальон составӗ улшăннин сăлтавне пӗлтерчӗ аслă сержант. Шел, вăрçă çухатусăр та, аманусăр та пулаймасть. Николай Ефимов та миномет обстрелӗ вăхăтӗнче аманнă юлташӗсене эвакуациленӗ чух çурăмран аманнă, çавах та юлташӗсене çăлма пултарнă. Çак паттăрлăхшăн Александр Суворов медалӗпе чысланă ăна.
Канаш каччи СВОна хутшăннăранпа августăн 30-мӗшӗнче икӗ çул çитрӗ. Госпитальти сиплевӗ сентябрь çурриччен пымалла-ха, унтан... каллех строя. Кун çинчен сăмах пуçарсан каймастăп темерӗ Николай. Икӗ çул хушшинче тăванран та çывăхрах пулса тăнă çар юлташӗсене пулăшăвӗ сывлăш пекех кирлине ăнланать. Апла-тăк, каллех çула пуçтарăнмалла. Шанатпăр, йăлтах аван пулать унăн, çар опычӗ пысăк. Килте кăна ашшӗсӗр пуçне куç пек кӗтекен çывăх çынни урăх çук хальлӗхе, Николай турă çырнине тӗл пулайман-ха.
Ирина КУЗЬМИНА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев