Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

А.С.Пушкин Хусанта пулнăранпа 190 çул

2023 çулхи сентябрӗн 11-15-мӗшсенче Хусанта Пушкин музейӗсен пӗрлешӗвӗн XVI Съезчӗ иртет.

2023 çулхи сентябрӗн 11-15-мӗшсенче Хусанта Пушкин музейӗсен пӗрлешӗвӗн XVI Съезчӗ иртет. Ăна А.С.Пушкин Хусанта пулнăранпа 190 çул çитнипе тата 2024 çулта поэт çуралнăранпа 225 çул çитнине халалланă. Съезда ирттерме ТР Раисӗ, ТР Культура министерстви тӗрев панă.

Пушкин музейӗсен пӗрлешӗвӗ – А.С.Пушкин пурнăçӗпе тата творчествипе çыхăннă вырăнсенчи музейсен пӗрлӗхӗ. Пӗрлешӗве 22 музей кӗрет. Вӗсенчен пӗри ТР Наци музейӗн филиалӗ Е.А.Боратынский ячӗллӗ музей. Хусанта иртекен Съезда 10 музей хутшăнать.

Емельян Пугачев пăлхавӗпе çыхăннă «Истории Пугачева» тата «Капитанская дочь» роман çырма материал пухнă чух А.Пушкина нумай çӗре çитме тӳр килнӗ: Санкт-Петербург, Мускав, Чулхула, Хусан, Чӗмпӗр, Оренбург.

Хусанта Сьезда Тутарстанăн чи пысăк музейӗ – Наци музейӗ йышăннă. Кунта Раççейӗн тӗрлӗ регионӗсенчен килсе çитнӗ: Мускав, Санкт-Петербург, Волоколамск, Елабуга, Хусан, Калуга, Оренбург, Тверь, Ульяновск, Ялта, Çаплах тата Молдова Республикинчи хăнасем. Съезд пăхса тухакакан çивӗч ыйтусенчен пӗри – поэтăн 225 çулхи юбилейне хатӗрленесси.

Программăра Хусанти А.С.пушкин ячӗллӗ культура центрне çитсе курасси. Ешӗлварти А.С.Пушкин ячӗллӗ лицее те çитсе килеççӗ Съезда килнисем. Планра «Свияжск утрав-хула» заповедника тата Елабугăри патшалăхăн музей-заповедникне кайса курасси.

Сăнӳкерчӗк «Татр-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество