Ăстаçă пулма ача чух пластилинпа аппаланни те пулăшать
Темиçе çул каялла Аксури Культура çурчӗ патӗнче йывăçран тунă скульптурăсем пӗрин хыççăн тепри ӳсе-ӳсе ларма пуçланă. Кунта мӗн кăна çук-ши: упа, арăслан, тӳпеттей тăхăннă тутар мучи, чăваш пики, паттăр салтак, тăмана, юмахри пӗчӗк пӳрт, тараса...
Аксу районӗн центрӗнче пурăнакансем поселока йывăçран тунă тӗрлӗ скульптурăсем илемлетнине хăнăхса çитнӗ ӗнтӗ. Кашни иртсе каймассерен куç тулли илемпе киленеççӗ аксусем. Шедеврсен шучӗ ӳссех пырать. Нумайăшӗ йывăç скульптурăсене çамрăк ăста А.Бикмуллин тунине пӗлет кунта.
Кам-ха вăл çавăн пек тӗлӗнмелле маçтăр, Тутарстанри йывăçран тӗрлӗ япала касса ăсталас енӗпе ăстаçăсенчен чи çамрăкки Андрей Бикмуллин? Унпа тӗплӗнрех паллаштарас килет сире, хаклă вулакансем.
Ача чухнехи аппалану
Андрей халӗ 27 çулта. Вăл Аксурах çуралса ӳснӗ. Кунти 3-мӗш номерлӗ вăтам шкулта пӗлӳ илнӗ. «Андрей ача чухне пластилинран мӗн-тӗр тума юрататчӗ. Пирӗн, ашшӗ-амăшӗн, ялан вăхăт çук вӗт, ӗçлемелле. Ачана вара кичемлӗх ан аптраттăр тесен мӗнпе-тӗр аппалантармалла. Пластилин туянса параттăм. Унтан тăм та илсе килкелесе патăм. Паллах, тăмран нуши ытларах, ун хыççăн çуса-тасатса кăна тăмалла. Çапах та ачана килӗшнӗ ӗçӗпе аппаланма нихăçан та чарман», – тесе каласа парать А.Бикмуллинăн амăшӗ Зинаида Ильинична.
Шкулта вӗреннӗ вăхăтрах райцентрти Ача-пăча искусство шкулӗн ӳнер уйрăмне çӳреме пуçланă. Андрей унта пластилинпа тăмран тем тӗрлӗ кӗлетке те тума вӗреннӗ. Çав вăхăтрах вырăнти ача-пăча библиотекипе те туслашнă ача.
– Библиотекăра кӗнекесенчи иллюстрацисем тăрăх кайăк-кӗшӗкпе динозаврсене коллекцийӗ-коллекцийӗпе ăсталатчӗ ывăлăм. Пластилинпа тата тăмпа аппаланасси ăна çав тери кăмăлне каятчӗ. Андрейпа пӗрле Хусана кайнă чух яланах ятарласа кӗнеке лавккине кӗреттӗмӗр, çӗнӗ кăларăмсем туянаттăмăр. Çавсем тăрăх вăл çӗнӗ «шедеврсем» ăсталатчӗ, –аса илет Зинаида Ильинична.
Мускаври колледжа хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ
Ача чух пурте пластилинпа выляма юратаççӗ теме пулать. Ку чăннипех çапла пуль. Анчах та ӳснӗçемӗн нумайăшӗн интерес пӗтет ку аппалану патне. Андрейӗн вара çитӗннӗçемӗн ку кăсăклану ӳссе кăна пынă. Анчах ӳснӗ май пластилинран мар, чăн-чăн скульптурăсем тăвас килнӗ унăн. 10 çул талтарнă çӗрелле монументлă кӗлеткесем тăвасси интереслентерме пуçланă. Анчах та ку ӗçпе аппаланма ятарлă пӗлӳ кирлӗ-çке. Çавăнпа та хăй умне пултаруллă чăваш ачи çак енӗпе вӗренме каймашкăн тӗллев лартнă.
Алла вăтам пӗлӳ илни çинчен калакан аттестат илсен Андрей Бикмуллин малалла ăçта вӗренме каясси пирки пуç ватман, мӗншӗн тесен тахçанах шутласа хунă: Мускаври ал ăсталăх ремеслисен колледжне пӗр чăрмасăрах вӗренме кӗнӗ.
Çӗршывăн тӗп хулинче тăватă çул вӗренни çамрăк ăстаçа питӗ нумай панă: Андрей тăрăшса вӗреннӗ, преподавательсемпе мастерсем вӗрентнине, каланине йăлтах ăша хывнă. Пушă вăхăта та ахаль ирттермен – Мускаври тӗрлӗ куравсене çӳренӗ, çӗршыври паллă живописецсен ӗçӗсемпе, тӗнчери искусствăпа паллашса хавхаланнă. Колледжран хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухсан тăван Аксăвах таврăннă çамрăк.
Аксури юмах тӗнчи
Темиçе çул каялла Аксури Культура çурчӗ патӗнче йывăçран тунă скульптурăсем пӗрин хыççăн тепри ӳсе-ӳсе ларма пуçланă. Кунта мӗн кăна çук-ши: упа, арăслан, тӳпеттей тăхăннă тутар мучи, чăваш пики, паттăр салтак, тăмана, юмахри пӗчӗк пӳрт, тараса...
Ăстаçăн халь пӗр пушă вăхăт та çук. Вăл яланах мӗн-тӗр тăвать. Заказ паракансем те йышлăн. Маларах Андрей мастерской тара илсе ӗçленӗ пулсан, халӗ унăн хăйӗн ӗç вырăнӗ пур: пӗлтӗр вăл ашшӗпе амăшӗ пулăшнипе ятарласа мастерской çӗклесе лартнă. Пысăк кӳлепесемпе те ӗçлеме май пултăр тесе маччисене çӳллӗ тунă. Тултан пăхма та илемлӗ, шалта та ӗçлеме ирӗк. Çамрăк маçтăр çакăншăн савăнса пӗтереймест. Палăртса хăварас пулать – халӗ Аксу каччи хăйне хăй ӗçпе тивӗçтерекен пек тăрăшать.
Паянхи кун Андрей Бикмуллин хăйӗн Элмет районӗнчи тусӗсем пуçарнă «Легенды заколдованного леса» проекта хутшăнать. Пурте пӗлекен юмахсенчи сăнарсем урлă çутçанталăка упрама, тăван ен культурине хаклама, коллективпа ӗçлеме вӗрентекен проект валли вăл йывăçран тӗрлӗ персонажсем ăсталаса парать. Интересленекенсем валли мастер-класс ирттересси те планра пур.
Кӗçӗннисене вӗрентме яланах хавас
Пултаруллă чăваш каччи тăтăшах тӗрлӗ конкурссене, проектсене хутшăнать. Икӗ çул каялла Вологда облаçӗнчи Тотьмара иртнӗ йывăç скульптурăсен фестивалӗнчен çӗнтерӳпе таврăнни пирки «Суварта» çырнăччӗ ӗнтӗ. Тутарстанри Çамрăксен аграри пӗрлешӗвӗн Аксу районӗнчи уйрăмне ертсе пыраканскер, вăл пӗрлешӳ пуçарнă пӗр мероприятирен те айккинче юлмасть. Хăйпе пӗр шухăшлă çӗнӗ юлташӗсен йышӗ те ӳссех пырать. Йышпа ӗçлеме кăсăклăрах вӗт, тем тесен те.
Çамрăк ăстаçă тавра яланах ача-пăча хӗвӗшет. Андрей кукăр-макăр йывăç таткинченех илемлӗ япала тунине, ăна чун кӗртнине пӗр тӗлӗнсе, пӗр савăнса сăнаççӗ вӗсем. Хăйсене те вӗрентме ыйтаççӗ. Аллинче тӗрлӗ ӗç хатӗрӗ вылянса çеç тăракан маçтăр вара пӗрне те хирӗçлемест, ӗçлеме чăрмантаратăр тесе те каламасть, хăваласа та ямасть. Пачах тепӗр майлă: хăй пӗлнине кӗçӗнреххисене вӗрентейнишӗн хӗпӗртет çеç вăл. Малашне, тен, ачасене йывăçран каскаласа тума вӗрентекен шкул та уçӗ-и-ха...
Мӗнех, пултаруллă çамрăка малашне те творчествăлла ӗçре пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунар!
А.Бикмуллинăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев