Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«АТАЛАН» ФОРУМ НУРЛАТРА ИРТРӖ

Республикăри чăваш ачисем нумай-нумай юлташ тупрӗç, çӗнӗ хăнăхусем илчӗç. Октябрӗн 28-мӗшӗнче Нурлатра Тутарстанри шкулсенче вӗренекен чăваш ачисен «Аталан» форумӗ иртрӗ. Ăна «Сувар» хаçат «Татмедиа» пичет тата массăллă коммуникацисен агентстви тӗрев панипе ТР Вӗрентӳпе наука министерствипе, Нурлат муниципаллă районпа тата ЧНКАпа, ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» ушкăнӗпе пӗрле ирттерчӗ. Тӗллевӗ – тăван чӗлхепе культурăна упраса хăварса аталантарассиччӗ.

Кун йышши форумсем республикăра маларах та пулнă пирӗн, çавăнпа формачӗ çӗнӗлӗх мар. Нурлат хулине Аксу, Алексеевски, Элкел, Павлă, Пӗкӗлме, Çӗпрел, Анат Кама, Çӗнӗ Шуçăм, Çарăмсан, Чистай, Нурлат районӗсенчи чăваш ачисемпе вӗрентекенсем килсе çитрӗç.

Ку шкулта ӗмӗтленни пурнăçланать

Форумăн программи хальхинче те анлăччӗ. Ачасен те, вӗрентекенсен те ахаль ларма вăхăчӗ пулмарӗ. Палăртса хăварам, кăçал пухăннă ачасем «Аталан» форума пуçласа хутшăнчӗç. Тӗлпулу «Сэлэт» ача-пăча искусствăсен шкулӗнче экскурсирен пуçланчӗ. Районти вӗрентӳ уйрăмӗн специалисчӗсем, шкулăн ертӳçисем кӗтсе илнӗ хыççăн Нина Михайловна Павлова педагог районсенчен килекен ачасене ушкăнăн-ушкăнăн илсе çӳресе искусство шкулӗпе паллаштарчӗ. Ачасем нурлатсен ӳкерес, музыка инструменчӗсемпе калас пултарулăхне курса хакларӗç, кунти пӳлӗмсене кӗрсе курчӗç. «Çилçунат» ятарлă фотозона та пур кунта. Ун патӗнче сăн ӳкерӗнсен ӗмӗтленни йăлтах пурнăçланать иккен. Чистай районӗнчи Анат Кăтрата шкулӗн директорӗ Петр Валентинович Плотников вара халăх музыка инструменчӗсен пӳлӗмӗнче гитара каласа юрласа кăтартмасăр чăтаймарӗ. 2-мӗш номерлӗ шкулта ирхи апат çинӗ хыççăн ачасем мероприятин тӗп площадкине – «Килэчэк» ача-пăча пултарулăх шкулне куçрӗç.

Кашни ачана парне

 Нурлатсен мероприяти йӗркелес ăсталăхӗ пысăк, хальхинче те çӳллӗ шайпа тӗлӗнтерчӗç. Чăн малтан районти чăваш культурине туллин кăтартнине палăртмалла. Кунтах ӳкерчӗкӗ те, чăваш тӗррипе савăт-сапи те пур. Стильпе дизайн студийӗн вӗренекенӗсен этностильпе çӗленӗ тум коллекцийӗ (ертӳçи Рузалия Асхатовна Алиева) сумлă вырăн йышăнчӗ. «Пултаруллă Нурлатра ачасем. Кам та кам çакăн пек хитре тум тăхăнас тет, заказ пама пултаратăр», – шӳтлерӗ вырăнти Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Галина Владимировна Терентьева сумлă хăнасене коллекципе паллаштарнă май. Сăмах май, нурлатсем ку коллекципе «Бэз берге» ача-пăча пултарулăхӗн фестиваль-конкурсне хутшăннă. 

Кун пек чух нумай районта тӗп тимлӗхе ытларах сумлă хăнасене уйăрни сисӗнет пулсан, кунта апла марччӗ. «Килэчэк» ача-пăча пултарулăх шкулне кӗрсенех шкул ачисене те, сумлă хăнасене те Нурлатри «Грани» культурăпа кану центрӗнчи «Çăлтăр» чăваш ача-пăча ансамблӗ (ертӳçи Олеся Олеговна Илифанова) хитре юрласа кӗтсе илчӗ. Алăк умӗнчех аслисене те, ачасене те «ернӗ» савăк кăмăл-туйăм форум вӗçлениччен те сӗвӗрӗлмерӗ.

«Сувар» хаçат ТР ЧНКАпа пӗрле кашни ачана асăнмалăх парне – тухьяллă чăваш пукани ӳкерчӗкӗллӗ курка, ТР ЧНКА футболкăсем валеçсе пачӗ. Кӗçех залри ачасем чăваш тӗрриллӗ сарă, шурă, хӗрлӗ, симӗс, кăвак футболкăсене тăхăнса та ячӗç. Форума ăшă-ăшă чун кӗртрӗ ку.

Хусан хăнана кӗтет

Форума килнисене саламлама ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Константин Геннадиевич Яковлев, Нурлат район пуçлăхӗн çумӗ Владимир Михайлович Кашкаров, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Федоровна Трифонова, ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Наци вӗрентӗвӗн уйрăмӗн ертӳçӗ консультанчӗ Лилия Тазетдиновна Сахбиева, ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Анатольевич Малышев, Хусанти «Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗ» хушма пӗлӳ паракан центрăн чăваш уйрăмӗн ертӳçи Сильвия Николаевна Чаркина, Нурлат район Канашӗн ертӳçи Дина Камиловна Хуззятова, районти вӗрентӳ уйрăмӗн ертӳçи Алсу Насыховна Рахматуллина, ТР ЧНКА çумӗнчи çамрăксен «Аталан» ушкăнӗн ертӳçи Юлия Еремеева, Шупашкартан Мальвина Петрова поэтесса, журналист, Алексей Александров теле-радиоертӳçӗ килнӗччӗ.

Чăн малтан сцена çине Нурлат район ертӳçин çумӗ Владимир Кашкаров тухрӗ. Вăл районта чăваш ачисене аталанма мӗнпур майсем туса панине пӗлтерчӗ. Районта чăвашсем сахал мар, халăх шучӗпе иккӗмӗш вырăнта. Чăваш ачисен тăван чӗлхене вӗренме майӗсем нумай. «Аталан» форумăн площадки пулма та акă район администраци пуçлăхӗ Алмаз Салимович Ахметшин хăй сӗннӗччӗ. Владимир Михайлович чăваш ачисен форумӗ ку районта иртни чăн малтан «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗн Ирина Федоровна Трифонован тӳпи пысăккине палăртса тав турӗ. Нурлат чăваш ачисене яланах хапăлласа йышăнма хатӗррине пӗлтерчӗ.

ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Константин Геннадиевич Яковлев та республикăри чăваш ачисене пӗр-пӗринпе паллаштарас, чăмăртанма пулăшас шутлă. Каникулсенче е пӗр-пӗр канмалли кунра Хусана хăнана пӗр-икӗ кунлăха килме сӗнчӗ. Ачасемпе çамрăксем ун чух Хусанпа та паллашӗччӗç, хăйсем те лайăхрах туслашӗччӗç. Кун йышши тӗлпулусем темиçе куна тăсăлсан аван пулнине каларӗ вăл. Хăй енчен пулăшма шантарчӗ.

Паянхи çăмăл мар лару-тăрура «Аталан» форума ирттерме хал çитернӗшӗн Нурлат районне тав турӗ. «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова чăваш чӗлхипе культурине упраса хăварма çав тери тăрăшнине палăртрӗ. «Паянхи тӗлпулăва килсе кайни сая ан кайтăр. Кунта лайăххисенчен те лайăххисем килнӗ. Хăвăрăн шухăшăрсене «Сувар» хаçата çырса ярăр. Шухăшăрсене пӗлтерме ан хăрăр, ан вăтанăр. Тутарстанри Халăхсен ассамблейи йӗркеленнӗренпе çитес кунсенче 30 çул çитет. Пирӗн республикăра 173 халăх пурăнать. Апла-тăк, акăлчан, нимӗç чӗлхисемсӗр те вӗренмелли чӗлхесем нумай. Кӳршӗсемпе ялан пӗрле пулмалла, кӳршӗсен чӗлхине пӗлмелле пирӗн», – чӗнсе каларӗ вăл ачасене.

Константин Геннадиевич тӗнчери паянхи лару-тăрăва та аса илмесӗр хăвармарӗ. Çав кун Нурлат районӗнчен 80 çын мобилизаципе кайнине палăртса хăй курнă видеосюжетри 9-мӗш класра вӗренекен хӗрачана тӗслӗхе илсе кăтартрӗ. Мобилизаципе каякан ашшӗпе ентешӗсене хӗрача пӗр куççуль кăлармасăр хӗрӳ сăмахсем каласа ăсатнипе тӗлӗннӗ иккен пуçлăх. «Çакăн пек патриот ачасем те пур пирӗн. Паян хăрушă вăхăт, кун пек пуласса никам та кӗтмен. Çапах та нимӗн те тăваймастăн, Тăван çӗршыва хӳтӗлемеллех. Эпир кунта çуралнă. Чăвашсем ӗçчен, чăтăмлă, хăюллă халăх. Пирӗн паттăрсем нумай. Нихăçан та тăван чӗлхерен ан вăтанăр. Аçăр-аннӗрсене манран салам калăр», – терӗ. 

Нурлат районӗнчи Ялавăр, Вăтам Хăмăшлă шкулӗсенче чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Зинаида Валентиновна Филипповăпа Оксана Юрьевна Хвалеевăна тата Нурлатри «Буратино» ача сачӗн воспитательне Антонина Павловна Яллинăна Тутарстан Халăхсен ассамблейин тата Хусанти Туслăх Çурчӗн Хисеп хучӗсемпе чысларӗ.

Тăван чӗлхен пуласлăхӗ – ачасенче

ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Наци вӗрентӗвӗн уйрăмӗн ертӳçӗ консультанчӗ Лилия Тазетдиновна Сахбиева та пушă алăпа килменччӗ форума. Пухăннисене вăл ТР вӗрентӳпе наука министрӗн ятӗнчен саламларӗ. Тутарстанра чăваш этнокомпоненчӗллӗ 80 ытла шкул пулнине кура чăваш ачисем валли çакăн пек форумсем йӗркелени çав тери пысăк пӗлтерӗшлине палăртрӗ. Вӗрентекенсене: Татьяна Ивановна Бульбовăна (Аксу районӗнчи Беловка шкулӗ), Татьяна Николаевна Леонтьевăна (Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернат), Ольга Михайловна Бахтиновăна (Пăва районӗнчи Чăваш Киштек шкулӗ), Светлана Николаевна Федоровăна (Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни шкулӗ) тата «Сувар»  хаçатăн тӗп редакторне Ирина Федоровна Трифоновăна ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Тав хучӗпе чысларӗ. 

Вырăнти Чăваш наципе культура центрӗн, Нурлатри Туслăх Çурчӗн директорӗ Галина Владимировна Терентьева хăй сăмахӗнче тăван чӗлхен аталанăвӗ ачалăхран пуçланнине палăртрӗ. Хулари ача сачӗсенче те чăваш ушкăнӗсем йӗркеленнине савăнса пӗлтерчӗ. Культура, вӗрентӳ сферинче ӗçлекен хастарсем тăрăшнипе, район ертӳçи тӗрев панипе Нурлат хулипе районӗнче чăваш сасси ытларах илтӗнни сисӗнет. 

Республика форумӗ ирттересси чăнах та çăмăл мар, çапах та пултартăмăр, вăй çитертӗмӗр. «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Федоровна Трифонова Нурлат районне, ТР Вӗрентӳпе наука министерствине, ТР Халăхсен ассамблейине, ТР ЧНКАна, Хусанти вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмне, Чăваш çамрăкӗсен «Аталан» ушкăнне, Шупашкартан килнӗ поэтессăна Мальвина Петровăна, теле-радиоертӳçе Алексей Александрова тав турӗ. Нурлат районӗнчи шкулсен библиотекисене хăйӗн «Тăлăх» кӗнекине парнелерӗ.

Квест, мастер-классем

 Форум вăл чăн малтан ачасене туслаштаракан, пӗрле ӗçлеме вӗрентекен мероприяти. Чăваш çамрăкӗсен «Аталан» ушкăнӗ вара вӗсене интереслентерме те, пӗрле ӗçлеттерме те пӗлет. Ачасене ăнланмалла квест вăййин мелӗпе чăваш культурипе çӗнӗлле паллаштарать. Иртнӗ форумра чăваш мифологине тӗпе хунăччӗ пулсан, хальхинче – чăваш литературине. Литература жанрӗсемпе çыхăннă пурӗ 7 станци (сăвă, публицистика, драма, комеди тата ытти те) йӗркеленӗччӗ. Командăсене ятарласах тӗрлӗ районти, тӗрлӗ шкулти ачасенчен йӗркелерӗç. Капла ачасем командăпа ӗçлеме вӗренсе çӗнтерӳ патне ăнтăлаççӗ. Ачасем пӗр станцирен тепӗр станцие чупрӗç. Тӗпрен илсен, чăваш литературин произведенийӗсем тăрăх йӗркеленӗ ребуссене шутламаллаччӗ вӗсен. Произведени ятне, авторне палăртмаллаччӗ. 

Ачасем квестсенче тăрăшсах ӗçленӗ вăхăтра тăван чӗлхе учителӗсем пӗрле пухăнса çавра сӗтел ирттерчӗç. Чӗлхе вӗрентӗвӗнче информаци технологийӗсемпе усă курас опытпа паллаштарчӗç. Çавра сӗтелте Хусанти вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн ертӳçи Сильвия Николаевна Чаркина ӗçре интернетри мӗнле программăсемпе усă курнине каласа пачӗ. Ытти педагогсем те хăйсен опычӗпе паллаштарчӗç. Кунсăр пуçне пурне те хумхантаракан ыйтусене сӳтсе яврӗç. Проблемăсем пурин те пӗрешкел. Шкулта тăван чӗлхене вӗренессине ашшӗ-амăшӗсене суйлама ирӗк пани калама çук пысăк сиен кӳрет, ачасене ача сачӗсенче чăвашла вӗрентменрен шкулта йывăрлăхсем кăларса тăратать. Программа çукки те  чăрмав. Çак лару-тăрусенчен мӗнле тухмалли çул-йӗре шырарӗç педагогсем.

Квестра çӗнтернӗ командăна «Сувар» хаçат ятарласа хатӗрленӗ футболкăпа чысларӗ, кашни хутшăнакана Диплом пачӗ. Квест вӗçленсен ачасене тата интереслӗрех программа кӗтрӗ. Вӗсем виçӗ ушкăна пайланса мастер-классене кайрӗç. Шупашкартан килнӗ поэтесса Мальвина Петрова ачасене сăвă çырма вӗрентрӗ. Сăвă виçисем, строфа, рифма мӗн иккенне питӗ тӗплӗн тишкернӗ хыççăн сăвă çырса пăхрӗç. Ачасем питӗ интересленсе ӗçленине, вӗсемпе çав тери кăмăллă юлнине каларӗ поэтесса. Тепӗр ушкăн иккӗмӗш хутри ташă пӳлӗмӗнче тусан кăларса чăвашла ташлама вӗренчӗ. Шупашкартан килнӗ Алексей Александров хӗрсемпе каччăсене чăваш ташшин мелӗсене кăтартрӗ. Вăхăт нумай та иртмерӗ – хӗрсем акăш евӗр шума тытăнчӗç, каччăсем çаптарса ташлама пикенчӗç. Виççӗмӗш хутра «Сувар» хаçат ӗçченӗсем, çак йӗркесен авторӗ тата СММ-специалисчӗ Ксения Романова журналистика жанрӗсен, чăваш блогне, сайчӗсене мӗнле илсе пымалли вăрттăнлăхсене ăнлантарнă хыççăн заметка çырма тата видеоролик ӳкерме вӗрентрӗç.

Шел, хӗрсе кăна кайнăччӗ – кайма вăхăт çитрӗ текен каларăш шăп вырăнлă пулчӗ кунта. Кун йышши форумсем валли пӗр кун кăна çителӗксӗр çав. Йӗркелӳçӗсем те ку енӗпе пӗр шухăшлă пулчӗç, çитессине ăшă вăхăтра, темиçе кун ирттерме майсем шырама калаçса татăлчӗç.  Ку ӗнтӗ вăл малашне, халӗ вара «Аталан» форум ачасене нумай-нумай юлташ, çитменнине республикăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен тата çӗнӗ хăнăхусем парнелерӗ. Юлашкинчен пурте пӗрле: «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» – тенӗ каларăш текех вӗсемшӗн хитре сăмах çаврăнăшӗ кăна марри, чăнлăх пулнине  ăнланчӗç-тӗр тетӗп, мӗншӗн тесен ачасенчен кашни тенӗ пекех: «Тепре чӗнсен килмесӗр юлмастăп», – терӗ. 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев