Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Августăн 10-мӗшӗнче «Сувар» Медиа-уяв ирттерет. Пурне те курма йыхравлатпăр!

Хальхинче чăваш хаçачӗн редакцийӗ «Пылпа панулми Сăпасӗ культурăсен калейдоскопӗнче» программа хатӗрленӗ.

афиша мероприятия

«Сувар» хаçат редакцийӗ, «ТАТМЕДИА» АОна кӗрекен ытти нумай хаçат-журнал редакцийӗсем пекех, кашни çулла Хусанти Фестиваль бульварӗнче Медиа-уяв ирттерет. 2023 çулта Медиа-Уяв (чăвашсен Уявне кăтартрăмăр), 2024 çулхи мероприятие Çеçпӗл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланăччӗ, пӗлтӗр Константин Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнӗ ятпа унăн «Нарспи» поэми тăрăх хатӗрленӗ туй кăтартса патăмăр.

медиа-уяв 2025 года

Кăçал та Медиа-уяв ирттерет «Сувар». Вăл августăн 10-мӗшӗнче, çитес тунтикун, пулать. Хальхинче чăваш хаçачӗн редакцийӗ «Пылпа панулми Сăпасӗ культурăсен калейдоскопӗнче» программа хатӗрленӗ. Унта Тутарстанри чăваш маçтăрӗсен – Павел Ярхуновăн, Инна Чугунован, Людмилăпа Ольга Криковасен, Ирина Рябован, Галина Кудряшован – ăсталăхӗпе, юрă-ташă ăстисен – Хусанти Дербышки поселокӗнчи «Танцевальный клуб» хореографи коллективӗн, «Ӗмӗт» этно-ушкăнăн, «Салам» тата Çӳлту районӗнчи чăвашсен ансамблӗсен, Лайăш районӗнчи Габишевăри Культура центрӗн «Весна» дуэчӗн солисткин Елена Корсакован, Хусанта пурăнакан Софийăпа Стефания Чаркинасен пултарулăхӗпе паллашма, утарçăсен техӗмлӗ пылӗпе сад ӗрчетекенсен тутлă панулмине тутанма пулӗ.

медиа-уяв 2024 года

Пурне те «Сувар» ирттерекен Медиа-уява курма килме йыхравлатпăр! Интереслӗ пулать. Мероприяти «Татмедиа» (Декабристсен урамӗ, 2-мӗш çурт) çумӗнчи Фестиваль бульварӗнче пулать, 12.00 сехетре пуçланать.

Стефания Чаркина выступает

Ырă сунса кӗтетпӗр!

Редакци.

 

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Медиа-уяв