Автоинспекторсем автобуссене тӗрӗслеççӗ
Апрелӗн 11-20-мӗшӗсенче Тутарстан автоинспекторӗсем республикăра «Автобус» профилактика мероприятине ирттереççӗ
Тутарстан патшалăх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тăрăх, вӗсем çак вăхăтра автобус водителӗсене ытларах сăнаççӗ. Докуменчӗсем, çул-йӗр лисчӗ, обязательнăй страховани полисӗ тата ытти пур-и вӗсен, автобусӗсем юсавлă-и?
Юлашки вăхăтра автобус водителӗсен айăпӗпе çул-йӗрсем çинче инкексен шучӗ ӳснипе автоинспекторсем рейда тухнă та. Статистика чăнах та шухăшлаттарать, кăçал пӗрремӗш кварталта кăна республикăри çулсем çинче пурӗ 20 автобус аварие лекнӗ, икӗ çын вилнӗ, тепӗр 22-шӗ аманнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев