Автономи сӳрӗклӗх тӗтри ăшне путрӗ тейӗн...
Сас-хура илтӗнмерӗ унăн ăнăçлă проекчӗсем пирки. Кам пуçлăхӗ, мӗн ӗçлеççӗ, ăçта пухăнаççӗ – ку ыйтусене тахçанах татса парса пăнчă лартмалла пек туйăнатчӗ.
Августăн 18-мӗшӗнче Шупашкарта Раççейри чăваш наципе культура автономийӗн (ФНКАЧР) черетлӗ съезчӗ иртрӗ. Унта Мускав Тутарстан, Пушкăртстан, Ульяновск, Чулхула, Самар, Оренбург облаçӗсен, Ямало-Ненецки автономи округӗн делегачӗсем хутшăнчӗç. Кун йӗркинче – Чăвашсен федераци шайӗнчи наципе культура автономийӗн президенчӗн отчетне сӳтсе явасси, ФНКАЧР уставне улшăнусем кӗртесси, автономин Канашне суйласси, ФНКАЧР Президентне суйласси тата ытти ыйтусем.
Федераллă автономипе нумай çул мӗнле-тӗр ăнланмалла мар япала пулса иртнине çынсем асăрхаман мар. Анатолий Аксаков ун тилхепине Геннадий Федорова панăранпа пысăк пухусем те, анлă ларусем те, пӗлтерӗшлӗ тӗлпулусем те питӗ-питӗ сайра пулчӗç. Автономи ӗçӗ-хӗлӗ сӳрӗклӗх тӗтри ăшне путрӗ тейӗн, сас-хура илтӗнмерӗ унăн ăнăçлă проекчӗсем пирки. Кам пуçлăхӗ, мӗн ӗçлеççӗ, ăçта пухăнаççӗ – ку ыйтусене тахçанах татса парса пăнчă лартмалла пек туйăнатчӗ. Çапла пулса иртрӗ те.
Пухăва йӗркелекенсем федераллă автономие никӗслесе янă регионсенчен пӗрер делегат кăна йыхăрнă съезда, çавăнпа та пӗлтерӗшӗпе анлă лару çавра сӗтел хушшинче кăна иртрӗ. Апла пулин те унта хутшăнакансем хăйсен умӗнче тăракан яваплăха туллин туйрӗç.
Пухăва РФ Патшалăх Думин депутачӗ, ФНКАЧР Президенчӗн тивӗçӗсене пурнăçласа пыракан Леонид Черкесов ертсе пычӗ. Вăл автономин ӗçӗсем çинчен пӗлтерчӗ, йывăрлăхсене мӗнле татса пани çинчен каласа пачӗ. Регионсенчи чăваш центрӗсен ӗçӗ-хӗлӗ те ФНКАЧР тимлӗхӗнче.
Укçа-тенкӗ енчен исен, виçӗ çул хушшинче федераллă автономи 750 пин тенкӗ тăкакланă. Çак мул организаци шучӗ çине ытларах Мускаври усламçăсем пулăшу укçи куçарнипе пухăннă. Вӗсене тӗрлӗрен мероприяти ирттернӗ çӗре янă, çав шутра Мускаври «Акатуй» валли те.
Устава çӗнӗ законодательство улăштарма хистет. «Обществăлла пӗрлешӳсем çинчен» калакан 82№ФЗ тата «Коммерцилле мар пӗрлешӳсем çинчен» калакан 7№ ФЗ-ăн тӳрлетӗвӗсем тăрăх ФНКАЧР Уставӗн çӗнӗ редакцинчи улшăнусене уйрăммăн сасăласа йышăнчӗç съезд делегачӗсем.
Федераллă автономин Канашне 27 çынран суйлама йышăнчӗç. Унта регионсенче чăваш культурине ăнăçлă саракан обществăлла оганизацисен ертӳçисене кӗртрӗç, çав шутра Тутарстанри ЧНКА Канашӗн председательне Дмитрий Самаренкина та. Чăваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Валерий Клементьев та кӗчӗ çӗнӗ Канаша.
ФНКАЧР Президенчӗн кандидатурине йышăнма сӗннӗ çын пӗрре кăначчӗ, çавăнпа та Патшалăх Думин депутачӗн Леонид Черкесовăн малашне те çак лава туртма тивӗ. Ăна съезда хутшăнакансем пӗр саслăн пулса пуçлăхра çирӗплетрӗç.
Малашне федераллă автономи чӗлхепе культурăна кăна мар, спортпа патриотизмла воспитани парассине те пысăк тимлӗх уйăрма шутлать. Çавăнпа та унăн уйрăм Тав çырăвӗ медалӗ тата орденӗ пулмалла тесе йышăнчӗç делегатсем. Пуху вӗçленсен хăнасене 549 çул тултаракан чăваш хулипе паллаштаракан экскурси кӗтрӗ. (А. Савельева сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев