Айхи йӑмӑкӗ те сакӑрвуннӑра ӗнтӗ
1991 çулта «Немецкая волна» радиостанци (Кельн) пуçарнă конкурсра 1 пин те 683 хайлав хушшинче пирӗн ентешӗмӗрӗн «Çăкăр чӗлли» калавӗ пӗрремӗш вырăн йышăнать. Ун тăрăх автор радиопьеса çырать.
2019 çулхи июлӗн 26-мӗшӗ хальхи чăваш литература тӗнчинче пӗлтерӗшлӗ дата пулчӗ. Çак кун шăп 80 çул каялла Патăрьел районӗнчи (ЧР) Именкасси ялӗнче учитель çемйинче Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ культура ӗçченӗ, Митта Ваçлей премийӗн лауреачӗ, СССР Писательсен союзӗн пайташӗ, паллă прозаик тата сăвăç, драматург тата куçаруçă Ева Лисина çуралнă. Ева Николаевна чăвашсен халăх поэчӗпе художникӗн Геннадий Айхипе Луиза Юманккан кӗçӗн йăмăкӗ. Пике Мускавра К.А.Тимирязев ячӗллӗ ял хуçалăх академийӗнче вӗреннӗ чухне литературăпа кăсăкланма пуçлать. Киленӳ кӳрекен ӗç çумнерех пулас тесе ют халăхсен литературин пӗтӗм союзри библиотекине вырнаçать. Унта 20 çул аслă редакторта вăй хурать. Çав хушăрах (1978–1983 тата 1989–1993 çç.) Щепкин ячӗллӗ театр училищинче чăваш çамрăкӗсене тăван чӗлхене вӗрентет.
1967 çулта «Ялав» журналта пичетленнӗ пӗрремӗш калавех хӗрарăм çыравçа ăнăçу илсе килет. Çавăнтан пуçласа Ева Лисина хайлавӗсем тăтăшах Чăваш Енре (унта кăна та мар) кун çути куракан хаçат-журналсен страницисене пуянлатаççӗ. Пӗринчен пӗри сумлă ӗçӗсем Чăваш кӗнеке издательствинче тухаççӗ. Вăл 14 ытла кӗнеке авторӗ.
1991 çулта «Немецкая волна» радиостанци (Кельн) пуçарнă конкурсра 1 пин те 683 хайлав хушшинче пирӗн ентешӗмӗрӗн «Çăкăр чӗлли» калавӗ пӗрремӗш вырăн йышăнать. Ун тăрăх автор радиопьеса çырать. Ăна WDR радиокомпани эфира кăларать. 1992 çулта Мюнстер хулинче кăларăм презентацийӗ иртет.
1994 çултанпа Ева Николаевна Шупашкарта пурăнать.
Пултаруллă çыравçă чăваш тата вырăс чӗлхисемпе нумай калав, юмах, пьеса çырать. «Рия» новеллăшăн «Ялав» журнал премине тивӗçет (1994). Каярах ăна нимӗçле те куçарнă.
Çыравçă – паллă куçаруçă та. Вăл А.Н.Островскийӗн тата ытти сăмах ăстисен хайлавӗсене чăвашла куçарнă. Е.Лисинан пьесисем тăрăх драматургсем спектакльсем те лартнă.
калав
ТӖРЕКЛӖ ХУÇА ӲСЕТ!
Хăйӗн ӗçӗпе шалт тӗлӗнтерсе янă хиртен эп пӗртен-пӗр шухăш-кăмăлпа таврăнтăм, манăн та часрах ӗçе пикенес! Ара, эп кунта канма çеç килмен вӗт, мана та ӗç кӗтет — пӗр юмах куçармалла. Темиçе сехет ӗçлесе ларнă хыççăн картишне тухрăм. Мӗнле ырă та илемлӗ кунта, ура айӗнче çемçе курăк, пуç тӗлӗнче яка пӗлӗтсем тата чăй-чăй туса вӗçекен чӗкеçсем. Сӗтел кăна кирлӗ, ăна пӗр-пӗр йывăç айне вырнаçтармалла та тултах ӗçлесе ларма пулать. Тен, ăна çак хыр айне лартас. Хам сӗтеле ăçтарах вырнаçтарсан лайăхрах-ши тесе тăраттăм, çурăм хыçӗнче ача сасси илтӗнсе кайрӗ:
— Эсир мӗскер тăватăр?
Çаврăнса пăхрăм. Ман умра кăн-кăвак куçлă, шурă çӳçлӗ арçын ача тăра парать. Пӗр çиччӗ-саккăрта пулӗ.
— Çав хыр çине пăхатăп-ха, — терӗм эпӗ.
— Вăл хыр мар, яхтă.
— Мӗнле хыр мар, хыр! — хирӗçлерӗм эпӗ.
— Эп хамăр ялти пек калап — ях-тă!
Умра кам тăнине тӳрех тавçăрса илтӗм. — Аван-и, Сантăр! — терӗм.
— Эсир ман ята ăçтан пӗлетӗр?
— Сан ятна çамку çине çырса хунă.
Ку ача хăй çамкине хыпашласа пăхмӗ-ши тенӗччӗ те, асту, хăнк та тумарӗ.
— Ман унта мăкăль çеç.
— Э-э, çапăçатăн эппин.
— Кирлӗ чух çапăçатăп.
Пӗр хушă нимӗн те чӗнмерӗмӗр. Ман ку ачана калаçтарасах килчӗ.
— Эп эс ăçта пурăннине те пӗлетӗп, — терӗм те Кулюк аппа çурчӗ енне кăтартрăм.
— Ав çав çуртра!
— Унта мар! — касса татрӗ ача. — Унта ман кил-йыш — кукамайпа апай — пурăнать. Эп хам çавăнта пурăнатăп! — вăл çӗрулми пахчи хыçӗнчи лăпăска хурăнсем хушшинчен кăшт çеç курăнакан тӗмеске еннелле аллине тăсрӗ.
— Э–э, сан унта штаб-квартира пулӗ-ха.
— Штаб-квартира ООНăн пулать, эп ООН мар, эп — разведчик, çавăнпа кăшшавуйра пурăнатăп.
— Ӑçта? Мӗнле кăшшавуй? Эс ӳплере тесшӗнччӗ пулӗ-ха?
— Эп хамăр ялти пек калап — кăш-ша-вуй.
Каллех чӗнмесӗр тăтăмăр. Сăмах май каласан ача чухне эпӗ те разведчик пулма ӗмӗтленеттӗм. Ун чухне тискер вăрçă кӗрлетчӗ. Эпӗ разведчик пулсан çав вăрçă питӗ хăвăрт вӗçленессӗн, эпир çӗнтерессӗн туйăнатчӗ. Сантăра çакăн çинчен каласа патăм та вăл мана сăнаса-сăнаса, пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанне çитиччен тӗсесе пăхрӗ те пуçне пăркаласа илчӗ.
— Сиртен мӗн разведчикӗ пулайтăр. Епле тăрнаккай — çухрăмранах курăнатăр! Ун пеккине тӳрех асăрхаççӗ те çавăнтах персе пăрахаççӗ!
Çапла калаччăр-ха сан çинчен, лайăх-и итлесе тăма. Çитменнине тата ку ача шăхăркалама пуçларӗ — разведчиксем пӗр-пӗрне акă еплерех систереççӗ тесшӗн-ши? Юрӗ, юрӗ, разведчик пулаймарăм пулсан шăхăрас тӗлӗшпе вара такамран та ирттереттӗм-ха, хам астăвасса мана пӗр арçын ача та çӗнтерейместчӗ... Ак ик пӳрнене çăвара чикесси çеç... Ши-и! шăхăртăм та — пӳрт çумӗнчи хыр-яхтă çинче ларакан кайăк ушкăнӗ сехри хăпнипе чилетсе-чăйлатса урăх çӗре вӗçсе кайрӗ. Сантăр та анраса кайрӗ пулмалла. Ӑçтан пӗлсе çитерен вăл ачана, тен, анрамарӗ те пуль... Ун пек-и, кун пек-и те, анчах вăл ман çине питӗ-питӗ хисеплесе пăхса илчӗ те тӗлӗнмелле сăмах персе ячӗ:
— Сана кам кӗтсе илчӗ, ӗне-и?
Эп хӗпӗртесех кайрăм, асамлă ӗне йӗрӗ çине ӳкрӗм пулмалла! Паллах, тӳрех ыйтма-тӗпчеме пуçларăм, анчах ман ыйтусене хирӗç Сантăр ялан пӗр евӗрлӗ хуравларӗ:
— Ху курнă, ху пӗлетӗн. Темскершӗн вăл мана «эсӗ» теме пуçларӗ. Ӗне çинчен калаçма чарăнсанах каллех «эсир» тет. Сантăрпа иксӗмӗр пӳртрен пӗчӗк сӗтел йăтса тухса хыр айне лартрăмăр. Кайран чей ӗçрӗмӗр. Чей ӗçнӗ хушăра Сантăр мана йăпатма тăрăшрӗ:
— Эсир ан хуйхăрăр, разведка хӗрарăм ӗçӗ мар вăл, арçын ӗçӗ.
— Эппин пирӗн, хӗрарăмсен, мӗн тумалла-ши?
— Кукăль пӗçермелле. Ача-пăча пăхса ӳстермелле.
— Çавă çеç-и?
— Мӗнле «çавă çеç-и»? Пӗчӗк ӗç мар ку. Ача-пăча пăхас тесен тӗнчере мӗн пур, çавна пурне те пӗлес пулать.
Ай, пӗтерет ку ача! Çирӗп хресчен пуласскер тӗрӗсех калать-и тен...
(«Улăхпи» кӗнекерен).
Сăнӳкерчӗк «Хыпар» хаçат сайтӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев