«Балачак» пултаруллисене çул парать
Февралӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа «Балачак» ача-пăча вокалӗн халăхсен хушшинчи фестиваль-конкурсӗ пуçланчӗ. Вăл майăн 15-мӗшӗчченех пырӗ. Фестиваль-конкурсăн продюсерӗ Гузель Шафигуллина «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ тăрăх, конкурс виçӗ тапхăртан тăрать: пӗрремӗшӗ – заявкăсем пухас тата конкурсантсен пултарулăхӗпе онлайн-режимра паллашасси. Ку ӗçе 3 çынран тăракан жюри пăхса тухса йышăну тăвать. Иккӗмӗш тапхăрта суйлав иртнисем Хусана килеççӗ.
Конкурс ачасемшӗн интереслӗ, вӗсене илӗрттӗр тесе жюрие паллă артистсенчен суйлаççӗ. Кăçал жюри председателӗ пулма эстрада çăлтăрӗсем, киносемпе сериалсем валли юрă çыракана, вокал тренерне, паллă хитсен авторне, «Ну-ка, все вместе!» телекăларăм экспертне Дина Мигдала чӗнсе илнӗ. Дина пресс-конференцие онлайн майпа хутшăнчӗ. Заявка панисене саламласа çак тапхăр мартăн 31-мӗшӗччен пынине аса илтерчӗ. «Эпир сирӗнпе кашнинпе куçа-куçăн курса калаçăпăр, творчество энергийӗпе ылмашăнăпăр. Фестиваль хăвăр пеккисемпе тӗл пулса пӗр-пӗринчен вӗренмелли тата малалла ӳсӗм тумалли паха площадка пулса тăрать. Сирӗнпе сывпуллашмастăп, «Балачакра» тӗл пуласса шутсăр кӗтетӗп», – терӗ Дина Мигдал.
Жюрин тепӗр сумлă пайташӗ Алиса Кожикина, ача-пăчасен «Евровидение» конкурсӗн çӗнтерӳçи. Виççӗмӗшӗ – Радик Яруллин, юрăç тата композитор, продюсер. Вӗсем 1-мӗш тапхăрти жюри пайташӗсем, 2-мӗшӗнче вӗсен çумне ытти паллă çынсем – культура, музыка искусствин ӗçченӗсем, тава тивӗçлӗ артистсем, педагогсем хутшăнаççӗ.
Фестиваль-конкурс майăн 15-мӗшӗнче гала-концертпа вӗçленет. Çавăнта çӗнтерӳçӗсене палăртса чыслама тивӗç.
«Добро рядом» ыркăмăллăх фончӗн директорӗ Радик Абдрахманов кӗскен фестиваль-конкурс историйӗпе паллаштарчӗ.
«Ку пирӗн ыркăмăллăх проекчӗсенчен пӗри. Кăçал ăна виççӗмӗш хут ирттеретпӗр. Пирӗн тӗллев – талантлă та пултаруллă ачасене тупасси, аталанма пулăшасси. Вӗсене эстрада çăлтăрӗсемсӗр пуçне спонсорсем те тимлӗхе илччӗр тесе тăрăшатпăр, – терӗ Радик Абдрахманов. –
Пӗлтӗр çак фестивале Раççей регионӗсенчен 600 ытла заявка килчӗ, çавсенчен 186-шне суйласа илсе Хусана чӗнтӗмӗр».
Радик Абдрахманов палăртнă тăрăх, вӗсем сывлăх енчен çирӗпех мар ачасемпе ӗçлекен вӗрентекенсене те тимлӗхе илнӗ – çавра сӗтел ӗçне йӗркеленӗ. «Кăçалхи фестивале тата лайăхрах ирттерме тӗллев лартнă. Жюри йышне те тӗпрен улăштартăмăр. Гала-финал Б.Рамеев ячӗллӗ çӗнӗ IТ-паркра иртет. Фестивале хуть хăш наци ачи-пăчи те хутшăнма, хăй чӗлхипех юрлама пултарать, – терӗ Радик Мухарлямович.
«Балачак» фестиваль-конкурса пуçарса янă чухне малтанласа сывлăх енчен çирӗпех маррисем пирки шутламан. Анчах талантлă ачасем сывлăх енчен çирӗпех маррисен хушшинче те пуррине шута илсе ку тӗрӗсех мар тесе пӗтӗмлетнӗ. Телее, кунта вӗсене «Радуга Добра» ыркăмăллăх фончӗпе туслă çыхăнусем пурри пулăшнă. Сăмах май, «Радуга Добра» ыркăмăллăх фончӗ çинчен хаçатра эпир пӗрре мар çырнă. Çак организацие Валентина Бушуева тухтăр-терапевт, чăваш хӗрарăмӗ, нумай ачаллă анне ертсе пырать. Асăннă фонд йывăрлăха кӗрсе ӳкнӗ çемьесене, инвалид ачаллă çемьесене, сывлăх енчен çирӗпех маррисене хăй хӳттине илнӗ. Паянхи куна вӗсен опекинче 60 ытла çемье. Вӗсем республикăн тӗрлӗ районӗсенчен.
Валентина Бушуева пӗлтернӗ тăрăх, вӗсем инвалид ачасем хушшинче темиçе çул ӗнтӗ «Салават купере» фестиваль ирттереççӗ. Кăçал та пулать вăл, паяна сывлăх енчен çирӗпех маррисемпе ӗçлекен 38 учрежденирен 400 ытла заявка килнӗ те ӗнтӗ. Хальхинче вӗсем «Добро рядом» фондпа пӗрле тӗрлӗ мастер-классем ирттерме палăртнă. Ку енчен вӗсен опыт пысăк.
«2021 çултанпа сывлăх енчен çирӗпех маррисемпе ӗçлекен педагогсем валли пӗрле мастер-классем йӗркелетпӗр. Пирӗн фестивале вара çурма е сӗм суккăр ачасем, илтменнисем, ДЦПпа чирлисем, даунсем, ытти чирпе асапланакансем хутшăнаççӗ. Пӗтӗмпе 165 номер пуçтарăнчӗ. Онлайн режимпа вӗсене пурне те пăхса тухрăмăр. Пысăк тав сăмахӗсем педагогсене калас килет. Инвалид, ăс-тăн, сывлăх енчен çитменлӗхсем пур ачасемпе ӗçлесе вӗсем ачасене хăйсен талантне палăртма, малалла аталантарма çул уçаççӗ, тӗнчене тухма пулăшаççӗ. Сцена çакăн пек ачасене социализациленме, реабилитаци иртме пулăшать. Сывă ачасемпе пӗр танах сцена çине тухма май пулни вӗсене хавхалантарать. Ырă эмоцисем психикăпа эмоцисен лару-тăрăвне ырă витӗм кӳреççӗ», – терӗ Валентина Бушуева.
Фонд директорӗ пӗлтернӗ тăрăх, кăçалхи çавра сӗтел ӗçне шăпах инвалид ачасемпе ӗçлекен темиçе педагога чӗнсе илнӗ. Вӗсем вăл е ку искусство енӗпе (ташă, вокал, музыка инструменчӗпе каласси, оратор искусстви тата ытти) мӗнле диагнозлă, патологи мӗнле шайри ачасене явăçтарма юрани пирки каласа парӗç. Сăмахран, вокал урокӗсене ДЦПпа чирлӗ ачана калăпăр ăс-тăн енчен катăкраххипе пӗр евӗр пама çук.
Мӗнле парнесем кӗтеççӗ-ха «Балачака» хутшăнакансене? Радик Абдрахманов каланă тăрăх, пӗр ача та асăнмалăх парнесӗр юлмӗ. Пӗрремӗш вырăна тивӗçекенсене клип ӳкерсе параççӗ. Унсăр пуçне чи пултаруллисене çулла спортпа творчество лагерӗнче канма май туса парасшăн. «Кăçал ку ӗçе пурнăçлатпăрах пулӗ тетӗп. Тахçантанпа ӗмӗтленетпӗр лагерь çинчен», – терӗ Радик Мухарлямович калаçăва вӗçлесе.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев