Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

БАНАН ӲСТЕРЕКЕНСЕМ ÇӖРУЛМИ ТУСА ИЛӖÇ

Раççей ялӗсене африканецсене илсе килесси пирки хатӗрленӗ проекта хута янă.

Раççей ялӗсене африканецсене илсе килесси пирки хатӗрленӗ проекта хута янă. Малтанлăха 30 яла çӗнӗ çынсене куçса килме чӗнесси пирки сăмах пырать проектра. Тверь облаçӗнче  пулас ял вырăнне чул хума ӗлкӗрнӗ те.

Ăнланатпăр, пурте Раççей варринче хура ӳтлӗ африканецсен ялӗ ӳссе ларӗ тесе шутлама ӗлкӗрчӗ. Чăннипе сăмах шурă ӳтлӗ африканец-фермерсем пирки пырать.

Вăхăтӗнче Ватă Европăри çӗршывсенчен (Голландирен, тӗслӗхрен) Африкăна куçса кайнă колонизаторсен мăнукӗсен мăнукӗсем пирки сăмах пырать. Пурăна киле самана улшăннă, халӗ шурă африканецсенчен хăшӗсем хура континентран кайма хатӗр. Çитменнине Раççейӗн ют çӗршывсенчен пурăнма чӗнсе илессипе тӗслӗх пур. Пӗр 10-15 çул каялла Инçет Хӗвелтухăçне Кăнтăр Африкăран староверсем куçса килнӗ. Ятарлă патшалăх программипе мар, чăн та. Тен, çавăнпа вӗсен ӗçӗ-хӗлӗ, çитӗнӗвӗсем çинчен тăтăш каласа памаççӗ.

«Россия-Африка» саммитра Тверь облаçӗн представителӗсем Танзанири виноград, авокадо, имбирь туса илекен пысăк компанипе килӗшӳ тунă. Çаплах Руандăпа, Алжирпа, Конгопа тата Эфиопипе ӗçлеме калаçса татăлнă.

Африкăра авокадо, банан туса илекен фермерсем Тверь облаçӗнче мӗнле çимӗç лартса çитӗнтерӗç-ши?

 Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: миграция