Белорусси ертӳҫи суйлав умӗн Раҫҫее айӑплать
Ҫӗршыва 26 ҫул ертсе пыракан Александр Григорьевич ҫинче "армяк ҫуннине" пурте ӑнланаҫҫӗ. Анчах мӗн хак тӳлеме хатӗр вӑл влаҫра тытӑнса юлассишӗн – паянхи кунри ҫивӗч ыйту
Белоруссире ку эрнере Президент суйлавӗсем иртеҫҫӗ. Александр Лукашенко ӗнтӗ 6-мӗш хут унта кандидат пек хутшӑнать.
Яланхи пекех, конкурентсене суйлав процесӗнчен пӑрса янӑ: кама регистрацилемен, кама тӗрмене лартнӑ. Ҫакнашкал ҫынсенчен пӗрин арӑмӗ Светлана Тихановская тӑрӑхнипе хӑй кандидат пек регистрациленнӗ. Белоруссири хуласенче ӑна тӗрев парса йышлӑ митингсем иртеҫҫӗ.
ЛДПР парти лидерӗн Владимир Жириновскийӗн шухӑшӗпе, Белоруссири суйлавсенче Александр Лукашенко ҫӗнтерес пулсан, вӑл ҫӗршывра ҫар пӑлхавӗ пулма пултарать. Те, пӑлхавран асӑрханса-и, Белоруссин Раҫҫейпе чикӗленекен облаҫсенче августӑн 10-мӗшӗнче ҫар мобилизацине палӑртнӑ.
Суйлава пӑсас тӗллев пуррисен шутне Лукашенко Раҫҫее кӗртет. Аэропортра Стамбула вӗҫсе кайма хатӗрленекен 33 ҫынна Минскри ОМОН арестленӗ, имӗш вӗсем халӑха пӑлхатма килнӗ.
Белоруссире революци пулас пулсан, ҫулӑм Владивостоках ҫитме пултарассипе асӑрхаттарать Лукашенко Раççее.
Тӗрӗсрех каласан, хӑратма хӑтланать. Раҫҫейӗн сывлӑш чиккисем хупӑ пулнипе Судана Минск урлӑ вӗҫекен Вагнер ҫарӗн салтакӗсене ярса тытса вӗсенчен Белоруссири режима кисретме килнӗ "боевиксем" туни – Лукашенкон чеелӗхӗ пулнине нумайӑшӗ ӑнланаҫҫӗ. Коронавирус пандемиине пула мерӑсем йышӑнман Белоруссири официаллӑ статистикӑ та, халӑх йышӗпе пӗрешкел Чехиринчен самай ирттерет, ҫав шутра вилнисен шучӗпе те. Апла пулсан кӑна та кӳршӗри влаҫ ҫитменлӗхӗ шутне кӗртеҫҫӗ батька опоненчӗсем.
Лукашенкон электорачӗ – ытларах пенси ҫыннисемпе бюджетниксем. Ҫавӑнпа-ши вӑл ҫитес пилӗкҫуллӑхра белоруссен ӗҫ укҫисене икӗ хут ӳстерме шантарать. Ҫӗршыва 26 ҫул ертсе пыракан ҫамрӑкланма хӑтланакан 65-ри Александр Григорьевич ҫинче "армяк ҫуннине" пурте ӑнланаҫҫӗ. Анчах мӗн хак тӳлеме хатӗр вӑл влаҫра тытӑнса юлассишӗн – паянхи кунри ҫивӗч ыйту.
Светлана Тихановская вара, Президента суйлансан ҫур ҫултанах Белорусси ертӳҫин ҫӗнӗ, демократиллĕ суйлавӗсене йӗркелеме шантарать. Ҫавӑнпа килӗшет те пулмалла вӑл ун майлӑ сасӑлас текенсене.
Сӑнӳкерчӗксем Белорусси Президенчӗн сайтӗнчен
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев