Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Билет в будущее» профориентаци проектӗнче çулла та регистрациленекенсем нумайăн

Çуллахи каникул пулин те, Тутарстанри вĕренӳ заведенийĕсем «Билет в будущее» пĕрлехи профориентаци моделĕн платформинче регистрациленме пăрахмаççĕ. Паян кунта Тутарстанри 1 214 шкул, 3 770 педагог, 125 пин ытла вĕренекен регистраци иртнӗ.

Аса илтеретпĕр, Тутарстанра шкул ачисене профессисемпе паллаштаракан «Билет в будущее» Пĕтĕм Раççей проекчӗ 2021 çултанпа ӗçлет. Халӗ вăл вӗренекенсене кӗçӗн çулсенчех професси суйлама пулăшакан чи лайăх мелсенчен пĕри пулса тăчĕ. Сăмахран, пӗлтӗр республикăра 6,5 пин шкул ачи професси суйлама хутшăннă, Раççейӗпе вара – 3 миллиона яхăн.

«Проекта хутшăнса шкул ачисем тӗрлӗ профессипе паллашнă чух ӗçе хӑйсен аллипе туса пӑхма пултарчӗç. Чун туртӑмне шырассинче практикăпа усă курни яланах ӑнӑҫлӑ пулса тухать, ҫамрӑксене ӗҫ условийӗсемпе тӳрремӗнех паллашма, хӑйсен кӑмӑл-туйӑмне хаклама тата профессионал-наставникран хушма информаци илме май парать. Çапла майпа вӗсем хӑйсен суйлавне туллин ҫирӗплетсе ҫӗнӗ специальноҫсем уҫаҫҫӗ», – тесе палӑртать ТР ЦОПП ертӳҫи Наталья Королева.

Тутарстанра кӑҫал йӑлана кӗнӗ направленисем – нефтьпе хими тата строительство отраслӗсем, ял хуҫалӑхӗ – ҫумне ИТ сферинчен ҫӗнӗ специальноҫсем хушӑнчӗҫ: пилотсăр  вӗҫекен аппаратсен операторӗ, гейм-дизайнер, WEB- тата мультимедиа приложенийӗсен разработчикӗ тата ытти те. Нумай профессипе паллашни ачасене паянхи кун чăнах та кирлӗ сферӑсене лайӑхрах ӑнланма тата Раҫҫей экономикин чи кирлӗ отраслӗсенче ӗҫ вырӑнӗ тупма пулăшӗ.

2025 ҫултан «Билет в будущее» пӗрлехи профориентаци моделӗ «Ҫамрӑксемпе ачасем» наци проекчӗн шутне кӗрет.

 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев