Брест крепоçӗн хӳтӗлевçисем – çамрăк ăрушăн тӗслӗх
Çӗнтерӳ уявӗ умӗн «Татар-информ» Информаци агентствинче унăн хăтлавӗ иртрӗ. Унта «Татмедиа» Пичетпе массăлла коммуникацисен агентствин ертӳçи Айдар Салимгараев, «Идел-Пресс» ПИК генеральнăй директорӗ Анас Аскаров, Пӗтреç районӗн пуçлăхӗ Раис Сулейманов, Тутарстанăн Беларуçри представителӗ Ильхам Кашапов, Луиза Янсуар литературовед хутшăнчӗç.
Автор Тутарстанри халӗ Пӗтреç районне кӗрекен Альвидино тӗне кӗнӗ тутарсен ялӗнче çуралса ӳснӗ. Кӗнеке Брест крепоçӗ, ăна нимӗç фашисчӗсенчен паттăррăн хӳтӗлекен Хӗрлӗ Çар салтакӗсем çинчен каласа парать. Хальхи кăларăма Аслă Çӗнтерӗве 80 çул, Петр Михайлович Гаврилов çуралнăранпа июнӗн 17-мӗшӗнче 125 çул çитнине халалланă.
Кăларăм документлă, ăна нон-фикшн стилӗпе çырнă, автор пулса иртнине çырса пынă блокнотсемпе хăйӗн асаилӗвӗсене тӗпе хывнă. Çӗнӗ кăларăм шучӗпе нумай мар, пурӗ те 500 экземпляр. Вӗсене суту-илӗве парассишӗн кăларман, крепоçа хӳтӗлекенсене асра хăварма, çамрăксене чăн историпе паллаштарма кăларнă, çавăнпах кӗнекесене Пӗтреç районӗнчи шкулсене валеçӗç, Беларуçе ăсатӗç.
Хăтлавра Луиза Янсуар литературовед Петр Михайловичăн тумхахлă пурнăç çулӗ çинчен вулакансем халиччен пӗлмен историсене, «Сражается крепость» кӗнеке мӗнле кун çути курнине каласа пачӗ.
Нимӗç фашисчӗсене хирӗç Брест крепоçне хӳтӗлесе 32 кун юн тăкнă совет салтакӗсенчен пӗри пулнă Петр Гаврилов. Фашистсем крепоçа тытса илнӗ чух вăл халран кайнă, аманса пӗтнӗ, тăнне çухатнă. Çапла лекнӗ Петр Гаврилов тыткăна. Унта хӗн-асап курнисем çитмен, хăтăлсан та нушисем пӗтмен – тыткăнра пулнăскере сутăнчăк ят çыпăçтарма пăхнă, шанман. Брест крепоçне хӳтӗлекенсем çинчен кӗнеке çыракан писатель-журналист Сергей Смирнов тӗпчесе пӗлсе таса ятне тавăрма пулăшман пулсан мӗнле шăпа кӗтетчӗ-ши ăна?
Петр Гаврилов хăйӗнпе, таврара мӗн пулса иртнисене яланах кун кӗнекине çырса пынă. Çавсене пухса çапăçура пуç хунă юлташӗсене асăнса, хăй тӳссе ирттернисене асра тытса кӗнеке кăларма шутланă. Аслă Çӗнтерӳ 30 çул тултарнă тӗле тухать вăл. Ăна Анатолий Макаренко çыравçăпа хатӗрлени хайлава чăн пулса иртнӗ историе пӗр улăштармасăр, çав вăхăтрах пур вулаканшăн та кăсăклă, илемлӗ чӗлхепе кăларма май панă.
Ку кӗнекен иккӗмӗш кăларăмӗ, тӳрлетсе, хушса çырса 1980 çулта пичетленнӗ.
Хальхи кăларăма пичетлес шухăш пӗлтӗр Тутарстан делегацийӗ Беларуçе, Минск хулине кайсан çуралнă. Пресс-конференцире белоруссем Брест крепоçне хӳтӗлекенсене, çӗршыва нимӗç фашисчӗсенчен хăтаракансене паян кун та асра тытни, сума суни çинчен каласа пачӗç.
Çывăх вăхăтрах кӗнекене тутарла куçарасси пирки калаçусем çӳреççӗ. Çуралса ӳснӗ республикăра, ялта та Герой ятне асрах тытаççӗ. Тутарстанăн тӗп хулинче Петр Гаврилов ячӗллӗ урам пур, вăл çуралнă Пӗтреç районӗнче кăçал 9-мӗш хут СССР Геройне халалласа патриотла вăйăсем иртеççӗ. Йӗркелӳçӗсем кашни çул историре пулнă çапăçусене реконструкцилеççӗ. Кăçал июнӗн 21-22-мӗшӗсенче Кёнигсберга илнине курма май пулать.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев