Юпа уйăхӗн 12-мӗшӗ – Марьямна. Тӳпере çăлтăр нумай- тăк – кӗр кунӗсем типӗ пулаççӗ. Кая юлса тухакан кăмпасем шăтнă пулсан – юр часах çумасть-ха.
Юпа уйăхӗн 13-мӗшӗ – Михаил. Юр çусан хӗл час лармасть-ха. Енчен те çак кунччен тăрнасем кăнтăра вӗçсе кайса пӗтнӗ-тӗк – хӗл ир ларать тата сивӗ пулать. Юпа уйăхӗн 14-мӗшӗ – Пукрав. Çак кун хăш енчен çил вӗрет – çав енчен сивӗсем килеççӗ. Ӗлӗк Пукравран хӗр çураçма, туй тума пуçланă. Çак кун юр çуни ырă паллă – çамрăк мăшăрăн пурнăçӗ пыл та çу пуласса систерет.
Юпа уйăхӗн 15-мӗшӗ – Устинья тата Куприян. Çак кун вăйлă çумăр çусан хӗлле сивӗ пулать. Чăхсем çунаттисемпе сулкалашаççӗ-тӗк – кӗçех сивӗтет. Юпа уйăхӗн 16-мӗшӗ – Денис. Хӗл çывхарни уççăн сисӗнет. Çулçăсем васкаса тăкăнаççӗ, пӗрремӗш юрсем çăваççӗ, шăнтать.
Юпа уйăхӗн 17-мӗшӗ – Ерофей. Пакшасем тӗсне улăштарнă-тăк – хӗл сивӗ пуласса. Телеграф пралукӗсем яланхинчен хытăрах кӗрлеççӗ – çанталăк пăсăласса. Юпа уйăхӗн 18-мӗшӗ – Харитина. Çумăрсăр çанталăкра кăвайт тӗтӗмӗ çӗр çийӗн сарăлать-тӗк – çумăра. Уяр çанталăкра чарлансем ушкăн-ушкăн хытă шавласа вӗçеççӗ пулсан та кӗçех çумăр çăвасса пӗлтерет.
Нет комментариев