Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çак вырсарникун Шупашкар 553-мӗш çуралнă кунне уявлать

Уява ир-ирех Атăл çыранĕ хĕрринче зарядкăпа  пуçлĕç. Кăнтăрла Атăл çинче тĕрлĕрен парăслă кимĕсен куравĕ пулĕ. 15 сехетре вара хулари тĕрлӗрен службӑра ĕçлекен техникăн фестивалĕ пуçланать, тесе пӗлтереҫҫӗ "Хыпар" хаҫатӑн пабликӗсем.

 Каç кÿлĕм 5 сехетре уява пухăннисене вăйă картине пухасшăн хула администрацийĕ. Атăл кÿлемĕшĕ хĕррипе тăрса тухса алла-аллăн тытăнакансене шутласа рекорд лартасшăн. Çав вăхăтрах хулан тĕп урамĕнче — Карл Маркс урамĕнче — пултарулăх бульварĕ сарăлса выртĕ. Хĕрлĕ тÿремре ҫав вӑхӑтра концерт пуçланĕ: унта хамăр республикăри артистсемпе пĕрлех Торез, Сухум тата Гродно хулисенчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнĕç.
Каçхи 9 сехетре Денис Майданов артистăн концерчĕ савăнтарĕ,
10 сехетре уява фейерверк пĕтĕмлетĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев