Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çăкăр-тăварлă халăх эпир

Теччӗ хулинчи 2-мӗш номерлӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта декабрӗн 16-мӗшӗнче «Радуга культур» халăхсен пултарулăхӗн фестивалӗ иртрӗ.

Теччӗ хулинчи 2-мӗш номерлӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул республикăри чи лайăххисен шутӗнче. Вӗрентӳ пахалăхӗ пысăккипе ашшӗ-амăшӗ ачине кунта вӗренме яма тăрăшать. Шкул директорӗ Фиргат Файзулхакович Гаффаров каланă тăрăх, ашшӗ-амăшӗ шăпах педагогăн ăсталăх шайне пăхать. Коллектив кунта чăнах та лайăх. Фиргат Файзулхакович учительсенчен пуçласа техперсонал таран мухтанăран кадрсем хисепри сисӗнчӗ. Декабрӗн 16-мӗшӗнче шкулта иртнӗ «Радуга культур» халăх пултарулăхӗн фестивалӗнче суварçăсем эпир те пулса куртăмăр.

Мероприятие мӗнле хатӗрленинченех шкул çӗнӗлле ӗçлеме пӗлни курăнчӗ. Ытти çӗрти пек пӗтӗм шкул ачине пӗр пӳлӗме е зала пухса иртмерӗ вăл, чи интересли вӗрентӳ процесӗ те чарăнса тăмарӗ. Пӗрисем халăхсен культурипе паллаштарнă чух, теприсем уроксенчех ларчӗç. Чӗннӗ хăнасене (хулари Халăхсен Туслăх Çурчӗн, тутар хӗрарăмӗсен «Ак калфак» пӗрлешӗвӗн районти уйрăмӗн, вӗрентӳ уйрăмӗн представителӗсене) кӗтсе илесси те акă хăйне евӗрлӗ пулчӗ. Вӗсемпе «Юрататăп сана, Тутарстан» акци ирттерчӗç. 15-мӗш кабинетăн доски çине вырнаçтарнă вырăс, тутар, чăваш тата мăкшă пуканисен тумне халăх эрешӗллӗ магнитпа илемлетмеллеччӗ. Вырăнти Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçипе Володар Тимофеевпа «Сувар» хаçат редакторӗ Ирина Трифонова районти халăхсем малашне те туслă пурăнма, пӗрле ӗçлеме сунса чăваш пуканин саппунӗ çине чăваш эрешне çыпăçтарчӗç.

500 пин тенкӗ грант

«Радуга культур» халăхсен пултарулăхӗн фестивалӗ шкул Раççей халăхӗсен культура еткерлӗхӗн çулталăкне пӗтӗмлетни пулчӗ тесен те юрать-тӗр. Шкул директорӗ Фиргат Гаффаров каланă тăрăх, фестивальте ӗмӗр юнашар пурăнакан кӳршӗсен культурипе паллаштараççӗ. Тепӗр тесен, ку ӗç Раççейре е республикăра мӗнле çулталăк пулнине пăхмасăр, шкулта пӗр куна та чарăнмасть, мӗншӗн тесен тӗрлӗ халăх ачи-пăчи вӗренет. Пӗлтӗр çӗнсе илнӗ 500 пин тенкӗ грантран 164 пинне вырăс, тутар, чăваш, мăкшă тумӗсене çӗлеттерме тăкакланă. Ку шкулта вӗренекенсем районта кăна мар, республикăра та малтисен ретӗнче, тӗрлӗ предметпа иртекен олимпиадăсен çӗнтерӳçисемпе призерӗсем йышлăн. Учительсем ачасен ашшӗ-амăшӗпе тачă çыхăнса ӗçлеççӗ.

Мастер-классем

Районти тӗп халăхсен культурине тӗрлӗ енчен кăтартма тăрăшрӗç. Пӗрремӗш хутăн фойинче учительсемпе вӗрентекенсем мастер-классем ирттерчӗç. Мăкшăсем (йӗркелӳçи 3-мӗш «А» класс ертӳçи Ю.Ф. Ильина) халăх шăрçине тума вӗрентрӗç, тутарсем (йӗркелӳçи 3-мӗш «Б» класс ертӳçи Г.Ф.Корнукова) хулăн çипрен карçинкка çыхрӗç, вырăссем (йӗркелӳçи 4-мӗш «А» класс ертӳçи О.В.Абрамова) тăвар савăтне ӳкерсе илемлетрӗç пулсан, чăвашсем (йӗркелӳçи 4-мӗш «Б» класс ертӳçи Т.В.Ислюкова) йăх управçи тума вӗрентрӗç. Тӗрлӗ курăк, çырла, хӗвел çаврăнăш таранах кашнин пӗлтерӗшӗ пур иккен чăвашăн. Хăшӗ усал-тӗселтен упрать, тепри укçаллă тăвать, тепри сывлăха çирӗплетет... Вӗсене йӗтӗн пусмаран çӗленӗ пӗчӗк хутаçа хурса килте упрамалла е хăвпа чиксе çӳремелле-мӗн. Сăмах май, управçăн эрешне хăвăнах ӳкерсе е сăрласа илемлетмеллеччӗ. Мастер-класран эпир те пушă алăпа килмерӗмӗр. Хаçатăн тӗп редакторӗ хăй аллипе ăсталанă мăкшă шăрçипе, çак йӗркесен авторӗ техӗмлӗ курăклă йăх управçипе таврăнтăмăр.

 Çăкăр-тăварлă

Мероприятин тепӗр пайӗ чи тутли пулчӗ. Кунта харăсах вырăс, тутар, мăкшă тата чăваш кухнипе паллаштарчӗç. Сӗтел тулли ӗçме-çимене ачасем ашшӗ-амăшӗсемпе, асламăш-кукамăшӗсемпе пӗрле хатӗрленӗ. Чăваш сӗтелӗ çинчи хуплăва акă, Теччӗри Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ Володар Аркадьевич Тимофеев та пӗçерме пулăшнă. Унăн ку шкулта 4 мăнукӗ вӗренет. Сӗтеле мăнукӗн класӗ – 7-мӗшсем – хатӗрленӗ.

Халăхсем ӗмӗрсем хушши юнашар пурăнсан та пӗр-пӗрин çинчен пӗлменни пур-ха пирӗн. Вырăссем, тӗслӗхрен, апата ытларах кăмакара пӗçерни çине пусăм турӗç. Тутарсем наци ӗçми-çимипе паллаштарнă май, çирӗпленнӗ    йăласем  çинчен те аса илтерчӗç. Калăпăр, хăнана тутар нихăçан та пушă алăпа çӳремен. Чăвашсемшӗн вара çулçӳревçӗ хуть хăçан та хаклă хăна пулни çинчен каласа пачӗç. Шăп çавăнпах килен-каяна сӗтел хушшине лартмасăр кăларса ямаççӗ кунта. Ку тăрăхри чăвашсем ӗлӗк хăйсем хире тухса кайсан та сӗтел çине çăкăрпа тăвар хурса хăварнă, алăка питӗрмен. Çул çӳрекен  килсе кӗрсен чӗре сури тутăр тенӗ. Мăкшăсем юхан шывсем хӗрринче пурăннăран, тӗп апат пулă пулнине тата çăмарта мӗнле вырăн йышăннине каласа пачӗç. Кашни халăх хăй апачӗпе паллаштарчӗ кăна мар, хăналарӗ те. Яланхи пекех чăваш сӗтелӗ чи нумай хăнана пуçтарчӗ. Мӗн кăна çукчӗ пуль  вӗсен сӗтелӗ çинче: хуплу, шăрттан, чăкăт, сутӗн, хуран кукли... Çăкăр-тăварлă халăх çав эпир.

Ачашăн чӗлхе вӗренесси кăткăс мар 

Наци апачӗ хыççăн тепӗр пӳлӗмре шкул театрӗ (ертӳçи Г.Н.Саматова) ачасен пултарулăхне курма чӗнчӗ. 1-мӗш класс шăпăрланӗсем «Çарăк» халапа тутарла лартса пачӗç. Пӗчӗк артистсенчен кашни тутарла калаçа-калаçа хăйӗн рольне ӗненмелле, ăста калăпларӗ. Мини-спектакль вӗçленсен ку ушкăнра пӗр тутар ачи те çуккине пӗлтерсен питӗ тӗлӗнтӗмӗр. Чăвашсем эпир пикенсех ачасене тăван чӗлхерен пистернӗ вăхăтра тутарсем ытти халăх ачисене те мӗн пӗчӗкрен епле аван вӗрентеççӗ. Тутарстанăн наци политикине Чăваш Ен мӗншӗн пăхмасть-ши? Сывă, йӗркеллӗ аталанакан ача çăмăллăнах темиçе чӗлхене вӗренеет, йывăр мар ку уншăн. Çитменнине ăсра пӗр чӗлхерен тепӗр чӗлхене вӗçӗмсӗр куçарни пуçне аван ӗçлеттерме кăна пулăшать. Темшӗн чăваш ашшӗ-амăшӗ çакăн çинчен аса илмест. «Пӗр чӗлхе – пӗр ăс – нумай чӗлхе  –вӗрентет», – пӗрлехи ăс тенӗ вӗт ӗлӗкрен.

Пирӗн анне...

Шкул театрӗн пултарулăхӗпе паллашнă хыççăн малалла иккӗмӗш хутăн фойинче «Радуга культур» фестивалӗн концерт программи кӗтрӗ пире. Чăн малтан «Таланты Татарстана» конкурсăн районти тапхăрӗн призерӗсемпе çӗнтерӳçисене чысларӗç. Дипломсене тивӗçнӗ ачасем кунта та йышлăнччӗ. Районта пурăнакан тӗп халăхсен чӗлхисемпе литмонтаж та пулчӗ. Унтан кашни халăх ачисем хăйсен чӗлхипе юрăсем шăрантарма тытăнчӗç. Чăвашсене хыçаларах хăварнипе-ши, пирӗннисем мӗнпе тӗлӗнтерӗç-ши, нивушлӗ ташăпа кăна тесе пăшăрхантăм малтан. Çук иккен, чăваш ачисем те маттур кунта . «Пирӗн анне» юрра питӗ хитрен юрласа пачӗç.

Мероприятисене хăш пайне кабинетсенче, теприсене фойесенче ирттерни креативпа кăна çыхăнман иккен. Шкула 1971 çултах лартнăранпа кунта акт залӗ çук. Ачасем мероприятисене шкул столовăйӗнче ятарласа ăсталанă сцена çинче хатӗрленеççӗ. Мӗнпур япала çине позитивпа пăхакан шкул директорӗ кунта та лайăх енсем курнине пӗлтерчӗ. «Пирӗн ачасем сцена çинче нихăçан та çухалса каймаççӗ, мӗншӗн тесен вӗсен кураканӗсем репетици вăхăтӗнче те пур. Шкулта 400 ытла ача вӗреннӗрен столовăйран çын талăлмасть пирӗн», – терӗ шӳтлӗн. 

Паллах, шкула тӗпрен юсамалла, паянхи стандартсене питех тивӗçтермест вăл, çапах та ăшă, çутă, тирпейлӗ, чи кирли – вӗрентӳ пахалăхӗ пысăк. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество