Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çамрăксен дипломатине санкцисем чараймаççӗ

Раççее теçетки-теçеткипе санкци хунă вăхăтра дипломати хутшăнăвӗсем чарăнса тăмалла пек, анчах пачах тепӗр май иккен, çамрăксен дипломатийӗ пысăк утăмсемпе аталанать. Кун çинчен ТР çамрăксен политикин министрӗ Ринат Садыков ноябрӗн 21-мӗшӗнче «Татар-информ» агентствăра çамрăксен дипломатийӗн проекчӗсене халалланă пресс-конференцире пӗлтерчӗ.

Вунă çул ытла тӗнче шайӗнчи мероприятисем ирттерекен Хусан çӗршывсен хушшинчи çыхăну тата диалог валли уçă площадка пулнине ӗнентерсе çитес вăхăта пӗлтерӗшлӗ тата икӗ мероприяти – Ислам енӗпе килӗштерсе ӗçлекен организацине (ОИС) кӗрекен çӗршывсен II Çамрăксен наука конгресне тата БРИКСпа ШОС çӗршывӗсен çамрăк лидерӗсен Премине йышăнма хатӗрленет.

Наука конгресӗ ноябрӗн 26 – 29-мӗшӗсенче Хусан патшалăх университечӗн никӗсӗнче иртет. Çамрăксен дипломатийӗн академийӗн ертӳçи Дильбар Садыкова сăмахӗпе, унта хутшăнмашкăн 72 çӗршывран пурӗ 1000 ытла заявка килнӗ. Раççей тата ют çӗршыв ученăйӗсенчен тăракан эксперт комиссийӗ 25 çӗршывăн 100 çамрăк тӗпчевçипе ученăйӗн ӗçне суйласа илнӗ. Вӗсем Азербайджан, Турци, Индонези, Иран, Казахстан, Палестина, Египет, Ливан ОИСа кӗнӗ ытти çӗршывсен наукăпа интересленекен, ӗçлекен çамрăкӗсем. 

Наука конгресӗнче биомедицина, биотехнологи, нефтегаз, вӗрентӳ технологийӗсем, халăхсен хушшинчи хутшăнусемпе право, архитектура, дизайн, искусство технологийӗсен направленийӗпе пилӗк секци ӗçлет. Наука конгресне суйласа илнӗ тӗпчевсемпе разработкăсем пекки тӗнчере урăх çук-мӗн. Çавăнпа интереслӗ те ученăйсемшӗн. Калăпăр, Египетри медицина шкулӗнче вӗренекен Элиссия Фаек Фекри Гергес «Нефтегаз технологийӗсем» темăпа энергоэффективлă системăпа усă курса органика каяшӗсене тата парник майлă газсене тирпейлесси пирки каласа парӗ. Камерунри çамрăк тӗпчевçӗ Ашангуа Харрисон инклюзи вӗрентӗвӗпе хăйӗн тӗпчевӗсемпе паллаштарӗ. Конгреса хутшăнакан чи çамрăк тӗпчевçӗ (вăл 18 çулта кăна-ха) Гонконгра вӗренекен Иордани хӗрӗ Мас Алдардасави вара усал шыçăпа кӗрешмелли хăйӗн разработкине илсе килӗ. Ку чир тӗве сӗчӗпе сульфорафанран хăранине асăрханă иккен вăл. Куратпăр ӗнтӗ, темисем пурте паянхи куншăн актуаллă, кирлӗ.

КФУн проректорӗ Тимерхан Алишев Тутарстан çамрăк ученăйӗсен те Наука конгресӗнче сӗнмелли ӗçӗсем пуррине пӗлтерчӗ. Республика опычӗ çинче никӗсленсе нефть тирпейлессипе, ăна уçлассипе çыхăннă вӗсем. Пирӗн тăрăхри нефть йывăр, çăра пулнăран экологие кӳрекен сиенӗ пысăк. Çавăнпа çамрăк ученăйсем нефть пахалăхне çӗр айӗнчех ӳстермелли мелсем сӗнеççӗ.

Çапла майпа çамрăк ученăйсем валли Наука конгресӗ тӗнче шайне тухса хăйсен ӗçне кăтартнисӗр пуçне тӗпчеве малалла тăсма соавторсем тупма, пурнăçа кӗртме пулăшакан полощадка та пулса тăрать. Çамрăк ученăйсен конгресӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри талантлă çамрăксене хамăр çӗршыва ӗçлеме илӗртесси пулнине те каларӗç спикерсем. Çавăнпа Наука конгресне хутшăнакан çамрăк тӗпчевçӗсене кунта ӗçе мӗнле йӗркеленипе, çав шутра лаборатори базипе, профессорсемпе, ученăйсемпе паллаштарасшăн. Раççей ӗçлесе пурăнма лайăх çӗршыв пулнине хăйсен куçӗпе курччăр вӗсем. Хамăрăн талантлă çамрăксене те Хусантах проекчӗсене аталантарма, тӗнче шайне тухма май пуррине кăтартасшăн.

 Çамрăксен наука конгресӗпе пӗрлех çав кунсенче Хусанта Çамрăксен хальхи мăсăльман культурин фестивалӗ те иртет. Декабрӗн 10-13-мӗшӗсенче вара БРИКС тата ШОС çӗршывӗсен лидерӗсен Премийӗ пулать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество